Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтам (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку та ак ҫавнашкалли пулчӗ: малтан нӗшкесе ларчӗ-ха, каҫару ыйтам пекки турӗ, юлашкинчен ав кӑтартрӗ хӑй мӗнле ҫынне.

Так и этот: сопел да кланялся, а под конец характер оказал.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тепре ыйтам тата…

— Ишо разок спытаю…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ружа, эп ҫакна калап, Кӗпе ҫуса пар мана, Тураса яр кӑтрама — Тата ҫакна ҫеҫ ыйтам: Мана туртса ҫакнӑ чух Шурӑ кӗпем курӑнтӑр, Кӑтра ҫӳҫӗм вӗлкӗштӗр».

Только прошу тебя, Ружа, Выстирай мне рубашку Да расчеши мои кудри, — Хочу одного лишь, Ружа: Когда молодца повесят, Чтоб рубашка его белела Да чуб развевался по ветру».

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Апла пулсан, эпӗ сирӗнтен ҫапла ыйтам: эсир мӗншӗн Чӗмсӗр Демида партие илместӗр?

В таком разе спрошу я вас: почему вы Демида Молчуна в партию не берете?

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн арӑмне мӗншӗн вӗлернӗ-ха тата, ыйтам эп санран?

А зачем бабу его убили, спрошу я тебя?

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ эпӗ санран ыйтам: малашне кун пек пурӑнма май пур-и?

Теперь я у тебя спрошу: дальше можно так жить?

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санран ыйтам, комитет укҫине кам икҫӗр тенкӗ ҫаклатса Сургучов ҫине ячӗ?

А кто, позвольте вас спросить, комитетские двести рублей зажилил да на Сургучова свалил?

Йытӑпа ҫын калаҫни // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 126–129 стр.

— Ҫук, луччӗ эпӗ ыйтам, — терӗ Расщепей, алӑка Причалин умӗн яр уҫса.

— Нет уж, давайте я вас попрошу, — сказал Расщепей и распахнул дверь перед Причалиным.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кам унта ухмаха тӑрса юлӗ вара, ҫакна ыйтам?

Кто будет в дураках, смею спросить?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Кӑмӑлу пур-и — ыйтам?

— Ну, хочешь, спрошу?

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

19. Тата ыйтам: Израиль пӗлмен-и-мӗн?

19. Еще спрашиваю: разве Израиль не знал?

Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ те сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтам, калӑр-ха Мана: 4. Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен пулнӑ-и, этемрен-и? тенӗ.

3. Он сказал им в ответ: спрошу и Я вас об одном, и скажите Мне: 4. крещение Иоанново с небес было, или от человеков?

Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ те сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтам; эсир Мана ҫавна каласассӑн, Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каласа парӑп; 25. Иоанн шыва кӗртни мӗнле пулнӑ: Турӑ ирӗкӗпе-и, этем ирӗкӗпе-и? тенӗ.

24. Иисус сказал им в ответ: спрошу и Я вас об одном; если о том скажете Мне, то и Я вам скажу, какою властью это делаю; 25. крещение Иоанново откуда было: с небес, или от человеков?

Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех