Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухӑн сăмах пирĕн базăра пур.
чухӑн (тĕпĕ: чухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ мӗн ҫырнӑччӗ ҫав статьяра: «Учредительнӑй пуху членӗсем: Гаврил Федорович Алюнов (особоуполномоченнӑйӑн помощникӗ), Иван Васильевич Васильев, Семен Николаевич Николаев, вӗсене пулӑшакансем — Алексей Степанович Блинов ҫавӑн пекех е хӑйсен ирӗкӗпе шуррисен ҫарне кайнисем, е ялсенче Совет влаҫне хирӗҫ вӗрентекенсем (пупсем, кулаксем т. ыт. те) ҫавсем пурте РСФСР тата мӗнпур чухӑн, мӗскӗн чӑвашсен тӑншанӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене…» — малалла вулаймарӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чухӑн хресченӗн мӗнле те пулин хуҫалӑх пурах.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тимуш лаши — чухӑн ҫын лаши, вӑл сӗлӗ ҫисе ӳсмен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр-пӗр хресчен хуҫалӑхӗнче ҫемьене тӑрантармалӑх выльӑх-чӗрлӗх усрамалӑх тата акмалӑх тырӑ ҫителӗклӗ ҫеҫ мар, тепӗр ҫавӑн чухлӗ нумайрах-тӑк, ытлашшине чухӑн ҫемьене памалла.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чухӑн халӑх ывӑлӗсем ӗлӗк выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ пулсан, халӗ пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чухӑн тесе, юратассу ай килмест пулсан, «Юратмастӑп» тесе ай ма каламастӑн?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чухӑн тесе, юратассу ай килмест-им?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пиччӗшне — Павӑлне «буржуй», «спекулянт!» тесе хӑратнӑ хыҫҫӑн унӑн склачӗсенчи таварсене пӗтӗмпех тиесе тухма хушнӑ, пӳлмери тыррине чухӑн хресченсене валеҫсе пама ирӗк панӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах халӑх шанӑҫне эсир тӳрре кӑлармарӑр: вӑрҫа чарас пирки те, пуянсен ытлашши ҫӗрне туртса илсе, чухӑн хресченсене валеҫсе парасси ҫинчен те пӗр сӑмах та каламарӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗршыв халӗ чухӑн, хура халӑх та, хӑй халлӗн ҫеҫ пулсан, хуҫалӑх ӗҫне кирлӗ пек йӗркелеймӗ, наци культурине чечеклентереймӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Рабочисемпе чухӑн хресченсем Советсенче пулмалла, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуянпа чухӑн ӑҫтан татуллӑ пурӑнччӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ, вӗсене ҫӳлти патшалӑх пулӗ», тенине итлеме ҫӳремелле-и унта чухӑн халӑхӑн?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Анчах вӗсем, темшӗн батраксемпе чухӑн хресченсене ҫеҫ шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӑмахран, Краснов чухӑн хресченсемпе рабочисем ҫеҫ Советра пулмалла, ҫӗре туртса илсен те, улпутсене укҫа тӳлемелле мар, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Паян пуянрах хресченсенчен ҫӗре укҫасӑр туртса илсе чухӑн хресченсене валеҫсе пани — хура халӑха ҫӑкӑрсӑр хӑварни кӑна, тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Писателӗн кӑмӑлӗ-юратӑвӗ яланах чухӑн ҫын, ӗҫҫынни енче.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

«Тӑвар вӑрри — тӑвайкки, ик айкки те тӑвайкки. Ӑҫта пур-ши сӗвекки», — тесе хӑшкӑлнӑ Хӗветӗр пек чухӑн та тӗттӗм халӑх.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.

— Большевиксем кӑна влаҫа рабочисемпе салтаксен тата чухӑн хресченсен аллине пама пултараҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Теприсем рабочипе чухӑн хресченсен диктатури кирлӗ мар теҫҫӗ, Ленина хирӗҫ пыраҫҫӗ, Плеханов майлӑ шухӑшлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех