Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шеллесси (тĕпĕ: шелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳссе ҫитсен те ман лашасене шеллесси иртсе каймарӗ, кам та пулин лашана нушалантарнине курсан ялан Воронокпа Пимен Тимофеевича аса илетӗп.

С тех пор я вырос большой и всегда жалею лошадей и всегда вспоминаю Воронка и Пимена Тимофеича, когда вижу, что мучают лошадей.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Анчах ӑна шеллесси нумая тӑсӑлмарӗ.

Но жалел я его все-таки недолго.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Апла пулсан, ӑна шеллесси те ҫук, тапратса ятӑн та — укҫана ҫапать те ҫапать… нимӗн сӑмахсӑр, нимӗн чӑрмавсӑр… ҫаврӑнать те ҫаврӑнать!

Стало быть, ее не жалко, завел— она и кует тебе рубли… без всяких слов, без хлопот… пустил, она и вертится!

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Мӗскер шеллесси?

— Ну, чего ж жалеть?

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Нимӗнле шеллесси ҫинчен те сӑмах пулас ҫук.

 — Ни о какой жалости не может быть и речи.

Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Шеллесси мӗн-ха вӑл?

Что такое жалость?

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ сирӗнпе шеллесси ҫинчен калаҫса пӑхасшӑн…

Вот и я хочу поговорить с вами о жалости…

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Полюха мӑнкӑмӑлланма пӑрахрӗ, анчах, ял ҫыннисен ырӑ кӑмӑлӗ, вӗсем шеллесси ҫине шанса, ҫаплах паттӑрланчӗ-ха.

Полюха утратила заносчивость, но все еще храбрилась, рассчитывая на доброту и жалостливость односельчан.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Манран пурпӗр сана шеллесси пулмасть, — хиврен татса хучӗ вӑл.

— Мне тебя все одно жалко не будет, — резко сказала она.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Нимӗскер шеллесси ҫук.

Жалости не было.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

«Хӑҫан ман ҫумран хӑпма пӗлӗн-ши эсӗ, ылханлӑ туйӑм — шеллесси?

«Когда же ты меня покинешь, проклятая жаль?

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн хӑйне-хӑй шеллесси те, ҫырлахасси те ҫук.

Он не знал жалости и снисхождения к себе.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех