Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпу (тĕпĕ: шӑпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сан телейсӗр шӑпу мана кирек хӑҫан та телей кӳрекенччӗ-ха.

— Твоя невезучая судьба мне всегда приносит счастье.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Санӑн шӑпу ҫинчен шутласа хунӑ.

Подумал о твоей судьбе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Сергей шалта, чӗринче Таньӑпа килӗшрӗ: «Тӗрӗс, ҫапла пулмалла! Пӗр вӗҫӗмсӗр хӑв шӑпу пирки кӑна макӑрмалла мар».

Сергей в глубине души соглашался с Таней: «Да, так надо! Не плакать же беспрестанно о своей судьбе».

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Кӗҫӗр мӗн пулса иртнине аса илес килмен ун; пуҫне пӗксе, хӑй ҫине ҫынсем ҫиллес пӑхса юлнине туйса, ун хыҫӗнчен пӗри: «Шӑпу тулчӗ, Алексей!..» — тесе кӑшкӑрнине илтсе тухса кайнине аса илсен, чунӗ ыратнӑ, намӑс пулнӑ.

Ему не хотелось думать о том, что случилось с ним в эту ночь; стыдно и больно было вспоминать, как ушел он, понурив голову и чувствуя на себе злые и враждебные взгляды, а вслед ему кто-то насмешливо крикнул: «Доигрался, Алексей!..»

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах эсӗ, санӑн шӑпу, уйрӑмах телейлӗ; сана эпӗ ӳлӗмрен, хальхи пек сахаллӑшӗ кӑна мар, пур ҫынсем те мана пӑхӑнса пурӑнма тытӑнсан, мӗн пулнине каласа парса сана иментермӗп, сиен тумӑп тесе шутлатӑп.

Но ты, твоя судьба, особенно счастлива; тебя я не смущу, тебе я не поврежу, сказавши, чем буду я, когда не немногие, как теперь, а все будут достойны признавать меня своею царицею.

6 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Олеся, эсӗ каллех хӑв шӑпу пиркиех? — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ чӑтӑмсӑррӑн.

— Олеся, опять ты про свою судьбу? — воскликнул я нетерпеливо.

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Нина Капитоновна эпӗ питӗ ҫӳлте вӗҫни пирки ыйтса пӗлчӗ, ун сӑмахӗ мана Даша инкен ҫыруне асилтерчӗ, ӑна эпӗ Балашов шкулӗнче вӗреннӗ чухнех илтнӗччӗ-ха: «Ытти ҫынсенни пек ҫӗр ҫинче ҫӳрес шӑпу ҫук пулсан, эппин, Санечка, аяларахран вӗҫме сӗнетӗп сана», тенӗччӗ.

Нина Капитоновна всё интересовалась, высоко ли я летаю, — и это напоминало мне тёти Да-шино письмо, которое я получил ещё в Балашовской школе: «Раз уж не судьба тебе, как все люди, ходить по земле, то прошу тебя, Санечка, летай пониже».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

25. Акӑ санӑн шӑпу, Эпӗ уйӑрса панӑ паю, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Мана мантӑн, ултава шантӑн, тет Ҫӳлхуҫа.

25. Вот жребий твой, отмеренная тебе от Меня часть, говорит Господь, потому что ты забыла Меня и надеялась на ложь.

Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Эсӗ илес пай — ҫырма хӗрринчи яка чулсем; ӗнтӗ вӗсем, вӗсем — санӑн шӑпу; эсӗ вӗсем ҫине эрех сапатӑн, вӗсене парне паратӑн: ҫакӑ кӑмӑллӑ пулма пултарать-и Маншӑн?

6. В гладких камнях ручьев доля твоя; они, они жребий твой; им ты делаешь возлияние и приносишь жертвы: могу ли Я быть доволен этим?

Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Петр, санӑн шӑпу йывӑр пулни чылайӑшӗшӗн вӑрттӑнлӑх мар.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех