Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйха (тĕпĕ: ыйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хунарне сӳнтерсен, Ксени ыйха путакан ял ҫине пӑхса нумайччен тӑчӗ, майӗпен лӑпланчӗ.

Выключив фонарик, Ксения стояла у окна, глядела на засыпающую деревню, понемногу успокаивалась.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Выртнӑ та — карӑнман пуҫ! — тӑпра купи хыҫне турта панӑ ыйха.

Лег — туды ж его в перемет! — под кургашек и сны пущает.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Выртатпӑр, хӑшӗ чӗлӗм туртать, хӑшӗ халап ҫаптарать, теприсем ыйха сӗвеҫҫӗ.

Лежим, кто курит, кто сказочками займается, а кто дремлет.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, пуҫне чавси ҫине хунӑ та, сехри хӑпнӑ лаша хартлатнӑ пек, тискеррӗн харлаттарса ыйха туртать; унтан вӑл, такам пырса чышнӑ пек, сасартӑк вӑранса кайрӗ, — хӑйӑлтатса тухакан сасӑпа ӗнерлеме пуҫларӗ:

Уронив голову на локоть, он всхрапывал, как перепуганная лошадь, потом вдруг просыпался, словно от толчка, хрипло голосил:

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Асаилӳсем хумхантарса янӑ чӗри юнпа тулчӗ, тикӗссӗррӗн кӑртлатса тапрӗ, вӑрахчен ыйха сирсе пычӗ.

Кровоточило тронутое воспоминаниями сердце, билось неровно и долго отгоняло сон.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсемпе вӑкӑрсем, ыйха ҫухатса, илӗм-тилӗмчченех картиш тӑрӑх сулланса ҫӳреҫҫӗ.

Лошади и быки, лишаясь сна, бродили до рассвета по базам.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем кӗлетсем айӗнче, лупасайсенче, ҫатан картасем ҫумӗнче, хупахсен сарӑ сулхӑнӗнче ыйха туртаҫҫӗ.

Под амбарами, под навесами сараев, возле плетней, в желтой тени лопухов спали казаки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Атарщик ҫывӑхра пулмарӗ, — вӑл, ҫурӑмне тата тусанланса пӗтнӗ вӗри атӑллӑ чармак урисене хӗвелпе пӗҫертсе, ҫеҫенхирте ыйха туртса выртрӗ.

Атарщика возле не было — он спал в степи, подставив солнцу спину и раскоряченные ноги в пыльных накаленных сапогах.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн юлташӗ ут ҫилхи еннелле тайӑлса ларнӑ та, чӗкеҫ шатриллӗ аллисене йӗнер пӗкечи ҫине турӑ юнӗ сыпма хатӗрленнӗ майлӑ хурса, нимӗн шухӑшсӑр ыйха туртса пырать.

Спутник его просто спал в седле, клонясь к конской гриве, сложив на луке веснушчатые руки словно перед принятием причастия.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фельдмаршал ҫывӑрма выртнӑ, улӑпла ыйха путнӑ.

Улегся фельдмаршал спать, уснул богатырским сном.

Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Станицӑран инҫе кайсан, тавралӑх лӑпланса ҫитсен, ӑшӑхланса юлнӑ шыв кӑна тӳлек ҫеҫ, ыйха яракан сасӑпа шӑнкӑртатса юхнӑ ҫӗрте Артамашов пуҫне ҫӗклерӗ.

Далеко от станицы, когда вокруг стало тихо и слышался лишь убаюкивающий, слабый шум обмелевшей реки, Артамашов поднял голову.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Станци ҫутисем те, ыйха путма хатӗрленнӗ Рощенски те, Кубань кӗперӗ те тахҫанах хыҫа юлчӗҫ, умра тӑвайккиллӗ-мӗнлӗ темӗн талкӑш ҫеҫенхир уйӑх ҫутинче сарӑлса выртать, обоз унта юр ҫинчи ҫинҫе сукмак пек анчах курӑнать.

Давным-давно остались позади и огни станции, и собравшаяся ко сну Рощенская, и мост через Кубань, а впереди в лунном сиянии расходилась во все стороны бугристая и такая широкая степь, что обоз казался всего лишь темной стежкой на снегу.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӗм ҫӗрле вара, ҫурҫӗр тӗлӗнче, провинцире вырнаҫнӑ пӗчӗкҫӗ хула хӑй ҫутисене сӳнтерсе вилнӗ пек ыйха сӑптӑрнӑ вӑхӑтра, юлан утсем виҫшерӗн йӗркеленнӗ ретсемпе Быховри гимнази картишӗнчен тухма пуҫлаҫҫӗ.

А в волчью, глухую полночь, когда маленький провинциальный городишко, затушив огни, спал беспросыпно крепко, со двора быховской гимназии, по три в ряд, стали выезжать всадники.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ирсерен, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, генералсем уҫӑлса ҫӳреме тухаҫҫӗ, таврӑннӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ почтӑпа паллашаҫҫӗ, курма пынӑ тӑванӗ-хурӑнташӗсене, палланӑ ҫыннисене йышӑнса калаҫаҫҫӗ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн пӗр кана ыйха туртаҫҫӗ те ун хыҫҫӑн пӗчченшерӗн хӑйсен пӳлӗмӗсенче ӗҫлесе лараҫҫӗ.

По утрам, после завтрака, генералы шли на прогулку; возвращаясь, разбирали почту, принимали навещавших их родных и знакомых, обедали, после «мертвого» часа порознь занимались в своих комнатах.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пирӗн ӗҫ улпутла — хырӑма тултарнӑ та ыйха кӗптеннӗ.

— Наше дело телячье — поел да в закут.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тахӑшин учӗ, канӑҫсӑррӑн тулхӑра-тулхӑра ыйха вӗҫтерет.

Отпугивала дремоту чья-то фыркающая беспокойная лошадь.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем лашисене апат хурса панӑ та хӑйсем пурте пекех ыйха туртаҫҫӗ.

Казаки, задав лошадям корм, спали.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрлӗ вакунсенче вӑрахчен ыйха яракан кичем шӑплӑх тӑчӗ.

Долго баюкалась в красных вагонах дремотная тишина.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑрла казаксем тарӑн мар окопсенче хӗвӗшекен Австри салтакӗсем ҫине перкелесе илеҫҫӗ, каҫсерен, шурлӑх хӳттине ҫакланнӑскерсем, ыйха туртаҫҫӗ е картла ҫапаҫҫӗ.

Днем изредка постреливали по перебегавшим в неглубоких окопах австрийцам, ночью, защищенные болотом, спали или играли в карты.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулемет командин начальникӗ тутлӑн ыйха туртать.

Начальник пулеметной команды спал.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех