Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юмансем тем ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл Аркадипе пӗрле сад тӑрӑх ӑна хӑш-хӑш йывӑҫсем, уйрӑммӑнах пӗчӗк юмансем мӗншӗн чӗрӗлменни ҫинчен ӑнлантарса ҫӳретчӗ.
IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Кунта ытларах юмансем ӳсеҫҫӗ, вӗсем хушшинче — шӗшкӗ тӗмӗсем.
Пыл хурчӗсемпе паллашни // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 19,21,23 с.
— Йӗкӗтсем юмансем пек ӳссе кайнӑ.
Ҫураҫнӑ хӗрсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Савва пӳрчӗ килкартинче шалта ларать, чӳречисем урамалла пӑхаҫҫӗ, пӳрт умне сукмак пырать, сукмакӗн икӗ айккипе чечексемпе ҫамрӑк юмансем ӳсеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл бархат мар, вӑл помидор ани; акӑ эсир хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса выртакан цинкран тунӑ ҫулҫӑсем куратӑр, вӗсем тӗл-тӗл кӑвакарнӑ, кӗл сапнӑ пек, анчах вӑл цинк та мар, кӗл те мар, вӑл купӑста йӑранӗсем; акӑ тата шупка кӗрен пустав куратӑр эсир — пустав та мар вӑл, хӗрлӗ кӑшман ани анчах… йӑрансем хушшинче шыв юхса выртать — ансӑр шыв юххисем пур пахчасене те тӗрлесе пӗтернӗ; унта та кунта, хурал пек, пысӑк, ҫӑмламас тӑлӑп тӑхӑннӑ юмансем тӑраҫҫӗ; ав унта пӗчӗк пӳрт курӑнать, лере хӳшӗ е чалӑш урисем ҫинче лупас ларать.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Донӑн леш енче саралма пуҫланӑ салху вӑрман хумханать, тирек ҫулҫисем ҫаралнӑ, юмансем ҫинчен картлашкаллӑ сайра ҫулҫӑсем тӑкӑнаҫҫӗ, ҫирӗк йывӑҫҫи кӑна мухтанчӑклӑн ем-ешӗлех ешӗрсе ларать, хайӗн иксӗлми пурнӑҫ хӑвачӗпе витӗр куҫлӑ чакаксене савӑнтарать.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тӳпере ту пек хура-кӑвак пӗлӗтсем шума пуҫласан вара, хура вӑрман кӑкланса тухас пек тайӑлма тытӑнсан, юмансем шатӑртатнӑ чух, пӗлӗтсем хушшинче ҫиҫӗм йӑлтлатса илсе пӗтӗм тӗнчене ҫутатнӑ чух, — хӑрушла ун пек чух Днепр!
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Юлхавлӑ та шухӑшсӑр, канма тухнӑ евӗр, лараҫҫӗ пӗлӗте ҫити ҫӳлӗ юмансем, куҫа шартаракан хӗвел пайӑркисем вара, вӗсене пырса ҫапӑнаҫҫӗ те, нумай-нумай ҫулҫӑсене ҫав тери илемлетсе йӑлкӑштараҫҫӗ, теприсем ҫине вӗсем, ҫӗрлехи тӗттӗм пек йӑм-хура мӗлке ӳкереҫҫӗ, вӗсем ҫинчен вара вӑйлӑ ҫил вӗрсен ҫеҫ ылтӑн пӗрхӗнет.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫамрӑк ҫулҫӑпа витӗннӗ юмансем вӑйлӑ ҫил вӗрнипе кашласа кӑна ларнӑ, ура айӗнче пиншер вак ҫырмасем шӑши кӗтӗвӗсем пек, йӑпӑртатса юхма пуҫланӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Авӑ, пӑхӑр-ха, пирӗн картиш хыҫӗнчи ҫамрӑк юмансем ҫине: мӗн чухлӗ ҫулҫӑ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫурҫӗр енче — шыв тӑрӑх анаталла та — горизонт патне ҫитиех сӑртлӑрах уйсем сарӑлса выртаҫҫӗ, унтах, тӗллӗн-тӗллӗн, пӗчӗкҫеҫ ялсем курӑнаҫҫӗ, уй тӳписенче вара, пӗчченшерӗн, ҫӗр ҫулхи юмансем шухӑша кайнӑн тӗлӗрсе лараҫҫӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫил-тӑвӑлра тирексемпе юмансем кӑна, хуҫӑла-хуҫӑла анса, тымарӗ-мӗнӗпе тӑпӑлса ӳкеҫҫӗ, хытхура — тимӗр тӑпри курӑкӗ ҫӗр ҫумне ӳксе тайӑлать, саркаланса выртать, ҫапах та кайран каллех ҫӗкленсе ларать Анчах Яков Лукичӑн «ура ҫине тӑрасси» пулаймарӗ ҫке-ха!
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мересьев ҫӗре анма ӗлкӗрчӗ кӑна — вездеход мӗкӗрсе, хӑрӑк туратсене шатӑртаттарса, хурӑнсемпе ҫамрӑк юмансем хушшинче пӑркаланса, вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑмла-ҫырли ман юмансем ҫинче ӳсет-и вара?
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Капитан Енакиев шучӗпе — ун пек вырӑн боевой участокӑн сылтӑм флангӗнче, икӗ ҫул юппипе ҫамрӑк юмансем ӳсекен самаях тарӑн ҫырма хушшинче пулнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӑналансан, уҫӑлмалла канма пуҫларӗҫ: пурте лӑстӑркка юмансем айӗнчи сулхӑна ларса сӑмахлама тапратрӗҫ.После пира они уселись отдыхать и разговаривать в тени раскидистых дубов.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.