Шырав
Шырав ĕçĕ:
Гришатка пулисем шӑп та шай варрине лекеҫҫӗ.А как по заказу влетают Гришаткины пули тютелька в тютельку в самое яблочко.
Вӑй ҫумне вӑй // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Григорий пуҫне ҫӗклерӗ: ун умӗнче, ут ҫурӑмӗпе пӗр шай сиккелесе, взводнӑй урядникӗн кӑвак шинелӗ шӑвӑнать, аякра, вырман ыраш уйӗ ӑрша вылянӑ пек ӗмӗлтетет, телеграф юпи ҫӳллӗшӗнче тӑри тӗрӗлтетсе ташласа тӑрать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Авӑрлӑ ҫава ярса тытрӗ, ҫавине авринчен кӑларса илчӗ (хӑйӗн хусканӑвӗсем васкавлӑ мар, ҫирӗп шухӑшлӑ, шӑп та шай пулса пыраҫҫӗ), унтан, пуҫне каҫӑртрӗ те, пӗтӗм вӑйпа ҫунтарса тӑракан хаваслӑ хаюллӑхпа, хӑйне пырӗнчен ҫавапа чашлаттарчӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫурма ыйхӑллӑ пуҫра шухӑшсем якан, пӗр шай, шыв юхӑмӗ тӑрӑх баркас шунӑ пек, шӑвӑнаҫҫӗ, унтан сасартӑк, хӑйӑр ҫине ҫитсе лекнӗ пек, темӗн ҫине ҫитсе ҫапӑнаҫҫӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Этемӗсене суйласса та суйлатчӗҫ те ҫав ӗнтӗ: тӑрататчӗҫ алӑка икӗ ҫын, шӑп та шай пӗр пеккисене суйласа илетчӗҫ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чул каскасем айне пӑталаннӑ ҫӗр янӑравсӑррӑн кӗрлесе йынӑшса тӑнине пӗр шай ҫаврӑнаҫҫӗ Григорий пуҫӗнче нимӗн уҫҫи-хупписӗр шухӑшсем; вӑл ҫав тӑнлава лекмесӗрех ирте-ирте каякан шухӑш таткаланчӑкӗсене тытмашкӑн пикенет, анчах ниепле те тытаймасть.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Шӑп та шай ҫитетпӗр.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӑна хирӗҫ, шӑп та шай площадь варринче, тем пысӑкӑш алӑклӑ магазин пулнӑ, унӑн тӗссӗрленсе кайнӑ вывески ҫине ҫапла ҫырнӑ:
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Асӑрхаман та иккен вӑл хӗрӗ мӗн ачаранпах шӑп та шай амӑшӗ евӗрлӗ пулнине.» — Проглядел, что дочь с самого детства разительно напоминала мать.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӗҫ пӑчланас патнех ҫитнӗччӗ: Пантелей Прокофьевич кӑшман сӗткенӗпе тулса ларнӑ пек пулса кайрӗ те сехӗрленсе сывлама тытӑнчӗ, хӗрӗн амӑшӗ хӗрӗн мӗлкине курнӑ чӗп амӑш пек кӑлӑклатма пуҫларӗ, анчах та шӑп та шай кирлӗ самантра Василиса сиксе тухрӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн хӑйӗн те ҫумӑр айӗнче тапӑртатасси тата, ҫӳҫ ҫӑра та кӑтра ӳстӗр тесе, пуҫне йӗпетесси килсе кайрӗ; унӑн та шӑп та шай Мишка пекех, йӗплӗ хулӑ ӑшне чикеленсе каясса пӑхмасӑрах, ҫул хӗрринчи тусан ҫине кутӑн тӑрасси килчӗ, — анчах, тутисене ҫилӗллӗн мӑкӑртаттарса, чӳречерен амӑшӗ пӑхать.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвел ҫутинче лаша утнипе пӗр шай сиккеленсе пыракан хӗҫ аври тӗксӗммӗн йӑлтӑртатрӗ.На солнце тускло блеснула головка шашки, подрагивавшая в такт шагам коня.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хире те тухрӗ ӗнтӗ вырӑнӗ те шӑп та шай ӗнерхи, кӑвакарчӑн усрамалли вырӑн та курӑнать ав, анчах йӗтемӗ курӑнмасть.Вышел и на поле — место точь-в-точь вчерашнее: вон и голубятня торчит; но гумна не видно.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Асатте шӑп та шай ҫул ҫинче сарӑлса выртакан ҫӗр лаптӑкӗ ҫине арбузпа дыня акрӗ те пурӑнма улӑмран туса лартнӑ хӳшше куҫрӗ; ҫерҫисемпе чакаксене хӑвалама тесе, пире те хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗтӗмӗшпех шӑп та шай каланӑ пек пулса тухнӑ вара: Карпат тӑвӗ ҫинче халиччен те-ха ут утланнӑ тӗлӗнмелле рыцарь ларать.И то все так сбылось, как было сказано: и доныне стоит на Карпате на коне дивный рыцарь.
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Шӑп та шай шырлан хӗррипе ҫул пырать — иккӗн утса иртме пулать ӗнтӗ вӑл ҫулпа, виҫҫӗн ҫук вара, ниепле те иртейместӗн.По-над самым провалом дорога — два человека еще могут проехать, а трое ни за что.
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Корольтен шалу илчӗ те Иван, ҫав кунах шӑп та шай ҫуррине Петӗре уйӑрса пачӗ.Как получил Иван жалованье от короля, в тот же день разделил все поровну между собою и Петром.
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сӑн-питне пӑхрӗ, — сӑн-пичӗ те куҫ умӗнчех улшӑнма пуҫларӗ: сӑмси вӑрӑмланса тути тӗлнех ҫитрӗ; ҫӑварӗ самантрах хӑлха таран карӑлса кайрӗ; ҫӑварӗнчен шӑлӗ тухрӗ те аяккинелле кукӑрӑлса ларчӗ, — пан Данило куҫӗ умне шӑп та шай хайхи есаул патӗнче, туйра курнӑ тухатмӑш тухса тӑчӗ.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чашӑкӗ шӑп та шай Пацюк ҫӑварӗ тӗлӗнче.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хыҫалтан пӑхсан вара, шӑп та шай кӗпӗрнери стряпчий, мӗншӗн тесен хӳри унӑн хальхи мундир арки пек вӑрӑм та шӗврешке, анчах сухалӗ качаканни евӗр, пуҫӗ ҫинче икӗ пӗчӗкҫеҫ мӑйрака; сӑнран пӑхма та мӑръе тасатакан ҫынран шурах мар.