Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юмансем (тĕпĕ: юман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне чӑрӑшсем, юмансем куҫарса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пирӗн чӑваш ҫӗр-шывӗнчи юмансем хӑйсен яштака илемлӗ ҫӳллӗшӗпе, хулӑмӑшӗпе — чи хаклӑ йывӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Иртнӗ ҫул чӗрӗ юлнӑ юмансем халӑх вӑрманӗсенче те йӗкелне парса ҫынсене хӗпӗртеттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Халӗ чугун ҫулӑн икӗ енӗпе лартнӑ вӑрманта юмансем (халӑх вӑрманӗ ҫук ҫӗрте) пурте питӗ лайӑх, сывӑ та илемлӗн ҫитӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Тепӗр 20-22 кунтан ҫеҫ юмансем симӗсленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫанталӑкне кура, тепӗр икӗ эрнерен, е 17 — 18 кунтан, «асаплӑ» юмансем ҫӗнӗрен, иккӗмӗш хут ҫулҫӑ сарма мӗн чухлӗ ҫурхи вӑйне пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Иртерех ҫулҫӑ саракан юмансем, ҫулҫи ҫирӗпленсе ӗлкӗрнипе, питех аптрамаҫҫӗ, каяраххисем вара…

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Пӗлӗтре, вӑрман тӑрринче, самолет пӗр каҫалӑк пӗтерсе теприне кӗнӗ самантра, хӑш-пӗр лаптӑксенчи юмансем пӗр хут ҫеҫ мар, икӗ хут е виҫӗ хут та имҫамланма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кусем вӑрлӑхлӑх юмансем.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ял виҫӗ енче вӑрман — тем пысӑкӑш хырсемпе юмансем, пӗр енче — Кӑкшан шывӗ, улӑх.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑ, тем пысӑкӑш хырсемпе юмансем хушшипе утнӑ чухне ӑна тепӗр вӑрттӑн шухӑш илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗ вӑрмана пырса ҫитнӗ чух самаях тӗттӗмленчӗ, ҫапах та утар пӳртне мар, тӳрех Твиккапа Квикка валли йӑвасем ҫыхса ҫакнӑ юмансем патне ҫул тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ҫуркунне ӑшӑтса пынӑ май шӑннӑ сӗткен ирӗлнӗ, юмансем ӳсме, сарӑлма тытӑннӑ, ӳссе сарӑлнӑ май вара хайхи ҫурӑксем питӗрӗнсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Хӗлле юмансем сӗткенӗ хытӑ шӑннипе ҫурӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Ҫуллахи каникул ҫитсен пӗрремӗш куннех тухса вӗҫтертӗм, тӳрех юмансем патне ыткӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Чӑн та, юмансем пӗри те тепри вулли тӑрӑх шарт та шарт ҫурӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Кӗркунне юмансем кӗрен, хурӑнсем сап-сарӑ «тум» тӑхӑнсан вара кунти вӑрман ҫав тери капӑр эреш пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Сылтӑм хӗрринче — улӑпла юмансем, кӑпӑшка ҫӑкасем, шап-шурӑ хурӑнсем, лӑстака йӑмрасем…

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Малта — приставпа сотски, аллӑ ҫулсене ҫитнӗ кӗреш юмансем, вӗсем хыҫҫӑн — Хушаҫҫӗ Петӗрӗ, Ивук, пунеттейсем, пуш урапапа килнӗ Чикме мещенӗ…

Впереди — пристав и сотский, дубовые кряжи лет под пятьдесят, за ними — Петр Велят, Ивук, понятые, козьмоде-мьянский мешанин на порожней телеге…

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫлеҫҫӗ: ҫаралать ката, Тӳнеҫҫӗ юмансем салхуллӑн, Кунта кӑклаҫҫӗ тунката, Лере этем сасси ҫӗр хумлӑн Ҫитсе шур тӑрӑх янӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех