Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтсан (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пристав: «Эсӗ-и?» — тесе ыйтсан Нӑйӑлти мӗскӗн ҫапкаланчӑкӑн тата паттӑрӑн пӗлтерӗшне, пӗтӗмӗшле мӑнаҫлӑхпа пӗтӗмӗшле хӑпартланӑва чӗрин тарасипе виҫсе тишкерчӗ те — унтан шӑппӑн, анчах уҫӑмлӑн каласа хучӗ: — Эпӗ.

На вопрос пристава: — Ты? — Пискун, взвесив на весах сердца положение парии и героя, всеобщее снисхождение и всеобщий восторг — тихо, но внятно произнес: — Я.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.

Эсир, Гнор, Кармена пӗлетӗр: ыйтсан — вӑл урӑх ҫынна кӑштах та пулин савӑнӑҫ кӳресрен пӑрӑнаймасть.

Вы знаете Кармен, Гнор; ей трудно отказать другому в маленьком удовольствии.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ҫапах та ӑна суйлама ыйтсан: вилӗм-и е Пьерсӑр пурнӑҫ-и — вӑл шухӑшласа тӑмасӑрах вилӗме мала хурӗччӗ.

И все-таки, если бы ей поставили выбор: смерть или жизнь без Пьера, она, не задумываясь, предпочла бы смерть.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

— Хаклӑскерӗм, — хӗре ҫепӗҫҫӗн чӗнчӗ Нок, — Трумвикпе Гелли ырӑ кӑмӑллӑ ҫак ҫынран ӑҫта-тӑр ҫывӑхра… калаҫса татӑлмашкӑн меллӗ пуп тӗлне кӑтартма ыйтсан мӗнлерех-ши?

— Милая, — нежно обратился Нок к девушке, — что если Трумвик и Гелли попросят этого доброго человека указать где-нибудь поблизости сговорчивого священника?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫав хушӑрах — ҫак самантра унран кам та пулин: «Ай, чи тивӗҫли кам?» — тесе ыйтсан вӑл ахаль кулӑпа, анчах хӑйӗн ютшӑнчӑклӑхӗнчи хӑрушӑ кулӑпа хуравлӗччӗ.

Между тем, спроси его кто-нибудь в это мгновение: «Ай, кто достойнейший?» — он ответил бы обычной улыбкой, жуткой в своей замкнутости.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

«Сӑпанирен пулӑшу тепре ыйтсан? — вӗлтлетсе илчӗ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, Мӗтри татах пулӑшма ыйтсан, вӑл тек шарт та март килӗшмерӗ, урӑх курмастӑп та, илтместӗп те, пӗлместӗп те сире терӗ ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыйтсан, тупса парать, кун пирки пӗртте иккӗленме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апат илме те васкамасть, официант пырса ыйтсан та, халлӗхе ан чӑрмантар тенешкел, алӑ кӑна сулчӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Енчен те Артур йывӑҫ тураттисене касса тикӗслессине хирӗҫлесен — йывӑҫсене тӗкӗнмеҫҫӗ; енчен те вӑл кама та пулин каҫарма е мӗн те-тӗр парнелеме ыйтсан — ҫакна ӗмӗтленекенни ҫаплах пуласса пӗлсе тӑрать; Артур кирек хӑш лашапа та ҫӳреме, замока кирек хӑш йытӑпа кӗме, библиотекӑра чакаланса ларма, ҫарран чупма, мӗн килӗшнӗ ҫавна ҫиме пултарать.

Если Артур не хотел, чтобы подстригали деревья, деревья оставались нетронутыми, если он просил простить или наградить кого-либо, заинтересованное лицо знало, что так и будет; он мог ездить на любой лошади, брать в замок любую собаку; рыться в библиотеке, бегать босиком и есть, что ему вздумается.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах телейлӗ ҫын тӳрӗ кӑмӑлпа хӑйӗнчен: «Ҫӑтмахах-ши ку?» — тесе ыйтсан кирек мӗнле телей те хӑйӗн чаплӑ тӗсӗсенчен ҫуррине ҫухатать.

Но всякое счастье утратит половину своих блестящих перышек, когда счастливец искренно спросит себя: рай ли оно?

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӑй аран-аран ҫӳресен те, вӑл кирек-ӑҫтан таврӑннӑ чухне унран ыйтсан: «Хӗр ҫураҫма кайрӑм, ҫитес эрнере туй пулать», — тетчӗ.

Хотя он и передвигался кое-как, если его спросить, при возвращении откуда угодно, он отвечал: «Ходил девушку сватать, на следующей неделе свадьбу сыграем».

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

М ӗн ӗҫре ӗҫленине ыйтсан нихӑҫан та тӗрӗссине каламастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Миша качча тухма ыйтсан тӳрех килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Пӗр-пӗр писатель е ун произведенийӗ ҫинчен ҫӗр варринче тӑратса ыйтсан та пӗр такӑнмасӑр каласа пама пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Мӗншӗн апла тума юраманнине ыйтсан амӑшӗ акӑ мӗн каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Анчах юлташӗсем тӑхӑнма мӗн те пулин ыйтсан — шеллемест, парать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Атте ӑҫта тесе ыйтсан — командировкӑра тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Час-часах калаҫса ларнӑ чухне те кун пирки ыйтсан сӑмаха аяккалла пӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Тархасласа ыйтсан та яхӑнне те ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех