Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чечек сăмах пирĕн базăра пур.
чечек (тĕпĕ: чечек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шултӑра та чӑтма ҫук сарӑ хитре чечеке шанасран эпӗ чечек кӗлти ӑшне пытарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун аллинче утмӑлтурат чечекӗ евӗр, сирень тӗслӗ вӑрӑм туналлӑ черченкӗ чечек.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Акӑ халь те Шурикпа эпир пӗр кӗлте чечек пухрӑмӑр та чечек ҫыххисем туса ларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫил вӑйлӑ, чечексем сулланса тайӑлаҫҫӗ, тӗкӗлтура ҫапах та чечек варрине тупать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, утнӑ май, ҫултан пӑрӑнкаласа, сарӑлса ӳсекен, ҫирӗп туналлӑ, анчах сар хӗвел пӑхнипех куҫӑхнӑ хитре чечексем (шӑнкӑрав курӑкӗ, лантӑш, фиалка, кӑвак ҫеҫпӗл, кӑвакарчӑн куҫӗ, шур чечек, кукшапуҫ, чӗп куҫ курӑкӗ) тататӑп та алла пухатӑп.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пыл хурчӗсем вара хӑйсен тулса тӑкӑнакан телейне пӗр ҫемӗллӗ, кӗске, чечекпе чечек хушшинчи сӗрлевӗпе «юхтара-юхтара, сапала-сапала», этемшӗн пархатарлӑ, ырми-канми, вӗҫӗмсӗр тӑрмашӑвӗпе хӗрпе каччӑпа хӗрӳ тупӑшӑвах тухнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Чечекӗсене Тамара илнӗ ӗнтӗ, вӑл питӗ чечек юратать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Лариса Симӑна чечек ҫинчен чечек ҫине вӗҫме юратакан лӗпӗш пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Марине пыл хуртне чи телейлисен йышне кӗртет, мӗншӗн тесен Марине сарӑ чечеке пӳрнипе ҫеҫ ачашлать, пыл хурчӗ вара чечек ӑшне кӗре-кӗре тухать, сарӑ утрав ҫинче йӑваланать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

Урам хушшинче ниҫта ура пусма ҫук чечекчечек

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл икӗ аллине те чечек ҫыххи тытнӑ, енчен енне ҫаврӑнкаласа, чечек ҫыхисемпе сулса, хӑйне хапӑлласа кӗтекен тӑван халӑха саламлать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ким чечек, ким чечек, Вӗҫсе пырать шур акӑш, Хӗвел ҫинче ҫуталса.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Чечек, Чечек.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чечек, Чечек, ӑҫта васкатӑн, Ӑҫта унта эс сиктерен, Ма эсӗ ун халне лӑскатӑн, Ӑна тарпа халь витерен?

Куҫарса пулӑш

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Чечек вӗт вӑл, ҫурхи чечек! — тет Ятман.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила вара кӑшт чарӑнас-тӑвас пулсанах: — Укахви, Укахви, теп, пӑх-ха, мӑкӑнь чечекӗ пекки ларать, — тесе умри пысӑк чечек ҫине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Таврара чечек, илемлӗ чечек пурте мана пуҫ таяҫҫӗ, юратать пулсан, савать пулсан, Агай мана кӗтет-ши?»

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Палӑк умне вара эпир ҫемйипех илем кӳме тӑрӑшатпӑр, ҫулленех чечек лартса тӑратпӑр, чечек калчисене те килтех ӳстеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Ҫемье пуҫӗ вара ылтӑн туйра та мӑшӑрне 50 ҫул каяллахи пекех сиреньпе упа шанкри чечекӗсенчен илемлӗ чечек ҫыххи хатӗрлесе парассине систерет.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Кашнин ҫинчех чечек папки пур, весем чечек кӑларса ҫимӗҫ пама хатӗрленнӗ, халь вара хӑрса лараҫҫӗ, мӗншӗн тесен йывӑҫ сӗткенӗ хуппи айӗпе ҫӳрет, юн тымарӗ тӑрӑх юн ҫӳренӗ пек.

На всех были цветовые почки. Все бы они цвели и дали бы плод, а теперь я знал, что они пропадут, потому что сок в деревьях ходит по коре, как в человеке кровь ходит по жилам.

Шӑшин усси пур-и? // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 11–12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех