Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑнмасть (тĕпĕ: ывӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ан калаҫ-ха ытлашши кирлӗ-кирлӗ мара, мӗнле чӗлхӳ ывӑнмасть санӑн, — тет упӑшки.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Кунӗн-ҫӗрӗн выляма Шӑпӑрӗ те чаранмасть, Кунӗн-ҫӗрӗн ташлама Пуса каччи ывӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Анчах малтанлӑха сӗркӗчне хытӑ пусмасӑр кала, вара вӗренме ҫӑмӑлтарах пулать, кунсӑр пуҫне хул та ывӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Комон йӑрӑ, чупнӑ чух ывӑнмасть.

Комон был ловок и неутомим в беге.

I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

Ҫук, ҫич-сакӑр ҫухрӑм чупнипех ывӑнмасть вӑл, чӑтӑмлӑ йытӑшӑн ку нимех те мар.

Не оттого, что пробежала семь или восемь километров, — для выносливой собаки это сущие пустяки.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Юрату вӑййи-йӑпанӑвӗнче Маринка пачах та ывӑнмасть.

В любовных играх Маринка совсем не устает.

11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

 — Вӑл, Малик-паттӑр вӑйлӑ, тет, хӑюллӑ та тилӗ евӗрех чее, тет, унӑн хӑлхи ту качаки хӑлхи пек тӑшмана темиҫе ҫухрӑмран илтет, куҫӗсем — ӑмӑрткайӑкӑнни пек, тет, ҫавӑнпа та тӑшмана кирек мӗнле пытансассӑн та курать, унӑн алли фашист шакалӗсене вӗлерме нихҫан та ывӑнмасть, тет, епле вӑл вӗсене хытӑрах ҫӗмӗрет, ҫавӑн чухлӗ унӑн паттӑрлӑх вӑйӗ хутшӑнать, тет.

 — Он поёт, что Малик-батыр силён, смел, хитёр, как степной лис, что у него — ухо джайрана, и он слышит врага за много вёрст, что у него глаз беркута, и он видит врага, как бы тот ни прятался, что его рука не устаёт убивать фашистских шакалов, и такая это рука, что чем крепче она их бьёт, тем больше наливается она богатырской силой.

Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.

Акӑ ку та автомат пек пырса пӗрре те ывӑнмасть.

Наш проводник ступает так автоматически, что ничуть не устанет.

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӑл пире: «Иван вӑл ывӑнмасть, ҫамрӑк» — тет.

А он нам в ответ: «А Иван не устает.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах ывӑнмасть пан Данило: вӑрӑм сӑннипе ҫапать те йӗнер ҫинчен ӳкерет, шухӑ учӗпе ҫураннисене таптать.

Но не устает пан Данило: сбивает с седла длинным копьем своим, топчет лихим конем пеших.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Мӗнле ывӑнмасть вӑл, ӑҫтан вӑйӗ тухать-ши?

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ӗнтӗ ҫулӗсем те пур — епле ывӑнмасть? Ҫапла шухӑшланӑ хушӑрах хамӑн та унпа юнашар лӳппер пулма юраманнине ӑнланатӑп.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех