Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑн-чӑн ырӑ та тутлӑ парне, сӑмахран калас-тӑк, пӗр сирӗнтен ҫеҫ илмелле пулать ӗнтӗ, Хавронья Никифоровна!» ҫаплах калаҫрӗ пуп ывӑлӗ, Хивря ҫине ытараймасӑр пӑхнӑ май, ҫумнерех шӑвӑнкаласа.
VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Утӑпа чӗркенӗ чӳлмек куписем, хӑйсене тӑвӑр тата тӗттӗм пулнӑран-и тен, кичемлӗн, ҫав тери ерипен малалла шӑвӑннӑ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫеҫ пӗр-пӗр яриех курӑнакан сӑрпа илемлетсе пӗтернӗ чашӑк е макитра, лав ҫинче тӳпеленсе выртакан ҫатан хушшинчен мухтанчӑклӑн курӑнса, илемлӗ те ӗрешлӗ япалашӑн каҫсах каякансен ытараймасӑр пӑхакан куҫӗсене илӗртнӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пуҫне кубанка, урисене атӑ, ҫинҫе пиҫиххипе хытӑ туртса ҫыхнӑ галифе тӑхӑннӑ Семен Гончаренкона курсан, Кондратьев, ГЭС директорӗ маттур тумланнине пӑхса ытараймасӑр, йӑл кулса каларӗ:
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эсӗ партире тӑман ҫын пулсан та, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Хворостянкин, шурӑмпуҫ кӗренленсе килнине ытараймасӑр пӑхса, — манӑн санран пытармалли ҫук, уйрӑмах ку пирӗн колхоза тивекен япала…
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ларать кабинетра, хӑйӗн Ылттӑн Ҫӑлтӑрне ытараймасӑр пӑхать тата мӗн те пулин туртса кӑларма ӗмӗтленет.— Сидят себе в кабинете, любуются собой и думают, какую бы еще идею изобрести.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Темиҫе секунд хушши Андрей ҫав шурӑ хурӑн ҫине ытараймасӑр пӑхса тӑчӗ, унтан вара, траншея хӗррине кӑшт ҫеҫ тӗртсе илсе, ҫӗршыва тупа тунӑн, пӗтӗм чун-чӗререн хавасланса та хавхаланса, кӗскен каласа хучӗ:
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Охо! — Умрихин кӳренмерӗ, ун вырӑнне вӑл Андрей ҫине ытараймасӑр, тӗлӗнсе пӑхса илчӗ.— Ого! — не обиделся, а удивился Умрихин и восхищенно поглядел на Андрея, подняв свой утиный нос.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Нумайӑшне аса илчӗ пулас: ҫынсен паттӑрлӑхне ытараймасӑр хавасланни те, ҫапӑҫура вилнисемшӗн хурланни те пур-мӗн ун чӗринче.Так переполнили его воспоминания, восхищение людьми и печаль о погибших.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хура кӗркунне вара, расчет илсен, вӑл кӳреннӗ пек тата ытараймасӑр ӑмсаннӑ пек те кӳршисене ҫапла кала-кала панӑ:Поздней осенью, получив расчет, он с досадой, но и с завистливым восхищением рассказывал соседям:
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ерофей пӗтӗм чунтан хуҫи ҫине пӑхса ӑмсаннӑ, унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫнине кура чӗререн, ытараймасӑр савӑннӑ.Ерофей всей душой завидовал хозяину, искренне восхищался каждой его удачей.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Костя вӑл мӗн каланине ӑнланса, ытараймасӑр ответлерӗ: — Ҫиҫӗм!
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Оленин ун ҫине ытараймасӑр пӑхса тӑчӗ.
XXVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Уҫӑ кӳме ҫинче ӑна халӑха кӑтартса, эпӗ ун хутне кӗретӗп тесе, халӑхран ӑна йышӑнма ыйтса, унпа пӗрле тӗлӗнмелле чипер хӗрарӑм, кунти чипер хӗрарӑмсенчен те чиперри, ларса пырать, халӑх вара, ҫав хӗрарӑмӑн чиперлӗхне ытараймасӑр, ун чиперлӗхӗ умӗнче пуҫ тайса, влаҫа ҫав хӗрарӑм юратакан ҫын аллине — Пизистрат аллине парать, хӑй ӑна пӑхӑнса пурӑнма пулать.
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑш чухне Половцев, картне пӑрахса, урисене калмӑкла хуҫлатса, урайнех ларать те, брезент татки сарса хурса, ахаль те пит таса ручной пулемета салатса тӑкса тасатать, унӑн кашни пайне тутӑр таткипе сӑтӑрать, вӗрипе ӑшӑннӑ пӑшал ҫӑвӗпе сӗрет, унтан, пулемет ҫине ытараймасӑр пӑхса, ӑна каллех пуҫтарать, сарлака ҫамкаллӑ пуҫне енчен еннелле суллать.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗксӗм лаҫра пӗр-ик минут вӑл сӑмах чӗнмесӗр юпа пек тӑчӗ, киленнипе куҫне хупса, ачаранпа пӗлекен, чуна тивекен шӑрша каҫса кайса шӑршларӗ, унтан ытараймасӑр мӑлатук ярса тытрӗ…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пуканесене пуҫтарса чикнӗ кушилке ҫине ытараймасӑр пӑхса, ачасем, тӗлӗкри пек, шарманка йӑтнӑ чӑпар тумтирлӗ арӑмпа хул хушшине ширма хӗстернӗ ҫара пуҫлӑ арҫын хыҫҫӑн пӗр картишӗнчен тепӗр картишне куҫса ҫӳреҫҫӗ.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ҫакӑнса тӑракан пистолетсене, пӑшала тӗрӗнтерсе тӗллемелли туратлӑ япалана, мишеньсем лартмалли хатӗрсене ытараймасӑр пӑхать.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гусар, хӑйӗн тусанланнӑ ботфорчӗсем ҫине пӑха-пӑха илсе, турткаланать, хирӗҫлет, ҫав вӑхӑтрах хӑна пӳлӗмӗнчен килекен калаҫусен тараватлӑ шавне ытараймасӑр итлет.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах пӗр Печорин кӑна мар иккен ытараймасӑр пӑхса тӑнӑ княҫӑн хӗрне: пӳлӗм кӗтессинчен ун ҫине тата тепӗр ҫулӑмлӑ мӑшӑр куҫ сикмесӗр пӑхса тӑнӑ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав вӑхӑтрах Григорий Иванович Муромски те, лайӑх ҫанталӑка ытараймасӑр, хӑйӗн татӑк хӳреллӗ кӗсрине йӗнерлеттерсе хӑйӗн акӑлчансем евӗрлӗ йӗркеленӗ именине пӑхса ҫавӑрӑнма тухнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936