Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлать (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй ҫине чиперкке хусах арӑмсем ӑмсанса пӑхнине аван чухлать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нимӗн те пӗлмест ҫакна каччӑ, хӑй темле вӑрттӑн ӗҫ тунине ҫеҫ чухлать.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку чӗрес «хаяр таврашне», «хаяр картине» мӗнле ҫакланнине асламӑшӗ ҫеҫ чухлать.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ял халӑхӗ чухлать пулӗ те-ха, пуҫлӑхсем лартасшӑн мар, — сӑмаха тӳртен кастарчӗ Туринке.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь чухлать пек Иливан, саламатпа хытӑ ҫапма ал вӑйӗсӗр пуҫне урӑхларах вӑй кирлӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чухлать те пек ҫакна Ахтупай, чухламасть те пек.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн Петро хӑҫан мӗн пӗҫермеллине чухлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑсла хӑй начар чухлать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Неушлӗ пурне те чухлать?

Неужто в самом деле все-все?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн унта кӳршӗ халӑх чӗлхисемпе кӑна калаҫмалли, авалхи чӗлхесене чухлать вӑл, нимӗҫле те французла вулать.

Да что там нынешние наречия: он успешно постигает и древние языки, читает немецкие и французские книги.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Леш ханттарӗсене, хӑйне тытса килекенӗсене, куркаланӑ вӑл, чухлать.

Знает он этих головорезов, что привели его сюда.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Чиркӳ валли» тени мӗне пӗлтернине Архангельский лайӑх чухлать.

Разумеется Архангельский хорошо понимает, что означают подаяния «на святую церковь».

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялти ачасем пытанса пӗтнинчен ҫеҫ чухлать Ухтиван: хӑрушӑ япала вӑл.

Только по тому, как затаились-попрятались его деревенские сверстники, догадывается Ухтиван: старики затеяли что-то нехорошее.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑна пӑссан мӗн пулассине Хӗлип те аван чухлать иккен.

Нарушать их нельзя, об этом неспроста Хелип давеча намекал.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл Шуркасӑн Чӳк варӗнчи киреметне пӑхса пурӑнать, вӗрме-сурма та чухлать.

Он вроде йомзи-знахаря в Шургасах — умеет маленько заговаривать-приговаривать.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хулара мӗн кайнипе мӗн кайманнине те чухлать вӑл.

Знает он, что тут в ходу, а что — нет.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл, хуҫине кунта нумай хутчен илсе ҫитернӗскер, район центрӗнче ӑҫта чарӑнмаллине те чухлать, илемлӗ пысӑк ҫурт тӗлне ҫитсен, хӑй тӗллӗнех вӑрӑм карлак умнелле пӑрӑнать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн тумаллине лайӑх чухлать.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сана пулӑшаканӗ — статистик; медицина пӗлӗвӗ ҫук пулсан та, хут ӗҫне чухлать, мӗн кирлине тупса парать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах вӑл Кутемерти Маркка пичче пекех, ҫивӗч ӑстӑнлӑскер, таврӑкурӑма чее куҫпа чухлать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех