Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкулӑн (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫарӑмсан районне кӗрекен Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи вӑтам шкулӑн вӗрентекенӗ Николай Паймуратов та «Суварӑн» чи малтанхи номерӗсенчех Ҫарӑмсан ҫӗрӗ ҫинчен ҫырса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Шкулӑн алӑк урати урлӑ каҫсанах ӑнлантӑм: манӑн тивӗҫ – ачасене вӗрентесси.

- Переступив порог школы сразу поняла: моя цель - обучение учащихся.

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

1923 ҫулта Ишекри икӗ сыпӑклӑ шкулӑн пӗрремӗш класне вӗренме кӗнӗ, анчах та Ишек шкулне вӗренсе пӗтерме май килмен.

1923 году поступил учиться в первый класс двухступенчатой Ишакской школы, но закончить учебу в Ишакской школе не удалось.

Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Апла пулин те хальлӗхе «Хыпар», «Хресчен сасси», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» /пурте «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑраҫҫӗ/ хаҫатсенче тӑрӑшакан калем ӑстисемшӗн тӗпре ял валли специалистсем хатӗрлекен аслӑ шкулӑн паянхи йывӑрлӑхӗ-ҫитӗнӗвӗ ҫинчен вулакана уҫӑмлатса парасси пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Пичче ҫав ҫулах Ӗпхӳри нефть университетне вӗренме кӗчӗ, эпӗ вара хулари 30№ шкулӑн улттӑмӗш класне кайрӑм.

Брат в этом же году поступил в Уфимский нефтяной университет, а я пошла в шестой класс городской школы №30.

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Чӑваш Республикин Тав хучӗсемпе «Красная Чувашия» ЯХПК механизаторне Владимир Алексеевич Афанасьева, Илларионов хресчен фермер хуҫалӑхӗнчи Владимир Ильич Алексеева, Тӗмерти вӑтам шкулӑн канцеляри ӗҫне тӑвакан Людмила Семеновна Григорьевана, «Дружба» ЯХПК председательне Иван Васильевич Зубова чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Ҫурхи хӗвеллӗ кун‚ май уйӑхӗн 16-мӗшӗнче‚ Кивӗ Сименкке ялӗнчи шкулӑн ӗҫченӗсемпе вӗренекенӗсем чӑваш ачисен Акатуйне хутшӑнакансене – Пелепейри чӑваш гимназийӗн‚ Слакпуҫпа Ярмулай шкулӗсен вӗренекенӗсемпе ертӳҫисене – хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Шӑпах ҫавӑнпа вӑл 1937 ҫулхи раштав вӗҫӗнче Челябинск облаҫне тухса кайнӑ, Кӑнтӑр Урал тӑрӑхӗнчи пӗр шкулӑн директорне вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Асӑннӑ шкулӑн воспитани миссийӗ — ачасене ӗҫе юратассипе пӗрлех ҫӗршыв патриочӗ пулма хӑнӑхтарасси.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Акӑ шкулӑн ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫуллен тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ ӳстерес ӗҫе кашни вӗренекенех хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Студентсен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӑслӑлӑх конференцийӗнче 45 аслӑ шкулӑн делегацийӗн представителӗсем доклад тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хӗрӳ кӗрешӳре Тушкилти вӑтам шкулӑн волейболисчӗсем хӑйсен спортри тантӑшӗсене ҫӗнтерчӗҫ, виҫҫӗмӗш призлӑ вырӑна йышӑнма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Аслӑ шкулӑн вӗренӳ программи консерваторинни евӗрехчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шкулӑн илӗртӳлӗхне ӳстермелле, урӑхла каласан, ашшӗ-амӑшӗ ачисене кунта илсе килтӗр тесен условисем туса памалла: классене профильсемпе уйӑрса вӗрентмелле, ача-пӑча искусство шкулӗн ӳнер уйрӑмне йӗркелемелле, вӗсем классенчех пулӗҫ, ҫапла майпа ачасем уроксем хыҫҫӑн хушма пӗлӳ илме пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗсем шкулӑн 20 ҫулхи юбилейне тата Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ турнирсенче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Кӳкеҫри 1-мӗш шкулӑн 9-мӗш «а» класӗнче вӗренекен Владимир Александрова акӑ спортӑн ҫак тӗсӗпе туслаштарма ашшӗ-амӑшӗ темиҫе ҫул каяллах йӗлтӗр туянса панӑ – хакӗ йӳнех мар.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех