Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Аслӑ священниксем ҫав кӗмӗл укҫасене илсе каланӑ: ку — юн укҫи, ӑна Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшне хума юрамасть, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ирод хӑйӗн Филипп пиччӗшӗн арӑмне Иродиадӑна пула Иоана тӗрмене тытса хуптарнӑ пулнӑ, 4. мӗншӗн тесессӗн Иоанн ӑна: «сана унпа пурӑнма юрамасть» тенӗ.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Юлашкинчен вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑл кӑтартма шухӑш тунӑ, вара хӑй керменӗн пашнине чул кӗртсе лартнӑ, чулӗ ҫине ҫапла ҫыртарнӑ: «кам парне илсе килмест, ҫавӑн хӑйсен сӑваплӑ вырӑнӗсене кӗме юрамасть; иудейсене вара пурне те хура халӑх йышне кӗртсе ҫырса тухмалла, вӗсене чура шутне кӗртмелле; хирӗҫ тӑракансене вара пусахласах тытса вилӗм аллине памалла; 21. шута илсе тухнисенне ӳчӗ ҫине Дионис паллине — сырлан хӑва ҫулҫине — ӗнтсе тӑмха ҫапмалла, вара вӗсене, прависене хӗссе, вӗсем валли палӑртса хунӑ вырӑна ямалла» тенӗ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10-11. Аслӑ священник усал Симон элекленӗ пек мар, пачах урӑхла пулнине кӑтартса панӑ: ку пуянлӑх — пӗтӗмпех тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасем упрама шанса панӑ пурлӑх, пӗр пайӗ — питӗ паллӑ ҫыннӑн, Товия ывӑлӗ Гирканӑн, пурлӑхӗ; мӗнпурӗ тӑватҫӗр талант кӗмӗл, икҫӗр талант ылтӑн; 12. вӑл: сӑваплӑ вырӑна, пӗтӗм тӗнчипех хисепе хуракан Турӑ Ҫуртне, никам та тӗкӗнес ҫук тесе шанса тӑракансене ниепле те кӳрентерме юрамасть, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ыйтаканни вара: «шӑп пул! Ҫӳлхуҫа ятне асӑнма юрамасть» тейӗ.
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах та леш ҫынсем патша патне пӗтӗм ушкӑнӗпех пынӑ та каланӑ: пӗлнӗ пул, патша, Миди тата Перси саккунӗ тӑрӑх, патша ҫирӗплетсе палӑртнине е кӑтартнине улӑштарма юрамасть, тенӗ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша ҫапла хуравласа каланӑ: ку ҫирӗп сӑмах, вӑл — Миди ҫыннисемпе Перси ҫыннисен саккунӗ, ӑна улӑштарма юрамасть! тенӗ.Царь отвечал и сказал: это слово твердо, как закон Мидян и Персов, не допускающий изменения.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Священниксен нимӗнле виле ашне те, тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине те, — кайӑк-и вӑл, выльӑх-и, — ҫиме юрамасть.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсен пӗрин те вилнӗ ҫын патне пыма юрамасть, апла вӗсем таса мар пулаҫҫӗ; ашшӗпе амӑшӗшӗн ҫеҫ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн ҫеҫ, пиччӗшӗпе шӑллӗшӗн ҫеҫ, качча кайман аппӑшӗпе йӑмӑкӗшӗн ҫеҫ вӗсен таса мар пулма юрать.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсен тӑлӑх арӑма та, упӑшкинчен уйӑрӑлнӑ арӑма та качча илме юрамасть, вӗсем Израиль йӑхӗн хӗрне тата священникӑн тӑлӑх арӑмне ҫеҫ качча илме пултараҫҫӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Шалти картишне кайнӑ чухне пӗр священникӑн та эрех ӗҫме юрамасть.21. И вина не должен пить ни один священник, когда идет во внутренний двор.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӗсен пуҫне хырма юрамасть, ҫӳҫне те ӳстерсе ямалла мар, ҫӳҫне касса ҫеҫ тӑччӑр.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пуҫ ҫыххийӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; аялтан тӑхӑнмалли тумтирӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; пиҫиххине вӗсен ӳте тарлаттармалла ҫыхма юрамасть.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнакан ют арӑм ывӑлӗн те унта кӗме юрамасть.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унта кӗрсессӗн, священниксен хӑйсен кӗлӗ тунӑ чухнехи тумтирне ҫавӑнта хывса хӑвармасӑр ҫав сӑваплӑ вырӑнтан шалти картишне тухма юрамасть, мӗншӗн тесессӗн ҫав тумтир — таса; халӑх патне тухас умӗн вӗсен урӑх тумтир тӑхӑнмалла.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пуҫлӑхсемпе пӗтӗм халӑх вара священниксемпе пророксене ҫапла каланӑ: ку ҫынна вӗлерме юрамасть — вӑл пирӗнпе Ҫӳлхуҫа Турӑ ячӗпе калаҫрӗ, тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эппин, мӗнрен вӑтанмаллине калам-ха: 20. пур намӑса та намӑс вырӑнне хума юрамасть, мӗн ырланине те кашни ҫынах чӑннипе ырламасть.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. «Мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурне те кирлӗрен пултарнӑ.27. Нельзя сказать: « что это? для чего это?», ибо все создано для своего употребления.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй таса чӗреллӗ ачасем, мана итлӗр-ха, эсир юхӑм шыв хӗрринче ӳсекен кӗлчечек пек ӳсӗр; 17. ливан ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, сирӗнтен ырӑ шӑршӑ сарӑлса тӑтӑр; 18. лили чечекӗ пек ҫеҫкеленӗр, юрлама пуҫлӑр та пурте пӗрле юрласа мухтӑр; 19. пур ӗҫӗрпе те Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр; Унӑн ятне аслӑлӑр, мухтавлӑхне кура Ӑна чап кӳрӗр, 20. юрӑ юрласа, кӗсле каласа, акӑ ҫапла аслӑлӑр Ӑна: 21. Ҫӳлхуҫанӑн мӗн тунӑ ӗҫӗ пурте ырӑ, Вӑл мӗн хушни пурте вӑхӑчӗпе пулса пырать; 22. «мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурте хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ пулӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. «Ҫӳлхуҫана пула пӑрӑнтӑм» тесе ан кала: санӑн Вӑл курайманнине тума юрамасть.11. Не говори: «ради Господа я отступил»; ибо, что Он ненавидит, того ты не должен делать.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.