Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратни (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тахӑш вӑхӑтра унӑн пуҫӗ ыратни иртсе кайнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ыратни иртсе каять пуль тенӗччӗ, анчах вӑл вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗре курсанах унӑн ыратни те иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ытла та ӑшӑ кӑмӑллӑ-ҫке вӑл, унӑн ҫепӗҫ сассине илтсен ыратни те иртсе кайнӑ пек пулать», — теҫҫӗ мучисемпе кинемейсем.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Апатланнӑ хыҫҫӑн шӑллӗн хырӑмӗ ыратни лӑпланчӗ, вӑл пуплеме тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Мӗнех ӗнтӗ вӑл пыр ыратни чӑнкӑ каччӑсемшӗн!

Но что им горло, крутым парням?

Икӗ тус // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/401

Ҫӳлти-аялтине асӑнса, шартах ҫурӑлса кайрӗ вӑл, хӑштик-хӑштик сывлакаласа вырткаласан, ыратни сӗвӗрӗлсен тин йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтакунта ыратни «шӑртне» пӑртак пусарсан, лӑпсӑр пулсан, сывлавӗ ӗрӗхме пӑрахсан Ула Тимӗр майӗпен тӑрасшӑнччӗ, анчах каллех вӑрӑммӑн йынӑшса ячӗ: аяк шӑмми хӑрпӑклансах тирсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла вӑл, хашка-хашка, пашка-пашка, малаллах кӑштӑртатрӗ, сӗтӗрӗнчӗ, вӑл-ку ыратни ура тӗпне ҫыпӑҫнӑ пылчӑк пек хӑпӑнса юлсан куҫӑм хӑвӑртлӑхне те ӳстерчӗ, анчах темле сыхланса пырсан та питрен-куҫран пиҫӗ турат таврашӗ шӑртти-шартти тутарса ямасӑр, алли-урине хуҫӑк турат тӗпӗсемпе е кӑнтарса тӑракан хыткан йывӑҫ тымарӗсемпе тирӗнтермесӗр-тӑрӑнтармасӑр пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ы-ы-ых!» — шӑтӑка лекнӗ урин чӗркуҫҫи икерчи чӑтма ҫук ыратса кайнипе (ванмаллах аманчӗ-ши?) нушаллӑн йынӑшса илчӗ вӑл, ыратни пӑртак лӑпсӑр пулсан ҫеҫ, ҫамки ҫине тапса тухнӑ сивӗ тарне куртка ҫанни вӗҫӗпе вӑрӑммӑн шӑлса илчӗ те, ахлата-ахлата, хутлӑ-хутлӑ сӑмахсем карталакаласа, ури ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ыратни лӑшлансан, кӑмпаҫӑ, вӑйран самаях чалӑхнӑскер, кун хута йывӑр ҫӑк йӑтса ҫӳресе тинкеленнӗскер (ахаль те каҫхи ҫул кӑкӑр ҫинчи чул теҫҫӗ; этем пурнӑҫӗн хисеплӗ ҫулӗсен халсӑрлӑхӗ те тан тапасшӑн пулас), ҫакӑнта канса илме шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр хушӑ тапранмасӑр, нимӗн ҫинчен те шутламасӑр ларчӗ вӑл, хырӑмӗ ыратни кӑшт иртнӗ пек пулсан тин халӗ кӑна пырса кӗнӗ шавлӑ ҫамрӑксене сӑнама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

— Пӳртре ларса пуҫ ыратни иртсе каймасть, атя, тӑхӑн хӑвӑртрах, унсӑр Ванюк мана клуба та кӗртмест.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӑштах ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ, пуҫ ыратни те, чун ыратни те иртсе кайнӑ пулӗччӗ?..»

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл Кольӑран унӑн суранӗсем ыратни ҫинчен те, фронтри ӗҫӗсем ҫинчен те, ӑна ӑҫта, мӗнле амантни ҫинчен ыйтмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чул ҫурта кӗрсен, ваккатсем суд хӑҫан пуласса пӗлме кайрӗҫ, Уполномоченнӑйсем иртнӗ каҫ хӑна ҫуртӗнче вӑхӑта хаваслӑ ирттерни тата мухмӑрпа пуҫ ыратни ҫинчен сӑмах хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула та куҫҫулӗ юхса пӗтсен ыратни кӑштах лӑпланнине туйрӗ те ашшӗ ҫинчен аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пуҫӗ ытла та ыратни кумӑшӗпе килӗшме памарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрисем ыратни — ахлатсан, теприсем шӑла ҫыртса лартсан иртсе каять теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Шӑпчӑк ҫӑмарта тунӑ чух ула куракӑн кучӗ ыратни ӗмӗрте пӗрре пулать пуль вӑл.

Так ведь оно: пока тебя не клюнет жареный петух…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех