Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шунӑ (тĕпĕ: шу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт шунӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Виҫӗ кун хушши шунӑ Бухара таврашӗнчи вӗри хӑйӑр кӗрчӗсем ҫийӗпе аттепе Сабир.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫухрӑма яхӑн шунӑ хыҫҫӑн темле траншейӑна кӗрсе ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла лӑпкӑн та канӑҫлӑн малалла шунӑ ял пурнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Час-часах пӑрсем капланса килсе парохода пит хӗссе лартнӑ та, вара вӑл пӑрсем хӗснине малалла шунӑ.

Часто льды напирают на пароход так сильно, что он движется под их напором.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чулсем хушшипе авкаланса шунӑ май вӑл уҫӑмсӑр илтӗнекен металл сассине аса илтерсе хӑварчӗ.

И с еле слышным металлически звоном неторопливо скрылась меж камней.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кӑнтӑрлаччен ӳркевлӗн те ерипе шунӑ хӗвел кӑнтӑрла иртсен васка пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗвери уйӑх чӳхеннӗ май — пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗ, сарӑлса кайса таткаланчӗ; акӑ, ун ҫути йывӑҫ тӑрри витӗр ӳкрӗ те, вӗтӗ хумсем шунӑ май, шыв ҫинче вакланчӗ, ванчӑкӗсем, вуншар ылтӑн пулӑ вылянӑ пек пӗрре чӑма-чӑма тухрӗҫ, тепре ҫиелтен ишсе ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Куҫ умӗпе вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ вырӑнсем шунӑ май, пӗтӗм вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ, асапӗ аса килчӗ те, Курак Мӗтрин ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Бианка, чӑн та, юлмарӗ унран, хуҫи куҫӗнчен пӑха-пӑха, хырӑмпа шунӑ пек шӑвӑнса, ҫӳлеллех тапаҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ура утман чух хырӑмпа шунӑ, алӑ ӗҫлемен чух винтовка затворне шӑлпа ҫыртса уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ҫӗлен ҫулӗпе шунӑ, кӑйкӑр ҫуначӗпе вӗҫнӗ, упа уттипе утнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авал хура ҫӗртен кимӗ шунӑ, йытӑ йӗрӗпе ҫул пулнӑ, ҫӗлен йӗрӗпе шыв юхнӑ, ҫырмасемпе варсемпе вара этем юнӗ юхнӑ…

Куҫарса пулӑш

Кӑвак ҫӗмрен // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах вӑхӑт шунӑ ҫемӗн сӗлпӗрленнӗ, тӑрмаланчӑк ӳт-пӗвӗ («тӳнӗ сӳс тӑпки»), шӗлтӗрех кайнӑ алли-ури самаях салатнӑ вӑй-халне пухасшӑн канӑҫ ыйтнине пула вӑл, сулчӑланса лӑм пулса, лӑпсӑрӑнса, майӗпен-майӗпен ишӗлекен-арканакан ӑс-тӑнӗ витӗр Морфи тинӗсӗн ӑспа виҫейми тарӑн тӗпнелле канӑҫлӑн, вӑраххӑн-вӑраххӑн, пылаккӑн-пылаккӑн йӑмпӑл-йӑмпӑл-йӑмпӑл путса анса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑхӑт малаллах шунӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Анчах вӑхӑчӗ шунӑ май ҫав улшӑнусем сисмеллех пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пӗрисем ун патне, ӑмӑрт кайӑк пек, пӗрре ҫунат сулнипех ҫӗкленеҫҫӗ; теприсем, салтак хырӑмпа шунӑ пек, хуллен хӑпараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӑхӑт малаллах шунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗршыв ҫинелле хура хурлӑх шунӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Сӑрт тӳпине хӑпарса ҫитнӗ те каялла вӗҫтере панӑ, унтан ҫемҫе юр ҫийӗпе ыткӑнса шунӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех