Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлать (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслашшӗ кӑвара мӗншӗн пӑтратнине аван чухлать ача: кӑмака карчӗ ҫинче выртнӑ хӑййа тивертесшӗн вӑл, кайран — краҫҫын лампине, хур ҫӑмарти пысӑкӑшскерне, чӗртесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тилли халӑх йӑлипе хӑй миҫе ҫул пурӑнасса куккукран ыйтанҫи пулать, ҫав вӑхӑтрах куккука ӗненмест, хӑйне ҫеҫ шанать, куккука ӗненес пулсан та вӑл ҫакна аван чухлать: тӗнчере никам та икӗ ӗмӗр пурӑнса курман, икӗ ӗмӗр пурӑнма май пулсан, «ырӑ улпутсем» нихҫан та вилмӗччӗҫ, халӑха пусмӑрласа пурӑнӗччӗҫ те пурӑнӗччӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли чӑваш ялӗн социаллӑ нуши-тамашине тӗрӗс ӑнланать, патша политикине те чухлать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хӗр чухне хулари мӑнастирте пурӑннӑ, тет, ҫавӑнпа вырӑсла та чухлать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах Лена тантӑшӗ питӗ ывӑнса ҫитнине чухлать.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ҫирӗм ултта ҫитсе те хӑй хыҫҫӑн каччӑ тени мӗншӗн чупманнине Улька Салканова аван чухлать.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӳсен-тӑрансен пурнӑҫне те, вӗсене мӗнле тӑрантмаллине те чухлать пек.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Мӗн хыҫҫӑн мӗн акмаллине те чухлать ҫак пӗчӗк агроном.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа та ҫӗр тутине ача питӗ лайӑх чухлать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫакна Нинук питӗ лайӑх чухлать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Камне те чухлать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк вара чухлать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кашниех чухлать ӗнтӗ: пӗр-пӗр япала тунӑ чухне хӗрсе каятӑн та, пурин ҫинчен те йӑлтах манатӑн.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Илем тени мӗн иккенне чухлать иккен Шӗшлӗ, — карланкине юриех хыртарса калаҫрӗ Йӗтес Ваҫҫи.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫанталӑк улшӑнасса та витӗр чухлать.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ачисен сӑн-пичӗ пуҫтарӑнса ҫитмен пулин те, Васса курать, чухлать: пӗри — хӑй евӗрлӗ, тепри — кам евӗрли паллах мар.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кам чухлать? — сӑмах хушрӗ Юля.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кама мӗн кирлине чухлать вӑл, — терӗ Магдаль.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑйне мӗнлерех тыткаламаллине чухлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Павӑл ӑна-кӑна чухлать вӑл, — савӑнса калаҫрӗ Мустай.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех