Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чечек сăмах пирĕн базăра пур.
чечек (тĕпĕ: чечек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр пысӑк чечек е чечеклӗ турат, сӑмахран, орхидея, роза, хризантема, гвоздика, лили, гладиолус ятлӑ чечексене тата сирень тураттине пӗрер чечекӗн парнелеме юрать.

Можно дарить и один крупный цветок или ветвь, например, орхидею, розу, каллу, хризантему, гвоздику, лилию, гладиолус, раннюю ветку сирени и т. д.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Канӑҫсар вӗлле хурчӗсемпе тӗкӗлтурасем чечекрен чечек патне пырса сӗрлеҫҫӗ, йывӑр чечексем ачаш туни ҫӗклесе тӑрайманнипе пуҫӗсене уснӑ.

Не устающие пчелы и шмели с жужжаньем порхают с цветка на цветок, тяжелые головки некоторых цветов поникли — хрупкие стебли не в силах удержать их.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Манран темиҫе утӑмра, уҫланкӑри симӗс хӑмла ҫырли тӗмӗсем хушшинче, йӑрӑс та ҫӳллӗ хӗр тӑрать, йӑрӑмлӑ хӗрлӗ платйӗпе, шурӑ тутӑрпа; ун тавра тӑватӑ ҫамрӑк ҫын кӗпӗрленсе тӑнӑ, хӗр вӗсене кашнинех ҫамкинчен пысӑках мар кӑвак чечекпе ҫатлаттарать; эпӗ вӑл чечек ятне пӗлместӗп, анчах ачасем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ: ҫав чечек пӗчӗк хутаҫ евӗр, хытӑ япала ҫумне ҫапмассерен вӑл шаплатса ҫурӑлать.

В нескольких шагах от меня — на поляне, между кустами зеленой малины, стояла высокая стройная девушка в полосатом розовом платье и с белым платочком на голове; вокруг нее теснились четыре молодые человека, и она поочередно хлопала их по лбу теми небольшими серыми цветками, которых имени я не знаю, но которые хорошо знакомы детям: эти цветки образуют небольшие мешочки и разрываются с треском, когда хлопнешь ими по чему-нибудь твердому.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Сергей Ылтӑн Ҫӑлтӑрӗ ҫине пӑхрӗ те, ҫавӑнтах ун умне аслӑ Хӗрлӗ площадь тухса тӑчӗ, унта пӗтӗмпех чечек сарса хунӑ, Кремль стенине те чечек ҫыххисемпе илемлетнӗ, Ленин мавзолейне те йӑлт чечекленӗ, Сергей халиччен курман ҫӳллӗ ҫуртсем те чечек ӑшне пулнӑ…

Сергей посмотрел на Золотую Звезду, и тут же перед ним предстала широкая Красная площадь, которая всюду была украшена цветами, даже Кремлевскую стену украсили венками, Мавзолей Ленина тоже был в цвету, и даже высотные дома, которых ранее Сергей не видел, были в цвету…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӑчӑ пӳлӗме сар чечек, табак, ҫӗрлехи ҫеҫпӗл тата Половцев пӗлмен темле чечексен тутлӑ шӑрши ӳсӗртсе ямалла сарӑлчӗ, — кунта вара кӗтмен япала пулса иртрӗ: Половцев, хурҫӑ пек ҫирӗп есаул, чечексен манӑҫа тухма пуҫланӑ шӑршине пӗтӗм кӑкӑрпа ҫӑтса илсе, сасартӑк макӑрса ячӗ…

В спертом воздухе горенки одуряюще пьяно, резко вспыхнул аромат петуний, душистого табака, ночной фиалки, еще каких-то неизвестных Половцеву цветов, — и тут произошло неожиданное: Половцев, этот железный есаул, всей грудью вдыхая полузабытые запахи цветов вдруг расплакался…

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Кирек хӑш этем те — курӑк, унӑн пӗтӗм илемӗ — хирти чечек пек. 7. Ҫӳлхуҫа ун ҫине вӗрет те — хӑрать курӑк, тӑкӑнать чечекӗ: халӑх та ҫаплах — курӑк ҫеҫ. 8. Курӑк хӑрать, чечек тӑкӑнать, Туррӑмӑр сӑмахӗ вара ӗмӗрех тӑрать».

Всякая плоть - трава, и вся красота ее - как цвет полевой. 7. Засыхает трава, увядает цвет, когда дунет на него дуновение Господа: так и народ - трава. 8. Трава засыхает, цвет увядает, а слово Бога нашего пребудет вечно.

Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ялтан тухаҫҫӗ те унталла та кунталла тӑсӑлакан сукмаксемпе утса, улӑх-сарана ҫитсе, тӗрлӗ чечекрен пуҫ кӑшӑлӗ ҫыхаҫҫӗ, уй-хир анлӑшӗпе, вӑл ӳстерекен хӳхӗм тыр-пулпа киленеҫҫӗ, катана ҫитеҫҫӗ, кунти тӗрлӗ чечек илемне пӑхса савӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Калӑпӑр, эпӗ генерала чечек ҫинчен чечек ҫине лӗпӗш пек чӳхенсе вӗҫме е пӗр-пӗр трагеди ҫырма хушрӑм пулсан, е тинӗс чарланне ҫаврӑнма хушас тӑк, вӑл вара ман хушӑва пурнӑҫламасан кам айӑплӑ пулӗччӗ — вӑл е эпӗ?

— Если я прикажу какому-нибудь генералу порхать бабочкой с цветка на цветок, или сочинить трагедию, или обернуться морской чайкой и генерал не выполнит приказа, кто будет в этом виноват — он или я?

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Чечек этикечӗ ҫинчен калаҫу интереслӗ те ӑнлануллӑ иртнӗ: кама парнелемелле, мӗнле парнелемелле, хӑшне-пӗрне чечек ҫыххи мӗнле тупмалла.

Интересно и познавательно прошла беседа о цветочном этикете: кому дарить, как дарить, как подобрать букет тому или иному человеку.

Чечексем пирӗн ӗмӗр тӑршшӗпех юнашар пыраҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ra-3466770

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче «Чечек – ҫутҫанталӑк савӑнӑҫӗ» текен чечексен куравне йӗркеленӗ.

В Кистенли-Богдановском сельском доме культуры была оформлена выставка цветов: «Цветы – радость природы».

Чечексем пирӗн ӗмӗр тӑршшӗпех юнашар пыраҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ra-3466770

Акӑ, чечек ҫинчен чечек ҫине вӗҫрӗ-вӗҫрӗ те, халь вара пин-пин йӗплӗ тикенек ҫине пырса тирӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл чечек ҫинчен чечек ҫине вӗҫме шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл куҫне мӑч-мӑч хупса илчӗ те: — Епле тӗл пулма пултарнӑ-ши эп сана, Васса? Чечек эсӗ. Тӗнчери чи илемлӗ чечек… — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чечек, — терӗ Петӗр, — ҫурхи чечек

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кулленхи калаҫура чӑвашсем «тыр хушшинче кӑвак чечек курӑнать» теҫҫӗ, «кӑвак чечек ӳссе ларать» темеҫҫӗ.

В повседневной речи чуваши скажут: «среди зерна покажутся синие цветы», «вырастут синие цветы».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Тусӗ каҫхинех парнеленӗ чӗрӗ чечек ҫыххинчен шаннӑ ҫеҫкесене суйла-суйла пӑрахрӗ, анчах чечексем пӗрин хыҫҫӑн тепри шансах пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Анчах тепри Ҫтаппан пекки, ӑна-кӑна ӑнланмасть, тепри чечек ҫине те чул катӑкӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхать, чечеке те чул катӑкне тытнӑ пек тытать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чечексем пур ҫӗрте те ӳсеҫҫӗ: пӳрт умӗнче те, чечек чӳлмекӗсенче те, клумбӑсенче те.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Балкон ҫинчен пахчаналла чечексем ҫине пӑхса тӑраттӑмӑр, ун пахчинчен пӗр чечек, пӗр ҫырла ҫухалман.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах та чечек илемне сая яма хӗрхенсе, эпӗ пӗр чечекне кӑна кӑпӑклантарса пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех