Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑпӑркка сăмах пирĕн базăра пур.
чӑпӑркка (тĕпĕ: чӑпӑркка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен, Чушка вӑрӑм чӑпӑркка вӗҫӗ лекми пуличченех хӑйӗн барьер ҫумӗпе чупмалли ҫинчен аса илчӗ.

В конце концов Чушка поняла, что ей надо бегать вдоль барьера до тех пор, пока не опустится кончик бича.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Чӑпӑркка пулса та тӑчӗ.

И вышел кнутик.

Эпир Клавӑпа дзыгӑ яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Асаннене чӑпӑркка туса пар, терӗм.

Я просил бабушку, чтоб она мне кнут сделала.

Эпир Клавӑпа дзыгӑ яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Кайран Гриц, дзыгӑ хӑвалама тесе, пурне те чӑпӑркка пачӗ, анчах никам та пӗлмерӗ.

А потом Гриц всем давал кнутик, чтоб дзыгу гонять, только никто не умел.

Мӗнле иккен вӑл дзыгӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Патак ҫумне кантра ҫыхса ячӗ, чӑпӑркка пулса тӑчӗ.

А потом к палочке привязал верёвку, и вышел кнут.

Мӗнле иккен вӑл дзыгӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анчах Гриц, малтан чӑпӑркка тӑватӑп, терӗ.

А Гриц сказал, что он сначала кнут сделает.

Мӗнле иккен вӑл дзыгӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вӑл ҫав кантраран чӑпӑркка гуса дзыгӑна хӑвалатӑп, терӗ.

Он сказал, что он из неё сделает кнут и этим кнутом будет гонять дзыгу.

Дзыгӑ ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вуникӗлле явнӑ чӗн чӑпӑркка Мӗншӗн сӳтӗлмелле тунӑ-ши?

Ременный кнут, обвитый двенадцатью плетмью Зачем же нужно было разматываться?

Акӑшӗ ӑҫта? // Султтанпике. https://chuvash.org/lib/haylav/221.html

Нини те, чӗн чӑпӑркка тивменӗ, ҫӗрте йӑваланана!

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗсенчен пӗри, ӑшӑ фуфайка ҫийӗнчен чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ тата аллине чӑпӑркка тытнӑскер, лашапа ҫӳрекен Петя, ҫине тӑрсах лӑпкӑн канаш пачӗ:

Один из них, подпоясанный ремнем поверх телогрейки и с кнутом в руках, Петя-ездовой, настойчиво и спокойно советовал:

Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.

Чӑпӑркка вӑл, уездри кучӑр юлташ, илемшӗн кӑна.

Кнут, товарищ срезский кучер, служит только так, для украшения.

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Чӑпӑркка тытмалла пулсан, ку вара ут мар, халсӑр лаша!

Уж если дошло до кнута, это больше не конь, это кляча!

40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кӳме хӗрри ҫумне пуҫа тайӑнтарса, эпӗ сывлама чарӑнсах Филипӑн хулӑн хура пӳрнисен хусканӑвӗсене шанчӑксӑррӑн сӑнаса пӑхатӑп, вӑл васкамасӑр йӑлӑ туса ҫаклатать те, ал тупанӗпе тата чӑпӑркка аврипе пичеври лашана чышса, пичев патаккисене шайлаштарать.

Прислонив голову к краю брички, я с захватывающим дыхание замиранием сердца безнадежно слежу за движениями толстых черных пальцев Филиппа, который медлительно захлестывает петлю и выравнивает постромки, толкая пристяжную ладонью и кнутовищем.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сайра хутра лавҫӑ сулкаласа илекен чӑпӑркка, унӑн шлепкипе Яков картусӗ курӑнса каяҫҫӗ.

Из-за которого виднелся изредка кнут, которым помахивал кучер, его шляпа и фуражка Якова.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл мана малтан пӗр тилхепине, унтан тепӗрне парать; юлашкинчен тилхепесем улттӑшӗ те, чӑпӑркка та ман алла куҫаҫҫӗ, эпӗ хама питӗ телейлӗ туятӑп.

Филипп дает мне сначала одну вожжу, потом другую; наконец все шесть вожжей и кнут переходят в мои руки, и я совершенно счастлив.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

– Ну, ҫухатнӑ-тӑк, ҫухатнӑ пултӑр, — терӗ Этьен, — мӗнех вара чӑпӑркка, хӑмах тӳлӗп ун хакне.

— Ну, потерял так потерял, — сказал Этьен, уклоняясь от дальнейших объяснений, — что стоит ему кнут, так я и заплачу.

XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Репин хӑйне курайманнине хӑнӑхман, — халӗ ӑна манан сӑмахсем чӑпӑркка пекех пырса тиврӗҫ.

Репин не привык к презрению — оно ударило его, как кнутом.

22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Леш, Ильсеяр ашшӗ евӗрли, ун ҫурӑмӗ ҫинчи хӑпара-хӑпара тухнӑ чӑпӑркка йӗрӗсене темле ҫупа сӗрчӗ те, хӑй ҫинчи кӗпе аркине ҫурса илсе, ҫыхса ячӗ.

Тот, который был похож на отца Ильсеяр, намазал каким-то жиром ее вспухшую от плетки спину и, оторвав полосу от подола своей рубашки, перевязал ее.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Чӑпӑркка каллех ҫӳлелле ыткӑнчӗ, ӳтлӗрех вырӑн шыраса, сывлӑшра пӗр самант тытӑнса тӑчӗ те, пӗчӗк ҫурӑмра шӑмӑсӑр вырӑн тупаймасӑр, каллех хул лапатки ҫине анчӗ.

Подыскивая место помягче, плетка взметнулась, задержалась на миг и, не найдя его, вытянулась еще раз вдоль лопаток.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ҫинҫе чӗн чӑпӑркка, ун ҫинче ҫӗленӗн явӑнса, хыткан та черчен ҫурӑмне пӗҫертсе илчӗ.

Плетка змеей взвилась над ней и ожгла щуплую спинку.

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех