Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑпӑркка сăмах пирĕн базăра пур.
чӑпӑркка (тĕпĕ: чӑпӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлӗ сухал Сергей ҫине пӑхкаласа, лашисене юртӑпа чуптарчӗ, пур лав ҫинче те лашасене хӑваланӑ сасӑ, чӑпӑркка шартлатни илтӗнчӗ.

Рыжий, поглядывая на Сергея, погнал своих лошадей рысью, и тогда на всех подводах послышалось понуканье, хлопки кнута, разом загремели десятки колес.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Саввӑпа Сергей анса, икӗ хутлӑ ҫурт еннелле пӑрӑнсанах, Дорофей ларкӑҫ ҫинчен ҫӗкленчӗ, чӑпӑркка кӑтартса, лашасене кару ҫавӑрчӗ те картишне кӗмсӗртеттерсе кӗрсе кайрӗ.

И как только Савва и Сергей сошли с тачанки и направились в двухэтажное здание, Дорофей привстал, показал лошадям кнут, чем придал им особую резвость, сделал круг и с грохотом влетел во двор…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей хӗртен чӑпӑркка ыйтрӗ.

Сергей попросил у девушки кнут.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чӑпӑркка кирлӗ апла.

Плетей захотелось?

«Итлетӗп ваше сиятельство» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Чӑпӑркка чашкӑрса Аксинья пичӗ тавра явӑнса ларчӗ.

Взвизгнув, кнут плотно обвил лицо Аксиньи.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑпӑркка шӑхӑрать кӑна.

Кнут свистал.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ларкӑч ҫине ларчӗ, ларкӑч айне чӑпӑркка чиксе хучӗ те тилхеписене туртса хытарчӗ.

Григорий сел на козлы; подоткнув под сиденье кнут, расправил вожжи.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий тилхеписене ҫавӑрса тытрӗ те, чӑпӑркка хатӗрлесе, кӗскен: «но!» — тесе кӑшкӑрчӗ, унтан лашисене тапратса ячӗ.

Григорий подобрал вожжи и, готовя кнут, толкнул лошадей коротким повелительным «но!»

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑпӑркка тытнӑ та тӑра парать.

Стоит с кнутиком.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анкартисенче авӑн ҫапнӑ сасӑсем, ут хӑвалакансем кӑшкӑрашнисем, чӑпӑркка чӑвӑшлатнисем, веялка шалтлатнисем таҫта ҫитех илтӗнеҫҫӗ.

С ближних и дальних гумен ползли и таяли в займище звуки молотьбы, крики погонычей, высвист кнутов, татаканье веялочных барабанов.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку, тӑванӑм, чӑпӑркка мар, вилӗм, пӗрре ҫапнипе пуҫа татса пӑрахма пулать!

Это, брат, увечье, — голову отсечь можно!

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӑх эсӗ, чӑпӑркка пултӑр-им вара ку?

Ишь это разве арапник?

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

йӑран ҫине Пантелей Прокофьевич манса хӑварнӑ чӑпӑркка, эрешлентерсе вӗттӗн явнӑскер, выртса юлчӗ.

На борозде остался позабытый мелко витой, с нарядным махром арапник.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, аллисене сарса пӑрахса, чӑпӑркка ҫине шиклӗн чалӑшса пӑхрӗ.

Петро развел руками и опасливо покосился на арапник.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, куҫ шӑрҫисене усӑнтарса, чӑпӑркка ярса илчӗ.

Степан, опустив глаза, ухватил кнут.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ну, тух кӗтесрен, ҫитӗ, тарса ӗшентӗн пулӗ, ҫапма пӗлмен чӑпӑркка калле пырса тивет, тет.

Ну, вылезай из угла, хватит тебе, настоялся! Сама себя раба бьет, что нечисто жнет.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл мана кашни кун хӑратса ҫӳретчӗ, унран хӳтӗленсе, эпӗ шурӑмпуҫ ҫутинчен пуҫласа каҫчен алран чӑпӑркка пӑрахмастӑм, анчах халӗ мӗнле пурнӑҫ пулать-ха манӑн?

Он меня каждый божий день под страхом держал, я с кнутом с зари до вечера не расставался, держа от него оборону, а теперь какая моя будет жизня?

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирвайхи хул айне тулли пысӑк портфель хӗстернӗ, тепри хул пуҫҫийӗ ҫине чӗн ҫӳҫеллӗ чӑпӑркка ҫакса янӑ.

У первого под мышкой был прижат объемистый, пухлый портфель, у второго через плечо висел кнут с нарядными ременными махрами.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗҫӗ унта — чӑпӑркка вӗҫне ҫых та сулла!

Делов-то там — на кнут да махнуть!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Атӑ тӑхӑннипе, тӑрӑшса тумланнипе, аллине чӑпӑркка тытманнипе, хул айне хутаҫ ҫакманнипе ытла улшӑнса кайнӑ вӑл, ҫавӑнпа ӑна ватӑ казаксем те нумайӑшӗ пӗрре пӑхнипех палласа илеймерӗҫ, унпа таҫтан килнӗ палламан ҫын вырӑнне шутласа саламлашрӗҫ.

Так необычен был вид его, обутого, старательно наряженного, без кнута и холщовой сумки на боку, что многие пожилые казаки не узнавали его с первого взгляда и здоровались, как с незнакомым пришельцем.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех