Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланине (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ксюша ҫул ҫинче пуҫласа курнӑ ҫак ҫын ҫинчен хӑй йӑнӑш шутланине ӑнланнӑ: талайсӑр е ҫемҫе кӑмӑллӑ, ыттисемпе час килӗштерекен ҫынсем, унӑн шучӗпе, ҫиелтен пӑхсан, яланах тирпейсӗр пулнӑ пулин те, ку офицер темӗнле чӑрсӑр ӗҫ те тума пултарнӑ.

Ксюша поняла, что там, на дороге, ее первое впечатление об этом человеке было обманчивым: несмотря на внешнюю небрежность, отличавшую, по ее представлениям, людей бесхарактерных или, во всяком случае, мягких, покладистых, офицер способен был даже на дерзкую выходку.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Манӑн эсӗ мӗн шутланине пӗлес килет!

— Я хочу знать, что у тебя на уме!

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑйне кирек мӗн хушсан та, ӑна пӗтӗм чун-хавалӗпе тӑрӑшса тума тытӑннӑ, унӑн мӗн те пулин йывӑртараххине тума лексен, вӑл хӑйне телейлӗ тесе шутланине нумайӑшӗ асӑрхаман та пулмалла.

Никто, наверное, и не догадывался, что она бралась за любое дело с величайшим рвением и охотой и бывала счастлива, когда на нее сваливалось какое-нибудь особо ответственное задание.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пирӗн пилӗк ҫуллӑх план ҫинчен те пӗлсе тӑрать, эпир тырӑ тухӑҫлӑхне ӳстерме шутланине те пӗлсе тӑрать, ҫак ӗҫсене вӑл питӗ ырлать.

Знает и нашем плане на пятилетку, и о том, что мы намерены повысить урожайность зерна, и он одобряет эту работу.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каласа патӑр хӑй мӗн шутланине.

Пущай выясняет свою направлению.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Казаксем мӗн шутланине хам та лайӑх пӗлетӗп.

 — Я сам знаю, что казаки думают.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Маттур, ху шутланине турӑн.

Молодец, что своего добился.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир мӗн шутланине пӗлме мана пачах та интереслӗ мар.

— Мне абсолютно неинтересно знать, что вы думаете.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кунта аппӑшӗ хӗрарӑмӑн хитрелӗхӗ куҫхаршинчен килет тесе шутланине сире асӑрхаттарса хӑварни те кирлех.

Не мешает заметить, что тетушка всегда поставляла первую красоту женщины в бровях.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шошин полицире ӗҫлеме килӗшменни тата ҫакӑншӑн, хӑйне хӗсӗрлесрен хӑраса, партизансем патне кайма шутланине колхозниксем пӗлнӗ…

Колхозникам известно было, что Шошин отказался служить в полиции и, боясь преследования, решил уйти к партизанам…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, туя ун аллинче, анчах унӑн ӳт-пӗвӗ чӑтма ҫук ыратрӗ, ҫавна пула хӑй мӗн шутланине пӑрахма тиврӗ…

В самом деле, палка была в его руках, но его тело сильно болело, и из-за этого ему пришлось отказаться от своих намерений…

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эсӗ мӗн тума шутланине пӗтӗм край пӗлет, эсӗ тума шутланисем вӗсем лайӑх япаласем, ҫавӑнпа санӑн халӗ, ҫынсем калашле, карттӑсем те алӑра — пӗтӗм края рощенецсем пек ӗҫлеттеретпӗр.

— Весь край знает твои намерения — а намерения эти хорошие, — так что у тебя теперь, как говорят, и карты в руках: на рощенцев будем равнять весь край.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Санпа калаҫма, кун ҫинчен эсӗ мӗн шутланине пӗлме хушрӗ.

— Попросил побеседовать с тобой и узнать, что ты об этом думаешь.

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Халех пӳлӗме каятӑп та ун ҫинчен хам мӗн шутланине пӗтӗмпех ҫырса хуратӑп…»

— Сейчас же пойду в кабинет и напишу все, что думаю о нем…»

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах часах, Рощенскине кӗрсенех, вӗсем лаша транспорчӗ ҫинчен хӑйсем мӗн шутланине улӑштарчӗҫ, мӗншӗн тесен площадьре, райком чӳречисем умӗнче тачанкӑсемпе вӑрӑм урапасем тахҫанах лараҫҫӗ, кучерсем ывӑннӑ лашисене мухтанчӑклӑн тӑвараҫҫӗ, вӗсене сӗтеклӗ симӗс курӑк параҫҫӗ.

Но вскоре, как только въехали в Рощенскую, они изменили свое суждение о конном транспорте, ибо на площади, против окон райкома, давно уже стояли тачанки и линейки, а кучера с самодовольным видом распрягали приморившихся лошадей и давали им свежей и сочной травы.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хутне ҫак сӑмахсемпе ҫырма пуҫларӗ: «Эпӗ хам ҫинчен мӗн шутланине сире пӗтӗмпех ҫырса кӑтартатӑп…»

Записка начиналась словами: «Опишу вам все, что я думаю о себе…»

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах вӗсем мӗн шутланине тӗплӗн пӗлесчӗ.

Вот только бы точно знать их намерения…

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Сергей, эпӗ мӗн ҫинчен шутланине пӗлетӗн-и… — калаҫма пуҫларӗ Кондратьев, кайӑкпа мӗн пулни ҫине те, Ирина хумханни ҫине те пачах ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр.

— Сергей, знаешь, о чем я думаю… — заговорил Кондратьев, не оглядываясь ни на произошедшее с птичкой, ни на волнение Ирины.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хуралҫӑ калаҫӑвне малалла итлеме Евсейӗн ниепле те вӑй ҫитмен, ҫавӑнпа та вӑл хӑй шутланине пурнӑҫа кӗртме ҫине тӑчӗ.

Слушать же дальше повествование сторожа у Евсея не было никаких сил, и он начал действовать более решительно.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Верховнӑй Главнокомандованишӗн ҫак «Викинг» ятлӑ дивизи те, вӑл пухӑнса тӑнӑ вӑрманлӑ пысӑк район та пӗтӗмпех ӳпре пек пӗчӗк япала ҫеҫ пулнӑ, анчах вӑл ҫакӑн хыҫӗнче темӗнле пысӑк япала пытанса тӑнине ҫийӗнчех сиссе илнӗ: ку вӑл нимӗҫсем, хирӗҫ килсе ҫапса, пирӗн ҫарсем Польша ҫӗрӗ ҫине татса кӗрессине сирсе яма шутланине пӗлтернӗ.

Верховное Главнокомандование, для которого мошкой были и дивизия «Викинг», и в конечном счете весь этот большой лесистый район, сразу поняло, что за этим кроется нечто более серьезное: немцы попытаются контрударом отвратить прорыв наших войск на Польшу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех