Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтсан (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫӗ ҫӗрте виҫӗ ушкӑнран ыйтсан та пӗр сӑмах пулчӗ: Шеремет вӑрманне вут тӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑшт хаклӑрах ыйтсан… калӑпӑр, тренчӗл пуҫне виҫ кӑвакал аҫи… тархасшӑн, илме хатӗр.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс боярин мар! — ун шухӑшӗсене вуланӑ пек каларӗ патша, — ҫапах та ыйтсан тӳрӗ хуравлас пулать, вӑтанакан хӗр пек, куҫсене тартмалла мар.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле ыйтсан та аслӑ карачи вӗсене каялла тавӑрса памарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уйрӑлас умӗн Тукай унран: «Эппин, ҫитес ҫуркуннеччен сывӑ пул тесе каламалла-и сана?» — тесе ыйтсан: «Темӗн-ҫке, ҫуркунне килсе ҫӳресси пулать-и манран», — тесе ҫеҫ тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа Каюм аксакал: «Шӗкӗр хулана ҫырупа кам кайма килӗшет, кшилярсем?» — тесе ыйтсан тӳрех: «Эпӗ каятӑп», — тесе сасӑ пачӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлетӗн-и, асатте?» — тесе ыйтсан: — Таҫта курнӑ пек те, таҫта курнӑ пек те, — тесе ҫеҫ сухалне шӑлкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанта хан камне ыйтсан ӑна та калаймастӑп эпӗ халь.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кавар пирки тӳрех ыйтсан мӗн калӗ-ши Булат Ширин?

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Харпӑр хӑй айӑпне ӑнланса, халӑхран каҫару ыйтсан, халӑх умне чӗркуҫленсен, ял-йыш мӗншӗн каҫармӗ?

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫапах та Хӗлӗп мучирен шахвӑртса ку кам пулнине ыйтсан, вӑл мана: — Вӑл-и? Ҫветтуй Кавӗрле вӑл. Пӗлместӗр эсир, хальхи ҫамрӑксем, нимӗн те. Библире ун ҫинчен питӗ аван ҫырнӑ, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Кӑҫалхи ҫулталӑк мӗнпе паллӑ тесе ыйтсан аслӑрах ҫултисем «ҫӗнетӳ тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа 30 ҫул ҫитрӗ» тесе хуравлӗҫ.

На вопрос, чем известен нынешний год, пожилые ответят, что «исполнилось 30 лет с начала периода обновления».

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Ыйтсан вӗсенчен нихӑшӗ те памасӑр тӑмӗ тесе шухӑшлать Михапар.

Он не сомневался: если попросит у них зерно, они ему не откажут.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кулса халтан кайнисем ӑна чарӑнма ыйтсан Хветле аллине ҫех сулать.

Когда уставшие от хохота просят ее остановиться, она только рукой махнет:

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эс мӗн ятлӑ тесе ыйтсан вӑл хӑйӗн чӑн ятне персе ярса хӗрелсе кайнисем те пулкаланӑ.

Бывало, что он сам себя подводил: спросят его имя, он и ляпнет настоящее.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Темӗнле ыйтсан та хӑвӑр ҫинчен нимӗн те ан калӑр — картта реквизичӗсене, ПИН-кодпа СМС-кодсене.

Куҫарса пулӑш

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Библиотекӑна килекенсем тӗрлӗ справкӑсем е урӑх информаци шырама ыйтсан кирлине Интернет урлӑ вӑр-вар тупса паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Интернет урлӑ ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ // Н.МЕДВЕДЕВА. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%b8%d0%b ... 3c%d0%bda/

— Кооператив территоринче М-12 автоҫул туни хирти ӗҫсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе нумай йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать, — тӳрех хӑйне канӑҫсӑрлантаракан ыйтуран пуҫларӗ калаҫӑва «Асаново» ЯХПК ертӳҫи А.Н.Бахтеров хуҫалӑхри ӗҫсем пирки ыйтсан.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх апачӗ малалла хатӗрлеҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b2%d1%8 ... 0%b5cce-2/

Шӑмӑршӑ районӗнчи Энтриял хӗрӗ Валя, пӗрремӗш класра ӳссен кам пулатӑн тесе ыйтсан, чӗлхи вӗҫне килнӗ сӑмаха, «вӗрентекен», тесе персе янӑ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Кам та пулин пӗр-пӗр япала ыйтсан вӑл шартах сиксе тӑрса утма тытӑнать, анчах типӗ куҫӗсем ҫаплах хӗрӗ ҫинчен каймаҫҫӗ, аллисем лармалли шыраҫҫӗ.

Стоит кому-то о чем-либо спросить ее, она испуганно вздрагивает и начинает бессмысленно ходить по избе, а сухие глаза все не отрываются от гроба.

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех