Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эсӗ хӑв тем шутлама та пултаратӑн; чӑннипе илсен, санӑн позици вӑл отряд саланса каясси патне илсе пырать.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫухатусем ҫинчен ҫеҫ шутлама юрамасть.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Халӗ вӑл халӑх тата отряд ан пӗттӗр тесен, ӑна вӑхӑтлӑха салатса яни ҫеҫ пулӑшать тесе, ҫирӗппӗнех шутлама пуҫларӗ.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл тухса тарнӑ тесе шутлама пултараҫҫӗ вӗсем, ӑна ял тӑрӑх шыраҫҫӗ; ҫынсем хыпӑнса ӳкнӗ, тараҫҫӗ, нимӗҫсем вӗсене переҫҫӗ: вӑл тесе шутлаҫҫӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Партизансем мӗн шутлани кирлех мар пире; вӗсем тем те шутлама пултараҫҫӗ, анчах ку ыйтӑва партизансем татса памаҫҫӗ.— Что они думают — это неважно, партизаны могут по-разному думать, решают дело не они.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Часах унашкал шутлама та пӑраха пуҫларӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫавнашкал каланисене илтнӗрен, Епифановсем пирӗн тӑшмансем пулни, вӗсем аттене ҫеҫ мар, хӑйсем аллине лекес-тӗк, унӑн ывӑлне те чиксе е пӑвса вӗлерме хатӗрри, вӗсем пач улӑштармалла мар пӗлтерӗшпе хура юнлӑ ҫынсем иккенни пирки манра ача чухне ҫирӗп те уҫӑмлӑ ӑнлану ҫуралнӑччӗ, анне вилнӗ ҫулхине Авдотья Васильевна Епифанова, la belle Flamande, чирлӗ аннене пӑхнине курсан, вӑл хура юнлисен ҫемйинчи ҫын пулнине эпӗ йывӑрпа ӗнентӗм, ҫапах ку ҫемье пирки чи япӑх шутлама пӑрахмарӑм.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман кӑмӑлӑм ӑна суран ҫӗввисем илемсӗрлетнӗ пек курма килӗшесшӗн мар; пӗр хӗр чеччепе чирлесе шатра питлӗ пулса юлсан та, ӑна каччи юратма пӑрахманни ҫинчен эпӗ таҫта илтнӗччӗ, ырӑ ят илтес шутпа эпӗ те Сонечкӑна ҫав-ҫавах савнӑ пек пултӑм, пичӗ ҫӗвӗллӗ пулин те, ӑна савма пӑрахмастӑп, тесе шутлама тӑрӑшрӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Илинька ҫине эпӗ ҫӳлтен пӑхма хӑнӑхнӑран тата вӑл эпир ҫапла тума тивӗҫлӗ тесе шутлама хӑнӑхса ҫитнӗрен, вӑл та ман пекех студент пулни кӑштах лайӑх мар пек.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ун ҫинчен япӑх шутлама та юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл чӑнахах питӗ лайӑх ҫын.— Да и нельзя об нем ничего дурного думать, потому что он точно прекрасный человек.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эхер эпӗ сиртен нимӗн те пытармасса сӑмах патӑм пулсан, сире те эпӗ пытаратӑп тесе шутлама сӑлтав ҫук.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чиркӳрен пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса, тинкерӳллӗн пӑхакан манахсем ман ҫинчен мӗн шутлама пултарнӑ-ши?Но что обо мне могли думать монахи, которые, друг за другом выходя из церкви, все глядели на меня?
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Темшӗн манӑн ӗҫ пӗртте ӑнӑҫмасть; эпӗ шутлама пуҫласанах йӑнӑш турӑм та, халь ӗнтӗ йӑлтах ҫӗнӗрен тытӑнмалла, эпӗ пурра икӗ хут ӳкертӗм, питпе аллӑмсем йӑлтах шуралса пӗтрӗҫ ӗнтӗ, тасатмалли таҫта ҫухалнӑ, Николай шаккани ман нервсене темле ыраттарса хуйхатать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пур-ҫук шухӑшсем патне туртӑнни ман ӑс-хакӑла калама ҫук ҫивӗчлетсе ячӗ те, эпӗ час-часах, чи ансат япаласем ҫинчен, шухӑшлама пуҫласан та, хам шухӑшсене тишкӗрессин вӗҫне-хӗрне ниепле те тухаймастӑп, хама мӗн интереслентерни ҫинчен мар ӗнтӗ, хам мӗн ҫинчен шухӑшлани пирки шутлама пикенетӗп.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныча эпӗ юрататтӑм, мӗн хам астӑвассах унӑн сӑнарне куҫ умӗнче тытатӑп, ӑна хамӑр ҫемье ҫынни тесе шутлама хӑнӑхнӑччӗ; Сен-Жером вара мӑнкӑмӑллӑ, хӑй ҫинчен нумай шухӑшлакан ҫын, пысӑккисем пурте хистенӗрен ирӗксӗрех хисепленисӗр пуҫне ман ун патне урӑх нимле туйӑм та ҫукчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ хама ҫав тери вӗчӗрхенӳллӗ туйрӑм; укҫи пӗтсе ҫитичченех выляса ярса, ҫырса пынисене шутлама та хӑракан, выляса илессе шанса мар, хӑйне тӑна кӗме вӑхӑт парас мар тесе кӑна теветкелле картсем илекен ҫын лӑпах ҫавӑн пек пулать.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ япаласем ҫине епле пӑхассинче пулнӑ улшӑнусенчен пӗри кӑна мана шалтах тӗлӗнтерет: эпӗ пӗр горничнӑя хӗрарӑм тарҫӑ вырӑнне хума пӑрахрӑм, хам канӑҫлӑ та телейлӗ пуласси мӗн чухлӗ те пулин ҫав хӗрарӑмран килет тесе шутлама пуҫларӑм.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ шутлама темиҫе хут пикентӗм, ман пуҫра пур япаласем те йӑлтах арпашӑна-арпашӑна кайрӗҫ, хӑлхасенче тӗлӗнмелле шӑв-шав янӑраса тӑчӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна хам туякан юратупа тата хисеплӳпе сӑнласа панӑ пулсан, нивушлӗ Соня ман пирки ырӑ шутлама пӑрахатчӗ?
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл тӗрлӗ йышши йӑпанусемпе савӑнса пурӑннӑ, ҫавна пула хӑй мӗне ҫирӗп ӗненни пирки шутлама вӑхӑчӗ тупӑнман, ахаль те унӑн пурнӑҫӗ телейлӗ пулнӑ та, унашкал шухӑшсем ӑна кирлех те пулман.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.