Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗпписем (тĕпĕ: чӗпӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӗсем кайран вара, ӳссе ҫитнӗ кайӑк чӗпписем йӑваран вӗҫе-вӗҫе тухса кайнӑ пек, килтен тухса кайни хурлантарать, анчах мӗн тӑван-ха кунта…

— Хотя и горько бывает потом, когда они разлетятся во все стороны, как оперившиеся птенцы из гнезда, да только что ж тут поделаешь!..

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чӗпписем пуҫӗсене ҫӗкленӗ, ҫӑварӗсене карнӑ, ӑмӑрткайӑк пулла таткаласа хӑй чӗпписене тӑрантарнӑ.

Орлята подняли головы и разинули рты, а орел разорвал рыбу и накормил детей.

Ӑмӑрткайӑк // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 23–24 стр.

Чӗпписем тата кулянарах йынӑшма тытӑннӑ.

Орлята засвистали и запищали еще жалобнее.

Ӑмӑрткайӑк // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 23–24 стр.

Анчах чӗпписем хытӑрах та хытӑрах кӑшкӑрма пуҫланӑ.

Но чем больше он их ласкал, тем громче они пищали.

Ӑмӑрткайӑк // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 23–24 стр.

Ӑмӑрткайӑк йӑва хӗррине ларнӑ, чӗпписем пуҫӗсене ҫӗклесе кӑшкӑрма пуҫланӑ: вӗсем ҫиме ыйтнӑ.

Орел сел на край гнезда, а орлята подняли свои головы и стали пищать: они просили корма.

Ӑмӑрткайӑк // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 23–24 стр.

Кӑвакал чӗпписем те ӳссе ҫитрӗҫ: иккӗ — шурри, иккӗ — чӑпарри.

Выросли и утята: два белых, два пестрых.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Кӑшт вӑхӑт иртсен, кӑвакал чӗпписем хӑйсен сарӑ мамӑкне хывса пӑрахнӑ.

Спустя некоторое время, с утят сошел желтый пух.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Чжун Ми арӑмӗ те картишне тухнӑ та кӑвакал чӗпписем йытпуллисене мӗнле ҫисе яни ҫинчен каласа панӑ.

Жена Чжун Ми вышла во двор и рассказала ему, как утята съели головастиков.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Кӑвакал чӗпписем пит хитре пулнӑ.

Утята в самом деле были славные.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Чжун Ми арӑмӗ: мана кӑвакал чӗпписем кирлӗ мар, тенӗ.

Но жена Чжун Ми сказала, что утята ей не нужны.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Пӗррехинче, кӑнтӑрла, пӗр хресчен чӑх чӗпписем вырӑнне кӑвакал чӗпписене илсе пынӑ.

Однажды утром крестьянин вместо цыплят неожиданно принес пищавших утят.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

— Эй, шуйттан чӗпписем!

— Эй, чертенята!

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

— Ташлӑр, анчӑк чӗпписем!..

Пляши, сукины дети!..

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Манӑн кӑвакарчӑнсем чӗп кӑлараҫҫӗ, чӗпписем кӗҫех ҫӑмартине сӑхаҫҫӗ акӑ, эсӗ — «Заготживсырье, мамӑклӑ тир пама тытӑннӑ…»

Голуби у меня выводят, скоро голубятки проклюнутся, а ты — «Заготживсырье, в пушной план включился»…

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫунат чылаях ҫӗклесе хӑпартрӗ ӗнтӗ мана, пӑхатӑп, — хӑлат хур чӗпписем тӗлӗнчех явӑнать; кӗҫ-вӗҫех пӗрне ҫаклатса каять.

Подымает меня крыло, да только глядь я, а над гусятами коршун, вот-вот ухватит.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ те ӗнтӗ: «Халех пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе кӑтартатӑп!» — тесе шухӑшларӑм, хур чӗпписем ҫинчен мансах кайнӑ хам.

И я думаю: «Зараз выше всех подымусь!», а про гусят-то и позабыл.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил арман ҫунаттисем ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫывӑхрах манӑн хур чӗпписем ҫисе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем тӗлӗнче ҫӳлте хӑлат явӑнать.

Ветряк работает, гусятки мои поблизу пасутся, а над ними коршун кружит.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.

Дарил также царь своей возлюбленной ливийские аметисты, похожие цветом на ранние фиалки, распускающиеся в лесах у подножия Ливийских гор, — аметисты, обладавшие чудесной способностью обуздывать ветер, смягчать злобу, предохранять от опьянения и помогать при ловле диких зверей; персепольскую бирюзу, которая приносит счастье в любви, прекращает ссору супругов, отводит царский гнев и благоприятствует при укрощении и продаже лошадей; и кошачий глаз — оберегающий имущество, разум и здоровье своего владельца; и бледный, сине-зеленый, как морская вода у берега, вериллий — средство от бельма и проказы, добрый спутник странников; и разноцветный агат — носящий его не боится козней врагов и избегает опасности быть раздавленным во время землетрясения; и нефрит, почечный камень, отстраняющий удары молнии; и яблочно-зеленый, мутно-прозрачный онихий — сторож хозяина от огня и сумасшествия; и яснис, заставляющий дрожать зверей; и черный ласточкин камень, дающий красноречие; и уважаемый беременными женщинами орлиный камень, который орлы кладут в свои гнезда, когда приходит пора вылупляться их птенцам; и заберзат из Офира, сияющий, как маленькие солнца; и желто-золотистый хрисолит — друг торговцев и воров; и сардоникс, любимый царями и царицами; и малиновый лигирий: его находят, как известно, в желудке рыси, зрение которой так остро, что она видит сквозь стены, — поэтому и носящие лигирий отличаются зоркостью глаз, — кроме того, он останавливает кровотечение из носу и заживляет всякие раны, исключая ран, нанесенных камнем и железом.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Киле кайма тухсанах шуйттан чӗпписем, сырса илеҫҫӗ те: «Мучи, чӑх хыпалакан! Аким мучи, чӑх хыпалакан!» — тесе ҫухӑрашаҫҫӗ.

Как иду домой, они, враженяты, перевстревают, орут: «Дед курощуп! Дед Аким курощуп!»

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Вӑл пире ҫуркунне хур чӗпписем… кӑларса парать!..

— Она нам на весну… гусят выведет!..

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех