Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чулӗ (тĕпĕ: чула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ансӑр, уйӑх чулӗ тӗслӗ юхан шывсӑр пуҫне кунтан, самолетран, урӑх ӗнтӗ нимӗн те уйӑрса илме пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынсем утса иртекен, унӑн, Завьяловӑн, куҫа курӑнми ура йӗрӗ юлнӑ кашни пусӑм ҫӗр, халӗ куҫран ҫухалнӑ ҫуртсен кашни чулӗ, пӗтнӗ магазинсен витринисем — пурте, пурте уншӑн ҫав тери паллӑ, хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫур тӳпе — хӗвел енчи — ҫутӑ сенкер, тепӗр ҫурри — ешӗл шенкер чулӗ тӗслӗ курӑна пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тухрӗ те тепӗр кун ирхине Павӑл тимӗрҫӗ лаҫҫинчен пирус туртма арман чулӗ ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тимуш Муратов ҫине чӗнмесӗр пӑхса илчӗ те станок умне вырнаҫса ларчӗ, йӑрр! ҫавӑрса ячӗ чухрах арман чулӗ пысӑкӑш йывӑҫ ҫаврашкана.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Сумкинче вак чул иккен, ҫырма чулӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аркаш ҫинчен калаҫу пуҫлансан хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫинҫешке хӗр хулпуҫҫийӗ ҫине арман чулӗ татӑлса анчӗ тейӗн — вӑл пӗчӗкленнӗ пек, имшерленнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Пире, каччӑсене, кӑна мар, хӗр таврашне те кам та пулин пӗрремӗш хутӗнче килӗшмерӗ пулсан кайран та, ӳлӗмрен те килӗшмест пуль», — ҫапларах шухӑшланӑ май хваттере икӗ арман чулӗ хушшине ҫакланнӑ пекех асаплӑн таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ун чулӗ ҫине эпӗ ӑмӑрткайӑк катса ӳкертӗм.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Арман чулӗ кӑлтӑртӑк, пуян мулӗ шӑлтӑртӑк!

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать, Арман чулӗ ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Арман чулӗ кӑлтӑртӑк, пуян укҫи шӑлтӑртӑк…»

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫичӗ ют килӗнчен тухнӑ чух Арман чулӗ пултӑм-им?

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унӑн чулӗ пуринчен инҫе каять, пуринчен хытӑ тӑнлатать.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫелисса // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

2022 ҫулта 93 млрд тенкӗлӗх инвестици явӑҫтарнӑ, кӑтарту тата маларахри ҫулпа танлаштарсан 43,8 процент чулӗ нумайтарах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

«Мунча лапки кӗленче, чулӗ мерчен, ӑшши шерпет…»

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӗтмен-туман хуйхӑ Павӑла ҫӗр ҫумнелле арман чулӗ пек пусара пуҫларӗ, тӗрекӗ йӑшнине туйса, вӑл каллех тӳшек ҫине пашш! сарӑлса, вӑйкӑнса ӳпне лаплатрӗ те шӑлне качӑртаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Чӗри шар! турӗ, унта аҫа чулӗ татӑлса ӳксе пушар чанӗ пек хатаррӑн янӑраса кайрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Куратӑп: ҫак иксӗмӗрӗн пӗрлехи инкекӗн кахӑр чулӗ сан чӗрӳне пӗр вӗҫӗм пусса, ыраттарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Ах, Полина, Полина, — ӑшӗ пӑшнипе сасӑпах ирӗке ярать вӑл йыт ҫӗмӗрчӗ пек йӳҫек ӳкӗнӗҫлӗ, масар чулӗ пек йывӑр кулянӑвне утнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех