Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутлани (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти кулаксем кинӗ пирки тарӑхса ҫӳрени тата ӑна вӗлерме шутлани ҫинчен ҫӳрекен хыпар унӑн хӑлхине те пырса кӗнӗ.

И до него дошли слухи, что кулаки угрожали Надежде, хотели расправиться с ней.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Михаил шутлани тӗрӗс пулнӑ.

Догадка Михаила была правильной.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Вӑл ҫавӑнтах хӑйӗн пӗтӗм командорӗсене пухнӑ, килсе тухнӑ лару-тӑру ҫинчен каласа панӑ, эскадрӑна виҫӗ отряда уйӑрма шутлани ҫинчен пӗлтернӗ.

Он велел немедленно созвать всех командиров, рассказал им о положении и объявил, что решил разделить эскадру на три отряда.

Шпион // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Чулсем ҫумне пыра-пыра ҫапӑнать, унталла та кунталла вӑркӑнать, пӑхатӑн та, пӗтрӗ ӗнтӗ ку, тесе шухӑшлатӑн, анчах кӑлӑхах иккен ун пек шутлани: кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнса пырса шыва ӳкет те ним пулман пекех малалла ишсе каять.

Кажется, что он до смерти расшибется, а смотришь: слетел кувырком в воду и поплыл как ни в чем не бывало.

Ионы утравӗ ҫинче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 148–155 с.

Пӗр пек япаласем парнелес мар тесен, кам мӗн пама шутлани ҫинчен ыйтса пӗлмелле.

Чтобы не дарить одинаковых вещей, лучше поинтересоваться у общих знакомых, кто что собирается дарить.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Апла пулин те, Ҫӗпӗрти колхозсене пулӑшма комбайнерсем янӑ чух, Гончарука яма шутлани ҫинчен те пӗлчӗ вӑл.

И когда посылали комбайнеров на помощь сибирякам, все-таки остановились на Гончаруке, хотя он и отстал от других.

8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Шутласан та, шутламасан та пӗр ҫул: эпӗ санпа пымастӑп, Петенька, мӗнпур шутлани те ҫавӑ ҫеҫ.

Тут решай не решай — один путь: не поеду я с тобой, Петенька, вот и все решение.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Апат ҫинӗ ҫын йӑнӑш шутлани палӑрчӗ пулсан, вӑл та официантран каҫару ыйтать.

Если ошибся тот, кто оплачивает счет, он при первой возможности исправляет свою ошибку.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫулпуҫӗ тӑшман тӗллевӗ ҫинчен, Германи фашизмӗ пирӗн ҫӗрсене, эпир тар юхтарса ӗҫленипе тунӑ пуянлӑха туртса илме ӗмӗтленни ҫинчен, помещиксен влаҫне каялла тавӑрма, пире чура тума тата Совет Союзӗнчи ирӗк халӑхсене нимӗҫлентерме, нимӗҫсене пӑхӑнтарма шутлани ҫинчен калать.

Вождь говорит о цели врага, о том, что германский фашизм хочет отнять у нас земли, богатства, за которые мы трудились в поте лица, о намерении вернуть власть помещикам, поработить нас и покорить свободные народы Советского Союза.

«Сире чӗнсе калатӑп эпӗ, манӑн тусӑмсем» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Майор хӑй малашне мӗн тума шутлани ҫинчен кӗскен кӑна пӗлтерчӗ те, начальник ирӗк парсан, унӑн кабинетӗнчен тухрӗ.

Майор коротко сообщил о дальнейшем плане своих действий и, получив разрешение, вышел из кабинета начальника.

9. Тетӗшӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Эпӗ мӗн шутлани ҫинчен эсир, лапуас сыснисем, хӑвӑрӑн вилӗмӳ вӑхӑчӗ ҫитсен пӗлӗр.

О чем я думал, вы, лапуаские свиньи, узнаете, когда наступит время вашей смерти.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Эсир ман пата килсе курма шутлани питӗ кӑмӑллӑ.

Но вы все же соизволили ко мне пожаловать.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫак самантран вара пирӗн ӑс-тӑн та, эпир шухӑшлани те, эпир тӗрлӗ меслет тупас тесе шутлани те нимӗн усӑсӑр пулчӗ; эпир хамӑр та ҫутҫанталӑкӑн ҫӗр айӗнчи вӑйӗсен аллинчи ача вӑййи анчах пулса тӑтӑмӑр.

С этого дня наш разум, наши суждения, наша изобретательность не играют уже никакой роли, — мы стали игрушкой явлений природы.

XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Кунта акӑ мӗн интереслӗ, — тесе сӑмах хушрӑм эпӗ, — эпир шутлани тӗрӗс пулсан, пирӗн пуҫ тӗлӗнче халӗ ҫав Вӑтаҫӗр тинӗсӗ сарӑлса выртмалла.

— И вот что интересно, — прибавил я, — если наши расчеты верны, то над нашими головами лежит теперь это самое Средиземное море.

XXXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ ҫыран хӗрринчен ишсе кайнӑ чухне профессор ҫак тинӗсӗн тӑрӑшшӗ виҫӗ ҫӗр километр тесе шутлани ҫинчен аса илтӗм.

Тут я вспоминаю, что профессор перед отплытием определил длину этого подземного моря в тридцать лье.

XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӑл хӑй ҫапла пулнишӗн Горева пурнӑҫӗнчен тухма шутлани (вӑл ҫавӑнпа ҫырман та-мӗн), тата хальхи пурнӑҫӗ мӗнле майлашса пыни те ҫакнах ҫирӗплетсе пани ҫинчен ҫырать.

Он писал о том, что сознание собственной неполноценности заставило его решиться уйти из ее жизни (этим объясняется его молчание), что весь уклад его нынешней жизни только подтверждает правильность такого решения.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫавӑнпа пӗрлех каллех пӗччен тӑрса юлни ҫинчен шутлани (ку ӗнтӗ тӗлӗнмелле те) темле ӑшри йывӑр шухӑшсене ҫӑмӑллатнӑ пек туйӑнчӗ.

И вместе с тем сознание, что он снова один, было похоже, как это ни странно, на чувство облегчения.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Полк врачӗ, ача пек ҫине тӑрса, хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапать, аманнӑ Голышева: — Режим тени — вӑл эсир шутлани мар, Климентий Павлович, вӑл тӑватӑ хутчен апат ҫини, епле пулсан та сахалтарах табак туртни, вӑл… — текелет.

Полковой врач с детской настойчивостью бил себя руками в грудь, обращаясь к раненому: — Да ведь режим это не то, что вы думаете, Климентий Павлович, это не четыре раза есть и поменьше курить, это…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Карчӑк вара, Воропаева итлемесӗр тата ӑна тӑтӑшах пӳле-пӳле, хӑйне Воропаев усӑсӑр ӗҫе хутшӑнтарни ҫинчен, лаптӑка унпа ҫурмалла илсе, хӑйӗн хуҫалӑхӗпе тӑранса пурӑнма шутлани ҫинчен каласа, ӳкӗте кӗртме тӑрӑшрӗ.

Старуха же, не слушая и все время перебивая Воропаева, пыталась убедить его, что он вовлек ее в невыгодную сделку, что, взяв с ним пополам участок, она рассчитывала жить своим хозяйством, твердо зная, что дом — ее кормилец.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

«Ҫук, — тет, — эпир мӗн тума пултарнинчен те ытларах турӑмӑр, тесе шутлани тӗрӗс мар.

«Нет, говорит, неправильно думать, что мы сделали больше, чем могли.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех