Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарусӑр сăмах пирĕн базăра пур.
чарусӑр (тĕпĕ: чарусӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнелсем, шавлӑн та хӑватлӑн кӑшкӑрса, пишсем ҫинелле тинӗсри чарусӑр хум пек чупса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫил чарусӑр

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Комсомолецсемпе пӗрле пухӑва чарусӑр чӗлхе-ҫӑварлӑ ҫамрӑксем те килнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чарусӑр хӗр ача, «никамран хӑраман» Сарье юратӑвне кукамӑшӗнчен пытарайман курӑнать, айванлӑхне пула ун ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ — тепӗр каҫхине (вӑл кун Иливан ашшӗпе Ятламас та таврӑннӑччӗ ӗнтӗ) пахчана сӗлкӗш тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗрене лайӑх, хӑтлӑ, ырӑ, илӗртӳллӗ, ӑс-пуҫ вара систерсех, асӑрхаттарсах тӑрать: асту, каччӑ, эс ытлашши иртӗхмесне, тӑванӑм, эс, чарусӑр этем, хӑвна картса панӑ виҫерен тухса каймарӑн-ши?

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай астӑвасса вӗҫкӗн те чарусӑр ача кӑначчӗ-ха ывӑлӗ, тепӗр чухне Хусана ашшӗпе ермешсе пыратчӗ, халь ав мӗнле ӳссе, тӗрекленсе, килпетленсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарьерен сыхланмалла-ха унран, чарусӑр хӗре ун пек ашкӑнма памалла мар.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чарусӑр тиексем, ӗмӗтсӗр тиексем хӑтланаҫҫӗ кӑна, — терӗ Шигалей шӗвӗр сухалне лӑс-лӑс силлесе.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс патшисен умӗнче йӳрӗк те йӑпӑлти вӑл, хӑй тума пултарайман ӗҫе те тума хатӗр, ятпа та чинпа кӗҫӗнрех шутланакан ҫынсем умӗнче — вӗҫкӗн те чарусӑр, каппайчӑк та тӳрккес.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗскер, шыва кӗме каяс тетни унта, ҫыран хӗррине, чарусӑр йӗкӗт? — тарҫӑсем пуррине кура юриех хыттӑн ыйтрӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Илессе вӑл — кӳршӗри Вӑрманкас ялӗнчен, чарусӑр та ҫивӗч чӗлхеллӗ Анна ятлӑ хӗре илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Анчах тепӗр куннех унӑн яланхи шӳтлӗхӗ сӳнни палӑрчӗ, чарусӑр кӑвак куҫӗсем тӗксӗмленчӗҫ, хаярланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

«Ӑсатӑр, — терӗ, — вӑхӑт ҫитрӗ, Чарусӑр аслати кӗрлет, Усал тӑшманӑн пурнӑҫ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ ирех ҫитме васкать, — Хӑй ушкӑнне канма памарӗ, — Утне васкатрӗ, хаваларӗ — Чарусӑр ҫилхине ласкать.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапла-ҫке вӑл ҫул-йӗр тӑрлавӗ: Силлет таттисӗр кӳмине, Янрать чарусӑр шӑнкӑравӗ, Сирет ырашӑн хӳмине.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тен, кӑварланнӑ чӗрӳпе, Ытла чарусӑр хӗрнипе Усал ӗҫ турӑн?

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ман чунӑм пулнӑ пуль чарусӑр: Ялан вӑл вӑрттӑн, чарӑнусӑр, Чӗвеннӗ ҫутӑ ирӗке.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ваттисем ӗнтӗ халь ҫамрӑксен шуйханӑвне пит хутшӑнса каймаҫҫӗ, ҫамрӑксем вара паҫӑрхи пекех шавлӑ, паҫӑрхи пекех чарусӑр.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чарусӑр этем хӗрарӑма хырӑмӗнчен ҫапса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Миҫе хутчен ылханман пулӗ вӗсем Исампайпа иккӗшӗ ҫав пуҫтах та чарусӑр Ятламаса!

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех