Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чышкӑсемпе (тĕпĕ: чышкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ пуҫпа ӗҫлессинчен ытла чышкӑсемпе ӗҫленӗ вӑхӑтсем тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ.

Давно уже прошло то время, когда я кулаками работал больше, чем головой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эпӗ кунта чышкӑсемпе хӑлаҫланма мар, мирлӗн те лӑпкӑн пурӑнма килнӗ…

Я сюда приехал не кулаками размахивать, а пожить в мире да спокое…

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чышкӑсемпе хӑлаҫланма хушмастӑп сире! — тенӗ вӑл хуллен асӑрхаттарса.

— Не советую вам размахивать кулаками! — с тихой угрозой произнес он.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр темиҫе минутран алӑка чышкӑсемпе танлаттарма пуҫланӑ.

Через несколько минут в дверь забарабанили кулаками.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна чармарӗҫ, чышкӑсемпе тата пӑшал кучӗсемпе чышрӗҫ, ҫурӑмран, ӗнсерен ҫапрӗҫ, хулпуҫҫийӗ ҫинчен — винтовкине, пуҫӗнчен хӗрлӗ тӑрӑллӑ кӑвак мулаххайне сӳсе илчӗҫ.

Его не задерживали, а кулаками и прикладами толкали, били в спину, по затылку сорвали с плеча винтовку, с головы — красноверхий казачий малахай.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир вара, чышкӑсемпе вӗчесене тӗревлетсе, хамӑр пӳлмексене кӗрсе тӑнӑ та, ахӑратпӑр: «Ах эсир, идиотсем!

А мы стоим в наших стойлах, упершись кулаками в бока, и ржем: «Ах вы, идиоты!

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ромашов минутлӑха чарӑнчӗ те палаткӑсем хушшинчи хутлӑхра хайӗн фельдфебельне, пӗчӗк, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, нӑтӑркка Рындӑна курчӗ; вӑл, тискеррӗн те киревсӗррӗн ятлаҫа-ятлаҫа, Хлебникова питрен чышкӑсемпе хӗнет.

Он остановился на минутку и в просвете между палатками увидел своего фельдфебеля Рынду, маленького, краснолицего, апоплексического крепыша, который, неистово и скверно ругаясь, бил кулаками по лицу Хлебникова.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Унтер-офицерсем хӑйсене пӑхӑнса тӑракансене, сӑмахлӑхра кӑшт йӑнӑш тусанах, маршировкӑра урана арпаштарсанах, ҫав тери тискеррӗн хӗне-хӗне тӑкатчӗҫ, — хӗнетчӗҫ юнпа пӗвӗничченех, шӑлсене ката-ката ывӑтатчӗҫ, хӑлха урлӑ ҫапса ҫурхахсене ҫура-ҫура пӑрахатчӗҫ, чышкӑсемпе сӑптӑрса ҫӗр ҫине йӑвантара-йӑвантара яратчӗҫ.

Унтер-офицеры жестоко били своих подчиненных за ничтожную ошибку в словесности, за потерянную ногу при маршировке, — били в кровь, выбивали зубы, разбивали ударами по уху барабанные перепонки, валили кулаками на землю.

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫаксем кӗҫех чышкӑсемпе ҫапӑҫса каятчӗҫ.

Дело чуть не дошло до рукопашной.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каллех чышкӑсемпе ҫапаҫҫӗ, урасемпе тапаҫҫӗ.

Снова бьют кулаками.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хӗнекелесе хӑтланнӑ, кун пирки тавлашмастӑп, анчах ҫӗҫӗсӗр, чышкӑсемпе ҫеҫ хӗненӗ.

Дрался, правда, только не ножом.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех