Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмран (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Калӑр-ха, тархасшӑн, Эсир паян ҫак ҫурт таврашӗнче ӑнсӑртран шурӑ анчӑка асӑрхамарӑр-и? — шуйхӑнчӑк, пусӑрӑнчӑк саспа сӑмах вӑлтса ыйтрӑм эпӗ хӗрарӑмран.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Миҫе ҫула ҫитрӗ ӗнтӗ Поля?» — тесе ыйтасшӑнччӗ Каюров, анчах Пульхерия Феофилактовна хӑйӗн ҫул шутне чакарсах пырать тенине аса илчӗ те шарламарӗ тата йӗркеллӗ арҫын «ҫамрӑкланакан» хӗрарӑмран нихҫан та вӑл миҫерине ыйтмасть.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Апат-ҫимӗҫ пӗҫерес енӗпе эпӗ чылай хӗрарӑмран ирттеретӗп.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унӑн Санюка ӗлӗкхи пекех ӑшӑ сӑмахсем калас килет, тӑрса ыталас килет, анчах майралла капӑр тумланнӑ хӑй арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмран вӑтанать.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Паян вӑл ялти чи хастар, чи ӗҫчен хӗрарӑмран ҫеҫ мар, хӑй юратакан каччӑ амӑшӗнчен малтан ӗҫе тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӗрӳпе Нухрат ӑҫта? — ыйтрӗ хӗрарӑмран Тукай.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апат пӗҫерес тесен хӗрарӑмран ирттерет.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӑҫта каяҫҫӗ вӗсем? — пӑшӑрханса ыйтрӑм эпӗ пӗр хӗрарӑмран.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара икӗ хӗрарӑмран пӗрне хушрӗ:

Он приказал одной из женщин:

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тарӑхнӑ хӗрарӑмран темӗн те кӗтме пулать.

От обиженной женщины чего угодно можно ждать.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ну, ку ик хӗрарӑмран пӗри ман арӑмах пуль-ха, тен, шӑп ҫаках ман мӑшӑр, ӑна та кӑмӑл тумасӑр хӑварас мар тесе шутларӑм тет.

Ну, из двух-то одна наверняка моя, думаю, говорит, и эту надо не обидеть.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эсӗ ҫеҫ мар, эпӗ те хӑратӑп вӑл хӗрарӑмран, — тет юлашкинчен Салакайӑк куркине сӗтел кӗтессине ӳпӗнтерсе хурса.

— Не токмо ты, сам я боюсь этой женщины, — шепотом говорит Салагаик голове, опрокидывая свою чашку на угол стола.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Апат пӗҫерме тесен ман Ятламас темле хӗрарӑмран та ирттерет.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Паша пӗр ҫамрӑк хӗрарӑмран ҫыру илнӗ, хӑнана каймалла, — пӗлтерчӗ ӑна Ковязин.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сасартӑк пӗр шухӑ хӗрача сиксе тӑчӗ те: — Качча тухмасан хӗрарӑмран гени ҫуралма пултарать-и? — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тем курса лармалла пулӗ ҫав сарӑплӑ хӗрарӑмран.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул вӑрӑм пулмасан та, инҫетрен килнӗ хӗрарӑмран Наровчатри пурнӑҫ ҫинчен чылай ыйтса пӗлчӗ Михаил Николаевич:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрарӑмран чейи мӗн пур тӗнчере: чипер макӑрнӑ вӑхӑтрах — кулса ярать, кулнӑ чухнех, — кирлӗ пулсан, — макӑрса та кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫук, Павлик, ку тӗрӗс мар: асамат кӗперри айӗнчен тухасси те, арҫынран хӗрарӑм пуласси те е, тата, хӗрарӑмран арҫын пуласси те — юмахра ҫеҫ пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Моргиана ҫак хӗрарӑмран тем пек йӗрӗнет пулин те унпа калаҫни ӑна ытлах тарӑхтарса тилӗрттермерӗ.

Но, как ни презирала Моргиана эту молодую женщину разговор с ней не сильно ожесточил ее.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех