Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыра сăмах пирĕн базăра пур.
шыра (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑлхава кам ҫӗкленӗ — пыр та шыра.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа та тархасшӑн хӑвна тӳрре кӑлармалли сӑлтав ан шыра, ху ӗҫлени ҫине, вӑй ҫитнӗ таран хӑвӑн пысӑках мар тивӗҫне пурнӑҫа кӗртсе пыни ҫине ан яр.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лайӑхрах шыра, куҫа хупса ан ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тулсан шыра вара.

Если наполнится, тогда выходи.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Акӑ, вӗренсе пӗтерсе алла диплом илетӗп те — шыра мана!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вырӑсла ҫырма хӑнӑхнӑ пулсан — тархасшӑн, йывӑрлӑхсене ҫав чӗлхере шыра.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Аскӑн ҫиле кайран уйра шыра вара!

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй те канасшӑнччӗ вӑл, анчах тем аса илсе часрах ури ҫине тӑчӗ те тусӗсене шыра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йытӑллӑ милиционер, машинӑран чалт кӑна сиксе тухса, йыт мӑйне ҫыхнӑ чӗне вӑрӑмлатрӗ те: — Шыра, Тусман! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

— …ӗчӗкреххине шыра-ха,… ӗчӗкреххине шыра!

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Вӑл ӑна вучаха ӳкеренҫи тӑвать те — шыра ӑна!»

Он притворится, что уронил ее в горн, и ищи-свищи ее!»

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Аллупа пар та урупа шыра, — шухӑшларӗ вӑл ҫавӑнтах. — Каллех вара Польӑпа ҫӗрӗн-кунӗн ятлаҫ».

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Тен, шаларах, тӗплӗнрех хунӑ пуль, анне те ҫапла хурать те манать, шыра-ха, шыра, атте!

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пырса шыра мана: тупайӑн-и?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Аптраса ҫитнӗ енне, ҫырмана-мӗне тӑрӑннӑ пулӗ тесе, ҫыран хӗррине анса шыра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах та Уҫӑпне, районтисемпе калаҫса татӑлмасӑр, киле яма юрамасть — вӑл ялтан каллех тухса тарӗ те — шыра вара.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ыррисене Кӑкшамарта шыра, — хуравларӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ну, апла урӑх ҫӗрте шыра.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кама та пулин урӑххине шыра.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар кӗрсе кайсан нӳхрепре эрех ан шыра.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех