Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан вӗсем шӑпӑр какӑрне каллех ҫӑвара хыпаҫҫӗ, икӗ шӑпӑр, икӗ телейсӗр хӗр пек, чарӑна пӗлмесӗр макӑраҫҫӗ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Турӑ та пӗлмест пулӗ, — чарӑна пӗлмесӗр сӑмахларӗ Агафья Петровна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Киле таврӑнсан, хваттер хуҫине чарӑна пӗлмесӗр хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панӑ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пулса иртнӗ мыскара ҫинчен Антонина Павловна Михаил Николаевича каласа панӑ хыҫҫӑн, чылайччен иккӗш те чарӑна пӗлмесӗр ахӑлтатрӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Тӳпе хӗрринче, таҫти ҫӳлти мачча ҫурӑкӗсен вӗҫӗмсӗр мӗлтлетекен ҫутинче, кӑпӑклӑ симӗс хумсем инҫетри пӗлӗтсем патнелле чарӑна пӗлми ӑнтӑлаҫҫӗ; вӗсен хушшинче ҫавра ҫилсен хура кӑтрисем ҫапкаланаҫҫӗ; вӗсем ҫийӗн — ухмаха ернӗ кайӑк кӗтӗвӗлле — аял пӗлӗтсем кӗпӗрленсе куҫаҫҫӗ, — пӗтӗмпех хутӑшса кайрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Арӑмӗ, колхозра дояркӑра ӗҫлекен Зоя, тин ҫеҫ ывӑл ҫуратса панипе савӑннӑран чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатрӗ Мишша.От радости, что его жена Зоя, работавшая в колхозе, недавно одарила его сыном, он болтал не умолкая.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Килте чирлесе ларнӑ чухне хӑй ӗҫе ҫӳрейменшӗн мӗн чухлӗ кулянман-ши вӑл, чӗри чарӑна пӗлмесӗр йӑшкарӗ.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Анчах Фаддей Кузьмич ҫаплах хӑпмарӗ, чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатса ун хыҫҫӑн хӑйӑр тӑрӑх утса пычӗ.Он, однако, увязался за ней и, шагая по песку чуть сзади, не переставал говорить без умолку.
9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫӗршер миллион ҫул Ҫӗр ҫийӗпе ирӗккӗн вӗрет чарӑна пӗлмен ҫил, унӑн хуҫи ҫук пулсан та, вӑл пысӑк та усӑллӑ ӗҫсем тунӑ.
Xӗвел // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Сасартӑк поезд чарӑна пуҫларӗ.
ХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫаплах пултӑр, Николай Еремеич, ҫаплах пултӑр, — терӗ вӑл чарӑна пӗлмесӗр куҫӗсене мӑч-мӑч хупса: — иккӗ кӑваккине те пӗрре шуррине паратӑп эпӗ сире, унта (вӑл улпут ҫурчӗ еннелле пуҫне сулчӗ) улттӑ ҫурӑ.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Вӑл чарӑна пӗлмесӗр сухалне тӑрмаклать, куҫӗсене васкавлӑн мӑч-мӑч хупкалать, тутисене вылятать.Он беспрестанно шевелил у себя в бороде и очень проворно моргал глазами и губами подергивал.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Урамалла хыҫӗпе тухакан улпут картишӗ таврашӗнче яланах пулса иртекен ӗҫ пырать: тӗсӗ кайнӑ ситец кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем каллӗ-маллӗ чупкалаҫҫӗ; улпут картишӗнче ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсем пылчӑк ҫинче сӳрӗккӗн утса ҫӳреҫҫӗ, чарӑнаҫҫӗ те шухӑшлӑн ҫурӑмӗсене хыҫаҫҫӗ; десятскин кӑкарса хунӑ лаши наянӑн хӳрине суллать, пуҫне ҫӳле ҫӗклесе, хӳмене кышлать; чӑхсем кӑтиклетеҫҫӗ, чахоткӑллӑ кӑркка амисем чарӑна пӗлмесӗр пӗр-пӗринпе пакӑлтатаҫҫӗ.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Старик урисене хуҫса ларать, хӑйӗн тӗксӗмленнӗ, пӗчӗк куҫӗсене хӗсет, васкаса, анчах питӗ асӑрханса, мулкачӑ пек (мӗскӗнӗн пӗр шӑл та юлман) типӗ те хытӑ пӑрҫана, ҫӑварӗнче пӗр енчен тепӗр енне куҫарса, чарӑна пӗлмесӗр чӑмлать.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Темиҫе сехет хушши эпӗ пӑшалпа уйхир тӑрӑх ҫӳрерӗм, тен, чарӑна пӗлмен хӗрхенӳсӗр ҫӑвакан ҫав тери вӗтӗ те сивӗ ҫумӑр мӗн иртенпех ман ҫумма, ватӑ хӗртен те йӗрӗнчӗклӗрех ҫыпҫӑнман пулсан, вӑл мана вара юлашкинчен ӑҫта та пулин ҫывӑхра вӑхӑтлӑха та пулсан хӳтӗлӗх шырама хӗтӗртмен пулсан, тен, эпӗ хама кӗтсе тӑракан кӗрсе выртмалли ҫурта, Курск хулине каякан ҫул хӗрринче лараканскере, каҫ пуличчен тавӑрӑнман та пулӑттӑм.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
Хӗвел анса ларчӗ; анчах вӑрманта халӗ ҫутӑ-ха; сывлӑш таса та витӗр курӑнать; кайӑксем чарӑна пӗлмесӗр шӑкӑлтатаҫҫӗ; ҫамрӑк курӑк хаклӑ йышши чул пек хаваслӑн йӑлтӑртатать…
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
Унӑн арӑмӗ, ватӑ та мӑкӑртатаканскер, кунӗ-кунӗпех кӑмака ҫинчен анмасть, чарӑна пӗлмесӗр мӑкӑртатса вӑрҫать; ывӑлӗсем унӑн сӑмахне пӑхмаҫҫӗ те, анчах кинӗсене вӑл турӑ пек хӑратса пурӑнать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Калиныч питӗ хавас, илентерекен кӑмӑллӑ ҫын, чарӑна пӗлмесӗр мӑкӑртатса юрласа пырать, нимӗн шухӑшсӑр йӗри-тавралла пӑхса илет, кӑштах сӑмсапа калаҫать; кулнӑ чухне хӑйӗн янкар-кӑвак куҫӗсене хӗсет, час-часах хӑйӗн савӑл евӗрлӗ ҫӳхе сухалне тыта-тыта пӑхать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
«Ан шарла, теҫҫӗ сана, шуйттан ачи!» хӑйӗн чарӑна пӗлмен найкӑш ачине чӑтаймасӑр кӑшкӑрнӑ пек ҫиллессӗн кӑшкӑрса пӑрахрӗ Товкач.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Савӑнӑҫлах мар ӗнтӗ кун пек шухӑшсем, анчах ҫак «кинона», пӗр пуҫланӑ япала, чарӑна пӗлмесӗр, малаллах тӑсрӑм.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.