Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
хӗлӗх (тĕпĕ: хӗлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Траурлӑ вагон хӗлӗх пек тӳрӗ тӑсӑлса тӑнӑ штыксен ҫутӑ стенисем хушшипе хуллен шуса кайрӗ.

Траурный вагон медленно проплыл за светлой оградой вытянутых в струнку штыков.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тӗрӗссипе каласан, унӑн хӳри пачах сахал юлнӑ: ик-виҫ хӗлӗх тата пӗр пӗчӗк пӑта, анчах ҫапах та…

Правда, хвоста у нее осталось уже маловато: два-три волоска да обойный гвоздик, — но все-таки.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Акӑ, халь аса илетӗп те эпӗ ҫав лашана, тӗлӗнетӗп, тикӗт пек йӑм-хураччӗ, урисем — хӗлӗх пек, куҫӗ вара Бэла куҫӗнчен пӗртте кая мар; вӑйӗ мӗнлеччӗ тата ун!

Как теперь гляжу на эту лошадь: вороная, как смоль, ноги — струнки, и глаза не хуже, чем у Бэлы; а какая сила!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кнопка ҫине пусӑр, урӑхла каласан, ҫӑраҫҫи ӑшне уҫҫине чиксе чӑнкӑртаттарӑр — заключеннӑйсем ҫав вӑхӑтра хӑть мӗн тӑваҫҫӗ пулсан та вырӑнтан сиксе тӑрса хӗлӗх пек карӑнса тӑраҫҫӗ; алӑк уҫӑлать те — камера старости пӗр сывлӑш ҫавӑрмасӑрах персе ярать.

Нажмите кнопку, то есть загремите ключом в замке или откройте «глазок», и узники вскочат, чем бы они ни были заняты, станут друг за другом и вытянутся в струнку; распахивается дверь, и староста камеры выпаливает единым духом.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

— Кам ӳкернӗ ҫакна? — терӗ нимӗҫ хӗрарӑмӗ тепӗр хут, хытӑ карӑнтарнӑ йӗс хӗлӗх пек чӗтренӗ сасӑпа.

– Кто это рисовал? – повторила немка голосом, задрожавшим, как сильно натянутая струна.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

4. Ӑна тӳнкӗр ҫапса, ташласа мухтавлӑр, Ӑна хӗлӗх янӑратса, шӑхличӗ каласа мухтавлӑр.

4. Хвалите Его с тимпаном и ликами, хвалите Его на струнах и органе.

Пс 150 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эй итлӗр, патшасем, тӑнлӑр, аслӑ ҫынсем: эпӗ Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп, хӗлӗх янӑратса Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, мухтатӑп.

3. Слушайте, цари, внимайте, вельможи: я Господу, я пою, бряцаю Господу Богу Израилеву.

Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Типсе хӑрнӑ курӑксем туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх пек курӑнаҫҫӗ, ҫав кашни хӗлӗх сасси пач чарӑничченех вӑйсӑрланса та вӑйсӑрланса пынӑн туйӑнать.

Прошлогодняя трава выпрямилась, точно натянутая струна, каждая травинка, казалось, стонала, и слабый этот стон становился все тише, пока наконец не смолк совсем.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех