Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вӑл пӗтӗм ӗҫне, шӑп та шай Давид пек, хӑй ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пынӑ.2. И делал он угодное в очах Господних точно так, как делал Давид, отец его.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл, шӑп та шай Озия пек, хӑйӗн ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, анчах та вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳремен; халӑх вара ҫаплах ҫылӑхран хӑпман.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Прокуратура влаҫӑн тӗрлӗ юппипе ҫыхӑнса ӗҫлекен ҫӳллӗ шай республикӑри саккунлӑхпа право йӗркине малалла ҫирӗплетмелли тухӑҫлӑ ӗҫ-хӗлӗн шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрасси пирки те иккӗленместӗп.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1556241
Общество мана тӗкӗнмен, мана тем те пӗр каласа пӗтермен, эпӗ Александр ҫине мӗнле пӑхнине курасшӑн пулман пулсан, — ун чухне, паллах, Дмитрий Сергеич сӗннӗ меслет шӑп та шай ҫителӗклӗ пулатчӗ, унӑн вилесси ҫинчен шухӑшламалла та пулмастчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫурма уҫӑ тутисем, — Соломон вӗсене шӑп та шай сехет каярах кӑна чуптунӑ, — ытарлӑн та киленӗҫлӗн кулнӑ, шӑлӗсем нӳрӗскерсем, вӗсен айӗнчен кӑштах ҫуталнӑ-ха.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Мӗншӗн-ха вара эсӗ, Давыдов, ку статья шӑп та шай мана пуҫран пырса тӗкет, тетӗн?А почему ты, Давыдов, говоришь, что статья именно мне в глаз встромилась?
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Эсӗ, хайхискер, эскадронтан шӑп та шай пӗр сотня вырнаҫмалӑх маларах сиксе ӳкнӗ… — терӗ Разметнов, юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах Давыдова пулӑшса пыраканскер.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Миррӑна финиксен кӗленчинчен, Суламифӗн шӑп та шай мӗнпур укҫинчи динари чухлӗ тумлам шутласа, тӑмран тунӑ пӗчӗк флакона ҫав тери асӑрханса янӑ вӑл, унтан ҫак ӗҫне вӗҫленӗ те, савӑчӗн ҫӑварӗ ҫумне ҫыпӑҫнӑ ҫӑва пӑкӑпа сӑтӑра-сӑтӑра пухнӑ май, чеен кулкаланӑ:
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.