Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылтӑнран (тĕпĕ: ылтӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр ҫӗре купаласа хунӑ чӳрече кантӑкӗсем хӗмленсе ҫиҫеҫҫӗ, шинкарккӑсен сӗтеллисем ҫинче ларакан симӗс кӗленчесемпе черккесем ҫулӑм тӗслӗ; дыня, арбуз тата кавӑн куписене тӗксӗмрех пӑхӑрпа ылтӑнран шӑратса тунӑ тейӗн.

Стекла наваленных кучами оконниц горели; зеленые фляжки и чарки на столах у шинкарок превратились в огненные; горы дынь, арбузов и тыкв казались вылитыми из золота и темной меди.

V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Аллисемпе урисенче унӑн ылтӑнран тунӑ йывӑр сулӑсем, мӑйӗсенче — перлсемпе коралсенчен ылтӑнпа эрешлетсе тунӑ йывӑр мӑя.

На руках и на ногах ее тяжелые золотые браслеты; тяжелое ожерелье из перлов и кораллов, оправленных золотом, на ее шее.

1 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Храм кӑвак, ҫӑра, ӳсӗртекен ароматлӑ фимиампа тулса ларнӑ, ҫутӑ чулсенчен тунӑ лампадӑсен, — ылтӑнран каса-каса хитрелетнӗ те вӑрӑм кӗмӗл сӑнчӑрсемпе маччаран ҫакса янӑ лампадӑсен, — тӗрлӗ тӗслӗ вучӗсем аран кӑна курӑнма пуҫланӑ вара тӗтӗм сийӗсем витӗр.

Синим, густым, пьянящим, ароматным фимиамом наполнился храм, и сквозь слои дыма едва стали видны разноцветные огни лампад, сделанных из прозрачных камней, — лампад, оправленных в резное золото и подвешенных к потолку на длинных серебряных цепях.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Офир ҫӗршывӗнчи патша ладьйи евӗр эсӗ, о ман савниҫӗм, таса та чаплӑ ҫырма тӑрӑх, ароматлӑ шур чечексем хушшипе силлене-силлене ишекен ылтӑнран тунӑ ҫӑмӑл ладья пекех.

— Ты похожа на царскую ладью в стране Офир, о моя возлюбленная, на золотую легкую ладью, которая плывет, качаясь, по священной реке, среди белых ароматных цветов.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ун пек ҫумӑр ылтӑнран та хаклӑ, вӑл пирӗн пурлӑха ӳстерет.

Такой дождь дороже золота, он все богатство наше растит.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хӗр, хӑйӗн аллинче чӑн ылтӑнран тунӑ ҫӗрре курсан, именсе каять.

Но девушка, увидев на своей руке дорогой перстень из чистого золота, смутилась.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Урхамах, ун хакӗ — ылтӑнран ирттерет.

Конь же лихой не имеет цены:

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Чимӗр-ха: «Пирӗн ҫамрӑк йӗкӗтсем яштак та, имӗш, вӗсен сӑхманӗсене те кӗмӗлпе тӗрленӗ иккен те, анчах вырӑс ҫамрӑк офицерӗ вӗсенчен яштакарах, галунсем унӑн ылтӑнран. Вӑл вӗсем хушшинче тирек пек курӑнать; ӑна ӳссе ешерме ясӑна пӳрмен пирӗн сад-ра», — тесе юрлать, Печорин ҫӗкленчӗ, пуҫ тайрӗ ӑна, аллине хӑй ҫамки патне, унтан чӗри патне тытрӗ те мана тавӑрса калама ыйтрӗ, эпӗ вӗсемпе калаҫма лапах пӗлеттӗм те унӑн сӑмахӗсене куҫарса патӑм.

— Да, кажется, вот так: «Стройны, дескать, наши молодые джигиты, и кафтаны на них серебром выложены, а молодой русский офицер стройнее их, и галуны на нем золотые. Он как тополь между ними; только не расти, не цвести ему в нашем саду». Печорин встал, поклонился ей, приложив руку ко лбу и сердцу, и просил меня отвечать ей, я хорошо знаю по-ихнему и перевел его ответ.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫакӑ вара ылтӑнран та хаклӑ, — тет Минезия Минетулловна.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Вӑл маншӑн хӗвелтен те ҫутӑрах, ылтӑнран та хаклӑрах.

Она для меня ярче солнца, дороже золота.

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Пӗтӗмпех ылтӑнран, пальмӑсем ҫитӗнеҫҫӗ, аквариумсем...

Все из золота, пальмы растут, аквариумы...

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Эх, тӑван ялӑм, Раккасси, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те самай улшӑннӑ. Тен, ытла тунсӑхланӑран вӑл тата илемлӗрех курӑнать. Ҫук, тунсӑхланӑран кӑна мар, эсӗ чӑнах та маншӑн кӗмӗлрен те, ылтӑнран та хаклӑрах», — шухӑшласа пычӗ Валентин.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тӑван кӗтесрен илнӗ ылтӑнран та хаклӑ «хутсене» алла тытсан савӑнӑҫ куҫҫулӗпе вилӗм хӑрушлӑхӗ хутӑшнӑ ахӑртнех...

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

18. Хӳмине ясписран тунӑ, хулине таса ылтӑнран тунӑ, вӑл тап-таса кӗленче евӗрлӗ.

18. Стена его построена из ясписа, а город был чистое золото, подобен чистому стеклу.

Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫак асапсемпе вилмесӗр юлнӑ ҫынсем хӑйсен алли тунӑ ӗҫӗсемшӗн пӗрех ӳкӗнмерӗҫ, шуйттансене тата йӗрӗхсене — ылтӑнран, кӗмӗлрен, пӑхӑртан, чултан, йывӑҫран тунӑскерсене, курма та, илтме те, ҫӳреме те пултарайманскерсене — пуҫҫапма пӑрахмарӗҫ; 21. ҫын вӗлернӗшӗн те, асам тунишӗн те, аскӑнланнӑшӑн та, вӑрра ҫӳренишӗн те ӳкӗнмерӗҫ.

20. Прочие же люди, которые не умерли от этих язв, не раскаялись в делах рук своих, так чтобы не поклоняться бесам и золотым, серебряным, медным, каменным и деревянным идолам, которые не могут ни видеть, ни слышать, ни ходить. 21. И не раскаялись они в убийствах своих, ни в чародействах своих, ни в блудодеянии своем, ни в воровстве своем.

Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Ылтӑна вут-ҫулӑмпа тӗрӗсленӗ евӗр, эсир чӑн-чӑн ӗненни, — ку ӗнтӗ тем тӗрлӗ паха та, анчах пӗтес ылтӑнран хаклӑрах, — йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерсен курӑнать, Иисус Христос килес кун ҫакӑ вара мухтава, чыса, хисепе тивӗҫлӗ пултӑрччӗ.

7. дабы испытанная вера ваша оказалась драгоценнее гибнущего, хотя и огнем испытываемого золота, к похвале и чести и славе в явление Иисуса Христа,

1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ҫапла ӗнтӗ Турӑ йӑхӗ пулнӑ тӑркач эпир Турӑ ҫинчен Вӑл этем ӑсталаса тунӑ, этем шухӑшласа кӑларнӑ евӗрлӗскер, ылтӑнран е кӗмӗлтен, е чулран тунӑскер тесе шухӑшламалла мар.

29. Итак мы, будучи родом Божиим, не должны думать, что Божество подобно золоту, или серебру, или камню, получившему образ от искусства и вымысла человеческого.

Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

56. Кӗмӗлӗ ылтӑнран нумайрах, пӑхӑрӗ кӗмӗлрен нумайрах, тимӗрӗ пӑхӑртан нумайрах, тӑхланӗ тимӗртен нумайрах, тӑмӗ тӑхланран нумайрах.

56. Серебра же больше, чем золота, меди больше, чем серебра, железа больше, чем меди, свинца больше, чем железа и глины больше, чем свинца.

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Египет ҫӗрне парӑнтарсассӑн, ҫӗр хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулта вӑл каялла таврӑннӑ та, Израиль халӑхне хирӗҫ кайса, Иерусалима вӑйлӑ ҫарпа пырса кӗнӗ; 21. мӑнаҫланса, мӑшкӑлласа, вӑл Турӑ Ҫуртнех кӗнӗ, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм савӑтне, 22. парне ҫӑкӑрӗ хумалли сӗтеле, ылтӑн куркасене, чашӑксене, ылтӑн тӗтӗркӗчсене, чаршава, ылтӑн кӑшӑлсене, Ҫурт тулашӗнчи ылтӑн эрешсене илнӗ, пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.

20. После поражения Египта Антиох возвратился в сто сорок третьем году и пошел против Израиля, и вступил в Иерусалим с сильным ополчением; 21. вошел во святилище с надменностью и взял золотой жертвенник, светильник и все сосуды его, 22. и трапезу предложения, и возлияльники, и чаши, и кадильницы золотые, и завесу, и венцы, и золотое украшение, бывшее снаружи храма, и все обобрал.

1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ пӗтӗмпех ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫ куратӑп, ҫӳлте йывӑҫ ҫӑвӗ валли курка, ҫутаткӑҫӑн ҫичӗ лампада, кашни лампада патне ҫӳлтен пӗчӗк кӗпҫе пырать; 3. унӑн тата ҫу йывӑҫӗн икӗ ҫырли пур, пӗри — куркан сылтӑм енче, тепӗри — куркан сулахай енче, терӗм.

И отвечал я: вижу, вот светильник весь из золота, и чашечка для елея наверху его, и семь лампад на нем, и по семи трубочек у лампад, которые наверху его; 3. и две маслины на нем, одна с правой стороны чашечки, другая с левой стороны ее.

Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех