Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиновник сăмах пирĕн базăра пур.
чиновник (тĕпĕ: чиновник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карьерӑшӑн ҫунакан, орден илме ӗмӗтленекен чиновник вырӑнӗнче кунта — департамент директорӗ, чапланма тӑрӑшса ухмаха ернӗ чиновник вырӑнӗнче — Поприщин.

Куҫарса пулӑш

Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.

Пӳлӗме питӗ хура бакенбардлӑ та, питӗ ҫутӑ бакенбардлӑ та мар, тулли питлӗ, хитре сӑнлӑ полици чиновникӗ кӗрсе тӑчӗ, ку вӑл шӑпах повесть пуҫламӑшӗнче Исакиевски кӗпер патӗнче тӑнӑ чиновник пулчӗ.

Вошел полицейский чиновник красивой наружности, с бакенбардами не слишком светлыми и не темными, с довольно полными щеками, тот самый, который в начале повести стоял в конце Исакиевского моста.

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Чӑнах та, департаментри пӗчӗк чиновниксем Павел Константиныч ӗҫлекен отделени начальникӗ Павел Константиныча кӑмӑллама пуҫланӑ тесе калаҫнӑ, отделени начальникӗ вара хӑйӗнпе пӗр тан ҫынсем хушшинче: мана тупрасӑр хӗр те юрать, анчах хитре пултӑр, — тесе пӗлтернӗ, тата Павел Константиныч лайӑх чиновник, тенӗ.

Действительно, мелкие чиновники в департаменте говорили, что начальник отделения, у которого служит Павел Константиныч, стал благосклонен к нему, а начальник отделения между своими ровными стал выражать такое мнение, что ему нужно жену хоть бесприданницу, но красавицу, и еще такое мнение, что Павел Константиныч хороший чиновник.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Шӑна мар ҫав, — каснӑ-лартнӑ чиновник арӑмӗ, урамалла пӑхакан чӳречеллӗ пӳртре пурӑнакан чиновник арӑмӗ, анчах вӑл шӑна сӑнарлӑ пулнӑ.

Не муха, а — чиновница, которая на улицу окнами живет, муха только похожая.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Хӑшпӗр начальниксем хайсен умӗнче чиновниксем ҫапла ухмаха ернӗ пекех хӑраса ӳкнинче пуҫлӑха хисепленине ҫеҫ мар, чиновник ӗҫшӗн ҫуннине, тепӗр чухне тата ӗҫлеме пултарнине те кураҫҫӗ иккен, — ҫакна Обломов кайрантарах асӑрхаса илнӗ.

Это происходило, как заметил Обломов впоследствии, оттого, что есть такие начальники, которые в испуганном до одурения лице подчиненного, выскочившего к ним навстречу, видят не только почтение к себе, но даже ревность, а иногда и способности к службе.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ваҫли сӑмахӗсем витӗмлипе аптраса, полици участокӗнчи чиновник Мошкова ыйту пачӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— …твою мать! — намӑс сӑмахсемпе чыхӑнса кайрӗ хуларан килнӗ чиновник.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— …твою мать! — намӑс сӑмахсемпе чыхӑнса кайрӗ хуларан килнӗ чиновник».

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

П. О. Афанасьев, аслӑ пӗлӳ илсе, пӗр-пӗр чиновник е пуян ҫын пуласси ҫинчен нихӑҫан та шухӑшламан.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Эпӗ те пурнӑҫра хам умра хам ҫапла хытӑ тӑрса, ҫине тӑрса пурӑннӑ пулсан, чылай малалла кайнӑ пулӑттӑм, тен, хальхи пек «пӗчӗк чиновник» евӗр ҫын кӑна пулман та пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Чиновник ӑна килӗшмеллипех килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тепӗр ҫичӗ-сакӑр кунтан Шупашкартан темиҫе чиновник тата ҫирӗм салтак ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чиновник Шупашкара каять, пуппа пӗрле салтаксем юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуппа чиновник чиркӳ лартма вырӑн суйлаҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӑвашсене халь тин ӗнтӗ сӑмахпа ҫеҫ итлеттереес ҫук, вӗсем пурте эпӗр хушнисене хирӗҫ ҫӗкленнӗ, малашне вӗсемпе ҫирӗпрех пулмасан кайран ӳкӗнмелле ан пултӑрччӗ тесе ҫырнӑ чиновник земски суда.

«Да, нынче чувашей словом не усмирить, все они принимают в штыки, что бы и кто бы им не говорил. И если впредь не вести себя с ними жестче, потом можно будет об этом сожалеть», — сообщал Гарткевич земскому судье.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтанах чиновник карта хыҫӗсемпе ҫӳренӗ пек ҫеҫ ҫӳренӗ-ха.

Из осторожности Гарткевич старался ходить не по улицам, а по задворкам и огородам,

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурӑнасса сӗм ӗҫсӗрех пурӑнаҫҫӗ те-ха харам пыр казакӗсем, манран килес пулсан пӗрер уйӑх вӑрман кастарӑттӑм эп вӗсене тесе лавҫӑпа юнашар ларса пыракан салтакӑн мӑнтӑр купарчи ҫине йӗрӗнсе пӑхать чиновник.

Хотя эти бездельники и жируют без дела, будь это в моей власти, я бы погнал их на месяцок заготавливать лес», — думал Гарткевич, с ненавистью глядя на толстый зад казака, сидящего рядом с возницей на козлах.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗпӗрнери, уесри, вулӑсри унчченхи тӳре-шара кӗтӗвӗ ҫумне кашни округра, вулӑсра, ялта ҫӗнӗрен темен чухлӗ чиновник, старшина (кулава), полици салтакӗ, вахтер, стараста хутшӑннӑ.

К сонму существующих чиновников-обирал — губернских, уездных, волостных — прибавились новоиспеченные в каждом округе, волости, селе: старшина (голова), полицейские-солдаты, вахтеры, старосты…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ма эп… чиновник пулам?

— Почему я… чиновник?

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хусантан килнӗ чиновник, сӑмахран.

К примеру, чиновник из Казани.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех