Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чух сăмах пирĕн базăра пур.
чух (тĕпĕ: чух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑтӗнче вӗренме кайма тӑрӑшманшӑн Татьяна Владимировна кӑшт ӳпкелешсе те илет: – Самани ҫаплаччӗ ун чух, шкул пӗтерсен колхоза юлма хистетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Тепӗр чух талӑкне икӗ-виҫӗ сехетрен ытла ҫывӑрса кураймаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Конкурсанткӑсем ӗҫлекен ФАПсене ун чух ятарлӑ эксперт комиссийӗ тӗрӗсленӗ: медицина учрежденийӗ мӗнле шайра пулнине, ӗҫ вырӑнӗнчи тирпее, препаратсене тӗрӗс упрассипе усӑ курассине, пӗлтӗрхи кӑтартусене тата ыттине пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑра // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Ачасемпе пӗрле эпӗ те хӑш чух пучах пуҫтарма каяттӑм, атте пӗлместчӗ.

Вместе с детьми и я иногда ходила колоски собирать, папа не знал.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Александра Васильевна ачасемпе Шупашкара Андриян Николаев космонавт патне те кайнӑ, анчах космонавтпа тӗл пулайман, Андриян Григорьевич ун чух тӑван ялне утӑ ҫулма кайнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

«Паян музейсемпе палӑксене ҫеҫ мар, халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркисене упракансен кунӗ те. Ҫакӑ паян пирӗншӗн тӗп тӗллев, ҫавӑн чух тин пирӗн несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ», – терӗ Михаил Петрович.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Хам та ҫамрӑк ҫав ун чух — хӳтӗлесе хӑвараймарӑм.

Сама тоже была молода - не сумела защитить.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Анчах та пурнӑҫ ҫулӗ унӑн тепӗр чух пӗр кӗтмен ҫӗртен тӑрук унталла та кунталла авӑнса илнине те пӗлетӗп.

Но все же я знаю, что иногда ее жизненный путь неожиданно гнется туда и обратно.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Апла пулин те эпир, ял ачисем, шкул сакки ҫинче ларнӑ чух хӑшӗ-пӗрин пирки тӗшмӗртмен те.

И все же мы, деревенские ребята, когда сидели на школьной скамье, о некоторых и не знали.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Дима килте чух пӗтӗм ӗҫе туса пулӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Дима ашшӗнчен сакӑр ҫулта чух тӑлӑха юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чух шурӑ ҫӑнӑхпа анлӑн усӑ курни, хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе, кулленхи апат рационӗнче организма кирлӗ витаминсемпе микроэлементсен виҫине чакарать.

По мнению некоторых, широко использование белой муки в хлебопекарнии уменьшает количество витаминов и микроэлементов в ежедневном рационе питания.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Специалистсем шутланӑ тӑрӑх - авӑртнӑ чух паха япаласен 70 проценчӗ ҫухалать.

По подсчетам специалистов - при помоле пропадает 70 процентов полезных веществ.

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Ҫамрӑксем шкулта вӗреннӗ чух нумай вулатчӗҫ, халӗ вӗсен аллине кӗнеке тыттараяс ҫук. Мӑшӑрӑм вара ытларах хаҫат-журнала шӗкӗлчет. Тӗп вулакан пирӗн — пӗчӗк мӑнук. Пире кашни кун кӗнеке вулаттарать. Кӗрӳ те вулама юратать, яла килсен яланах библиотекӑна васкать», — пӗлтерчӗ Л.Шикарева.

"Молодежь в школьные годы много читала, сейчас их не заставить взять в руки книгу. Супруг больше прессу изучает. Главный читатель у нас - маленький внук. Нас каждый день просит почитать. И зять любит читать, приезжая в деревню всегда торопится в библиотеку", - сообщила Л.Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ун чух вара хӗрсемпе Юр юрласа яратпӑр.

От чувств девчата Запевают песни.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Эпир пынӑ чух Николай Малов депутат стипендиачӗсем (талантсене пулӑшмалли ҫакӑн пек мел те пур) мини-футболла вылятчӗҫ - турнир йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫакна «Дорэкс» акционерсен обществи хӑйӗн техника паркне кӑтартнӑ чух ҫирӗплетсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

Ку статьяра эпир обществӑлла политикӑллӑ литература тата учебниксен, методикӑллӑ тӗртӗ пособисен критикипе библиографийӗ ҫинчен каласшӑн мар, ун ҫинчен тепӗр чух сӑмах хускатӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

«Аслӑ вӗренӳ заведенине вӗренме кӗнӗ чух вӗренме кӗрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене нумай ыйту канӑҫ памасть. Шкул вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илес текенсен вӗренме кӗмешкӗн вӑхӑтне саккун тӗлӗшӗнчен ҫирӗплетни вӗсен прависене хӳтӗлессин шайне ӳстерет, - тесе каланӑ парламентари. - Ҫакӑ вӗсене малтанах пӗтӗм сӑкӑлтӑксемпе паллашса кирлӗ пӗлӳ пухса хӑйсем малтан палӑртнӑ аслӑ вӗренӳ заведенине тӗплӗн хатӗрленсе пулас тӗрӗслев витӗр тухса унта вӗренме кӗме май парать».

Куҫарса пулӑш

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

«Родина» кӗрленӗ чух шкул та шавланӑ

Куҫарса пулӑш

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех