Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫамрӑк вӑл, тата, калас-тӑк, Чухӑн хӗр, тупри те ҫук.
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
— Пултармалла та, питӗ кансӗр ҫав чухӑн ҫыннӑн вӗренесси.
Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Шӗшлӗ пек пуян пуласчӗ, чухӑн ҫын хисепре мар, тет.
Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Пире — чухӑн ҫынсене — шкулта вӗренни те усси ҫук, — тет анне хурлӑхлӑн.
Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Пуян чухӑн айне кӗрет-и?
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пуян пурлӑх хушать, чухӑн выҫӑ пурӑнса ирттерет.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Иксӗмӗр те чухӑн кил-йышран пулнӑран йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме ҫамрӑкранах пӗлнӗ эпир.
50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.
Патша чух кил-ҫуртӑм манӑн Пит те чухӑн пулнӑ, — Анана та тара панӑ, Акаймасӑр юлнӑ.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
Григорьев Василисен ашшӗ-амӑшӗ чухӑн ҫынсемех пулман курӑнать, Василирен тӑваттӑра юлнӑ ун аслӑ ывӑлӗ Иван, Етӗрне хулинчи вырӑс шкулӗнчен вӗренсе тухса, ҫитӗнсе, салтак служби шучӗпе Питӗрти пӗр ҫар штабне ҫыруҫа вырнаҫма пултарнӑ-ҫке.
I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
«Сана пуян хӗрпе чухӑн хӗр сӗннӗ пулсан эсӗ те, паллах, тупраллине суйласа илӗттӗн, ҫапла-и?»«Если бы тебе предложили богатую, ты бы, конечно, тоже выбрал богатую, не так ли?»
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пуянпа чухӑн ҫеҫ Салакайӑк пуппа ун тӑван пиччӗшӗ Микки пек, — пуппа ун тарҫи, — пӗр чӗлхепе калаҫсан та туссем пулма пултараймаҫҫӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чухӑн ҫын пӗтӗм яла пуҫтарса сӑра-эрех ӗҫтерсе ҫӳремест.
Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Халӑх чухӑн, ху пӗлен.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ӗҫсе пӑх-ха чухӑн ҫын ӗни сӗтне.
Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чухӑн чӑваш килӗ мар, чечек пахчи тейӗн.
Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Темле чухӑн пулсан та, чӑваш кӗр мӑнтӑрӗпе выльӑх пусса чӳклеме туса ирттерет, унсӑр тыр-пул перекетне кӗтмелли ҫук теҫҫӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Укҫа та ҫук пирӗн — чухӑн эпир…»
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫитменнине ватӑ, чухӑн.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эсӗ ӑна пӑхӑнмарӑн, хӑв пекех чухӑн Улиҫе качча илтӗн.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чухӑн пулнӑшӑн хӗнеҫҫӗ.
Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.