Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑмӑрӗпе (тĕпĕ: чӑмӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурик та ҫӳп кӗнӗ пек куҫне чӑмӑрӗпе шӑлать те шӑлать.

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кивӗ кушил тӗпне чӳпӗк хутӑм, чей чӑмӑрӗпе шыв лартса патӑм, чӗпсене вырнаҫтарса вырӑн айне лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ы-ы-ы-х, сире-е! — шӑлне выҫӑ кашкӑр пек шаклаттарса, пӑнтӑх сӑмакун тӗслӗ крафина чӑнкӑл-чӑнкӑл-чӑнкӑл «гопак ташлаттарса илсе», ҫурма хӗрлӗ, ҫурма сарӑ мӑнхӑяр пек алӑ чӑмӑрӗпе сӗтеле виҫӗ хут та ҫурӑ кӑрӑслаттарчӗ те ури ҫине сиксе тӑчӗ пуҫлӑх, унтан, алхасуллӑ тинӗс хумӗ евӗр хумханса-явӑнса, куҫне-пуҫне вут-ҫулӑмпала чалтӑртаткалама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Ха-ха-ха! — кӗмсӗркке креслоне ҫартлаттарса хыҫалалла сӗвенсе, сапӑнса, усӑнчӑк тулли хырӑмне мӑкӑлт-мӑкӑлт сиктеркелесе, ахӑлтатса ячӗ пӳлӗм хуҫи, унтан, куҫне чӑмӑрӗпе йӑвала-йӑвала, антӑхсах кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пуҫланӑ вара ҫакскер арӑмне тум-хаяррӑн урипе те чӑмӑрӗпе ӑса кӗртме, «тӳсе, унран сӳс тӑпки тума».

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Андрей Ревлен Петровичпа юнашар утрӗ, ҫӳлли ыраттарнӑ аллине сывлӑшра выляткаларӗ те чӑмӑрӗпе ҫилӗллӗн юнаса илчӗ, анчах хыҫран чупма хӑюлӑхӗ ҫитмерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Огуречников паҫӑрхи пекех чӑмӑрӗпе юнарӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ура ҫине тӑчӗ те, чӑмӑрӗпе халӑх ҫинелле юнавлӑн сулса: — Молча-а-ать! — асар-писерле кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ак эпӗ сана мӗнле чышмаллине вӗрентӗп! — терӗ те Ҫтаппан чӑмӑрӗпе Мыйракине аякӗнчен тӑрслаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑмӑрӗпе ҫапӑҫса ҫӗнтерессе шанчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра Михха ӑна чӑмӑрӗпе тӑрӑслаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрт алӑкӗ патне йӑпшӑнса пычӗ те чӑмӑрӗпе алӑка хыттӑн тӳнлеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли, такама юнаса, чӑмӑрӗпе сывлӑша кастарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наҫтик мӗн те пулин хуравлама ӗлкӗриччен ӑна чӑмӑрӗпе ислетме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула чӑмӑрӗпе тивертнӗ тӗлте халӗ те ыратнине юплемесӗр ура ҫине тӑрса силленчӗ те: — Хисеплӗн йышӑннӑшӑн тавтапуҫ! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли айккинерех тӑнӑ ҫӗрте, каччӑсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса кайнине сиссен, хӑйсене ислетме май килнине тавҫӑрчӗ те ал айне лекекене чӑмӑрӗпе тӑрӑслаттарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чарӑн! — куҫпуҫне чарса пӑрахрӗ те Бернадский чӑмӑрӗпе сӗтеле чышрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав самантрах уретник, Огуречников тенӗскер, чӑмӑрӗпе сӗтеле чышрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн тума кирлӗччӗ вӑл сана! — текелесе, чӑмӑрӗпе улшуҫа айккинчен тӑрӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар кӗреҫине айккине тӑратса хучӗ, ҫӗре чӑмӑрӗпе тӗртсе пӑхрӗ — вӑл паштах анса кайрӗ те чул татӑкне перӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех