Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ те шырарӑм.
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вӗренсе пӗтернӗ, диплом илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт ӗҫ шырарӑм.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Училищӗре те ӑна куҫпа шырарӑм.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
30. Эпӗ вӗсем хушшинче хӳме лартакана, хӳмери хушӑка хупӑрласа, ҫак ҫӗре пӗтересрен хӳтӗлеме Манӑн умӑма тӑракан ҫынна шырарӑм, анчах тупаймарӑм.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ чунӑм пӗтес патнех ҫитнӗччӗ, 9. кунҫулӑм ҫӗр тӗпӗнчи тамӑк патнех ҫывӑхарнӑччӗ: 10. мана пур енчен те хупӑрласа илнӗччӗ, пулӑшаканӗ пулмарӗ; ҫынсем хушшинче куҫӑмпа хута кӗрекене шырарӑм — тупӑнмарӗ.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑн ҫинчен ӑшӑмра шухӑшларӑм та, чӗремре тӗплӗ шухӑшласа пӑхрӑм та, ӑслӑлӑхпа хурӑнташлӑ пулни вӑл — вилӗмсӗрлӗх, 18. унпа туслӑ пулни — ырӑ киленӗҫ, унӑн ӗҫлӗхлӗ аллинче — иксӗлми пуянлӑх, унпа калаҫни — ӑс-хакӑл пухни, унпа сӑмахлани — ырӑ ят, ҫакна пӗлӳҫӗн, ӑна хам пата илес тесе ҫӳрерӗм, шырарӑм.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ ӑна юратса пӑрахрӑм та ҫамрӑклах шырарӑм, ӑна хама валли ҫураҫма ӗмӗтлентӗм, унӑн илемне саваканӗ пулса тӑтӑм.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кайрӗ те — чунӑм хыпӑнса ӳкрӗ, эпӗ шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна, чӗнтӗм ӑна — вӑл сасӑ памарӗ.
Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тӑрам-и эппин, хула тӑрӑх каям-и, чунӑм савакан ҫыннӑма урамра, уҫӑ хутлӑхра эп шырам-и; шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна.
Юрӑ 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр варринче хам тӳшекӗм ҫинче чунӑм савакан ҫыннӑма шырарӑм, шырарӑм ӑна — тупаймарӑм ӑна.1. На ложе моем ночью искала я того, которого любит душа моя, искала его и не нашла его.
Юрӑ 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
94. Эпӗ — Санӑн, ҫӑлсамччӗ мана: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Чӗлхе-ҫӑварӑмран чӑнлӑх сӑмахне нихӑҫан та туртса ан илсемччӗ: эпӗ Санӑн сутусене шанатӑп; 44. Санӑн саккунна яланах, ӗмӗр-ӗмӗрех уяса тӑрӑп; 45. эпӗ ирӗкре ҫӳрӗп: эпӗ Эсӗ хушнӑ йӗркесене шырарӑм; 46. Эсӗ мӗн пӗлтерни-уҫса пани ҫинчен патшасем умӗнче калаҫӑп, вӑтанмӑп; 47. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса, вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп; 48. Санӑн ӳкӗтӳсене юратса аллӑмсене вӗсен енне тӑсӑп, Эсӗ панӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшлӑп.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мӑшкӑл курни чӗреме халсӑрлатрӗ, эпӗ пӗтсе ҫитрӗм; хӗрхенессе кӗтрӗм — пулмарӗ, лӑплантаракансем шырарӑм — тупаймарӑм.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ Ҫӳлхуҫана шырарӑм та — Вӑл мана илтрӗ, мана пӗтӗм инкек-синкекӗмрен хӑтарчӗ.5. Я взыскал Господа, и Он услышал меня, и от всех опасностей моих избавил меня.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.