Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кукамай чикен чикнипе аптранӑ пулнӑ, анчах эпир килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ — унӑн ыратма та чарӑнчӗ.У бабушки было колотье, но когда мы приехали, то она была очень рада и боль перестала.
Дневник // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Такмакӗ пысӑк: «Пӗр чикен сӑвап, виҫ чикен сӑвап», — тесе тӑххӑра ҫити ытӑ хисеплесе каять те унтан ҫапла майпах кутӑнла хисеплесе килет, кайран: «Пӗр чикен сӑвӑп — пӗртте ан пултӑр», — тесе пӗтерет.
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Чикен курӑкӗ теҫҫӗ ӑна.
Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Чӗрене чикен чикет.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Кашни ярса пусмассерен кӑкӑрӗнче чикен чиксе каять, шӑлӗсене сивӗ хӑвӑрт чӗтретсе шатӑртаттарать, куҫӗсене тӗксӗмлетет, йывӑҫсем темӗнле карусель ҫинче ҫаврӑннӑ пек курӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинчи чикен курӑкӗсем пӗтӗм тумтирсемпе урари япаласене татӑкӑн-татӑкӑн ҫуркаласа пӗтереҫҫӗ.Песчаная равнина была усеяна зарослями колючей травы, раздиравшей в клочки одежду и обувь.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Чикен чикнӗ пирки пынӑ хӗрарӑм (ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине хӗрарӑмӗ ӑнланма та пултарайман) пуҫне кӑна тайнӑ, аллине хӗвне чикнӗ, унта алшӑлли вӗҫӗпе чӗркенӗ тӑватӑ ҫӑмарта выртнӑ.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫемьесӗр урҫан пӗччен пурнӑҫӗпе пурӑнма пӳрнӗскер, эпӗ юлашки кичем ҫулсене пурӑнса ирттеретӗп ӗнтӗ, ҫапах та вӑл ҫырнӑ пӗчӗк хутсене тата тахҫан вӑл мана кантӑкран ывӑтса панӑ типӗ чикен курӑкӗн чечекне эпӗ чи таса япала вырӑнне хурса упраса усратӑп.
XXII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ме сана, тыт, — хушса каларӗ вӑл, Гагина чикен курӑкӗн туратне ывӑтса парса, — эпӗ сирӗн савнӑ тусӑр тесе шухӑшлама пултаратӑн.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эрешлӗ-эрешлӗ кӑвак чӳрече хашакӗсем хыҫӗнче кӑвакарчӑнсем кӑваклатнӑ, чӳрече янаххисем ҫинче чикен курӑкӗ ҫунса тӑнӑ, сенкер тӳпе пек таса кантӑк витӗр тӗксӗм пилеш йывӑҫҫисем кармашса пӑхнӑ, пӳрт умӗнчи пӗчӗк садра йӑм-хӗрлӗ мальвӑсем хумханса ларнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорин сӳрӗк явапӗ старике чикен чикнӗ пекех ыраттарса кайрӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Салтак хашкама тытӑннӑ, чикен чикме пуҫланӑ.
Прошка // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Ӳт-пӗвӗме чикен чике пуҫларӗ.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл ӑшӑ карта-витесем тунӑ ҫӗрте Яков Лукич епле тӑрӑшса, пурне те чухласа ӗҫленине, утта епле тирпейлӗ тыткаланине аса илчӗ, пӗррехинче, колхозӑн виҫӗ лаши чирлесен, вӑл каҫран пуҫласа ирчченех витерен тухма пӗлмерӗ, хӑех лашасене клизмӑсем лартрӗ, чикен чикнисем иртсе кайччӑр тесе, вӗсене хӑй аллипе кантӑр ҫӑвӗ ӗҫтерчӗ; унтан тата, лашасем чирленишӗн айӑплӑ ҫынна — пӗрремӗш бригадӑн конюхне, Куженкова, юлашки эрнере лашасене ыраш улӑмӗпе кӑна тӑрантарса усранӑскерекколхозран кӑларса сирпӗтме никамран малтан сӗнӳ пачӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Питӗркӗч кӗмсӗрт турӗ, тул сывлӑшӗ капланса кӗчӗ, пушӑ витре персе анчӗ, шултра, йывӑр, сулмаклӑ урасем тапӑртатма пуҫларӗҫ, унтан куҫа шартарса яракан, чикен чиктерекен ҫутӑ хупласа илчӗ.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1
- 2