Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Ҫакӑ ҫара Хӑвӑн халӑху — Израиль — аллине парсамччӗ, вӗсен ҫуран ҫарӗ те, утлӑ ҫарӗ те намӑс куртӑр; 32. вӗсене хӑратса пӑрах, вӗсенӗн чӑрсӑр вӑйне аркат; ҫапӑҫура путланса аптӑраса ӳкчӗр вӗсем; 33. вӗсене Хӑвна юратакансен хӗҫӗпе пӗтер, Санӑн ятна пӗлекенсем пурте Сана мухтаса юрлаччӑр, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сирӗн Манӑн умӑмра калакан сӑмахӑрсем чӑрсӑр, тет Ҫӳлхуҫа.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ — ту хушӑкӗсенче пурӑнаканӗ, сӑрт тӑррисене йышӑнаканӗ — хӑвӑн хаярлӑхна, чӑрсӑр чӗрӳне шанса тӑнӑ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моав ытла та мӑнаҫлӑ пулни ҫинчен, мӑнкӑмӑллӑ, вӗҫкӗн, каппайчӑк пулни ҫинчен, чӑрсӑр чӗреллӗ пулни ҫинчен илтнӗ эпир.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремия пророк пӗтӗм халӑха хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри каланӑ сӑмахсене, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри халӑха Иеремия урлӑ пӗлтернӗ сӑмахсене, каласа парсассӑн, 2. Осаия ывӑлӗ Азария, Карей ывӑлӗ Иоанан тата ытти чӑрсӑр ҫынсем Иеремийӑна каланӑ: эсӗ тӗрӗссине каламастӑн, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сана: «Египета ан кайӑр, унта ан вырӑнаҫӑр» теме яман; 3. сана Варух, Нирия ывӑлӗ, пире хирӗҫ хӗтӗртет, пире халдейсен аллине парас тет-и вӑл, пире вӗлерччӗр, Вавилона тыткӑна илсе кайччӑр тет-и? тенӗ.
Иер 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак халӑхӑн чӗри вара чӑрсӑр та пӑлхавлӑ: вӗсем итлемерӗҫ — пӑрӑнса кайрӗҫ; 24. хӑйсен ӑшӗнче: «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑртан хӑраса тӑрар» теме пӗлмерӗҫ, «кирлӗ вӑхӑтра пире малтанхи тата кайранхи ҫумӑр Паракантан, пирӗн валли ӗҫҫи эрнине Палӑртаканран хӑраса тӑрар» темерӗҫ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эрехпеле хӗрарӑм ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсенех пӑсаҫҫӗ, аскӑн арӑмпа ҫыхланакан тата ытларах намӑссӑрланать; 3. вӑл ҫӗрӗк-марӑкпа хурт мӑшкӑлӗ пулса юлӗ, чӑрсӑр чун тӗп пулӗ.
Сир 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Чӑрсӑр чӗлхеллӗ ҫынран хулара хӑраҫҫӗ, чарусӑр чӗлхеллӗ ҫынна кураймаҫҫӗ.23. Боятся в городе дерзкого на язык, и ненавидят опрометчивого в словах.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ытла та чӑрсӑр палкаҫҫӗ; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем пурте хӑйсене асла хураҫҫӗ; 5. эй Ҫӳлхуҫа, вӗсем Санӑн халӑхна таптаҫҫӗ, Санӑн еткерне хӗсӗрлеҫҫӗ; 6. тӑлӑх арӑма, ютран килнӗ ҫынна вӗлереҫҫӗ, тӑлӑх ачасене пӗтереҫҫӗ, 7. хӑйсем: «Ҫӳлхуҫа курмасть, Иаков Турри пӗлмест» тееҫҫӗ.
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑвӑн ӗмӗрӳнте эсӗ хӑҫан та пулин ҫутӑлса килекен ире хушса курнӑ-и, шурӑмпуҫне хӑйӗн вырӑнне кӑтартса панӑ-и, 13. ӑна, ҫӗре хӗрринчен тытса, ун ҫинчен йӗркесӗр ҫынсене силлесе тӑкма хушнӑ-и? 14. пичет пуснӑ тӑм улшӑннӑ евӗр, ҫӗре ҫапла улшӑнтарнӑ-и, ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир пек курӑнмалла тунӑ-и, 15. йӗркесӗр ҫынсен ҫутине туртса илнӗ-и, вӗсен чӑрсӑр аллине аркатнӑ-и?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Урӑх мӑнаҫлӑ ан калаҫӑр; чӗлхӗр-ҫӑварӑртан чӑрсӑр сӑмах ан тухтӑр: Ҫӳлхуҫа — пурне те пӗлекен Турӑ, Унӑн ӗҫӗсем те виҫеллӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫак ҫӗрте пурӑнакансенчен е ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам чӑрсӑр аллипе мӗн те пулин тӑвать, ку Ҫӳлхуҫана хурлани пулать: ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтӗ, 31. мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахне вырӑна хумарӗ, Унӑн ӳкӗтне пӑсрӗ; ҫав чун пӗтӗ, унӑн ҫылӑхӗ хӑй ҫинче пулӗ, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Каҫарӑр мана, Вера Павловна, — терӗ Лопухов унӑн пӳлӗмне кӗрсе, — епле шӑп калаҫать вӑл, сасси те чӗтрет, апат ҫинӗ чухне кӑшкӑрса калаҫрӗ хӑй, — «тусӑмҫӑм» мар, «Вера Павловна» тет, — чӑрсӑр пулнӑшӑн каҫарӑр мана, тет.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.