Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Шӑп ҫавӑн чухне этем ал лаппи курӑнса кайнӑ та патша керменӗн шуратнӑ стени ҫине, ҫутаткӑҫа хирӗҫ, ҫырма пуҫланӑ; патша ҫыракан ал лаппине курнӑ та 6. сӑнран улшӑннӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ, алли-ури чӗтрене ернӗ, чӗркуҫҫийӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса тӑр-тӑр чӗтренӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана: «эсӗ мӗне пула ҫапла ахлататӑн?» тесессӗн, кала: «кунталла килекен хыпара пула» те — вара кирек мӗнле чӗре те шарах ҫурӑлӗ, пур алӑ та усӑнӗ, пурин хавалӗ те сӳнӗ, пур чӗркуҫҫи те шыв евӗр чӗтренӗ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ Хӑвӑн халӑхна курӑннӑ чухне, Эсӗ пушхирпе пынӑ чухне 9. Турӑ сӑнӗнчен, Синай [Турри] сӑнӗнчен, Турӑ сӑнӗнчен, Израиль Турри сӑнӗнчен, ҫӗр чӗтренӗ, пӗлӗтсем те ирӗлнӗ.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илемӗ чечекленсе ҫитнӗрен Эсфирь ытарайми хӳхӗм пулнӑ, пичӗ-куҫӗ, юратупа ҫуталса тӑнӑ евӗр, хаваслӑ курӑннӑ, чӗри вара хӑранипе сиксе чӗтренӗ].
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ каланӑ: тух та ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне тӑр; акӑ Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнчен тусене кисретекен, ту чакӑлӗсене аркатакан вирлӗ те вӑйлӑ ҫил пырӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫилре мар; ҫил хыҫҫӑн ҫӗр чӗтренӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫӗр чӗтренинче мар; 12. ҫӗр чӗтренӗ хыҫҫӑн вут-ҫулӑм тухӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — вут-ҫулӑмра мар; вут-ҫулӑм сӳнсессӗн, лӑпкӑ ҫил вӗрӗ, [Турӑ — ҫавӑнта], тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.