Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗлӗх сăмах пирĕн базăра пур.
хӗлӗх (тĕпĕ: хӗлӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗҫсӗрлӗх! — каҫхи мӑнкӑмӑллӑ тӳпе хавхалантарнипе калас темен ҫӗртенех каласа ячӗ, ахӑр, ку сӑмахсене хӗр, каласа ячӗ те каллех ӑшри пӑлханӑнепе ҫутҫанталӑк хушшинчи ӗнерӗнме ӗлкӗрнӗ ӗлккен те ҫивчӗ хӗлӗх сассине чылайччен тӑнларӗ.

Бесконечность! — невольно воскликнула девушка, вдохновленная ночным высокомерным небом, и опять долго прислушивалась к голосу хриплой и острой струны, уже успевшей прорваться в внутреннем волнении.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Алексейӗн тути хӗрри чӗтренсе илчӗ, телеграммӑра ҫырнӑ йӗрӗсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен вуланӑ май, вӑл хӗлӗх пек тӳрленсе тӑчӗ:

Губы у Алексея задрожали, он вытянулся, как струна, вчитываясь снова и снова в телеграфную строку:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сире таҫта хӑвӑртан инҫетрех те мар етре ҫурӑлнӑ сасӑ илтӗннӗн туйӑнать, пур енчен те пуля сассисем илтӗнеҫҫӗ пек, — пыл хурчӗ пек нӑрлаканнисем те, шӑхӑраканнисем те, хӗлӗх пек янӑраканнисем те пур пек вӗсен хушшинче, — ҫав тери хӑрушӑ кӗмсӗртетсе янӑракан сасса илтетӗр, вӑл сасӑ сире пурне те ҫӳҫентерсе ярать, сирӗншӗн пулсан вара вӑл темӗнле, калама ҫук хӑрушӑ япала пек туйӑнса каять.

Как вам кажется, недалеко от себя слышите вы удар ядра, со всех сторон, кажется, слышите различные звуки пуль — жужжащие, как пчела, свистящие, быстрые или визжащие, как струна, — слышите ужасный гул выстрела, потрясающий всех нас, и который вам кажется чем-то ужасно страшным.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Вӗсен сассисем юханшыв шавӗпе, хурӑнсем чаштӑртатнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ, хӗвел пайӑркисем хӑйсем, хытӑ туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх пек, янӑранӑн туйӑнаҫҫӗ.

И голоса их сливались со звоном ручейка и шелестом берез, и казалось,сами солнечные лучи звенят, как туго натянутые струны.

Хыпарҫӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Кӗрлет пӗчӗк пианино, хӑй нихҫан курман уявшӑн савӑнса, кашни хӗлӗх амӑшӗн пӳрнисене хирӗҫ тӗрӗс сас парать, унӑн ҫиллипе, чӗри хаярлӑхӗпе ҫӗкленсе янӑрать:

Гудит от никогда не переживаемого торжества маленькое пианино, чутко отзывается каждая струна на пальцы матери, звучит ее гневом, протестом ее сердца.

«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Лӑпкӑ, ачаш кӗвӗ, такам пӗри тӳлек каҫ шӑнкӑр-шӑнкӑр юхакан шыв хӗрринче юрласа ҫӳрет тейӗн, ҫавӑнтах тата ҫӳллӗ хырсен туртӑнтарнӑ хӗлӗх пек тӳп-тӳрӗ те кӑтрашкарах хупӑллӑ вуллисене ҫил ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрланӑн туйӑнса каять.

…Спокойная, ласковая музыка, словно кто-то в тихий вечер поет у немолкнущего ручья, и чудится — ветер осторожно перебирает шероховатые, прямые, как струны, стволы высоких сосен.

«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Ытлашши хытӑ карӑнтарман хӗлӗх пек янраса, пӗр пуля хыр йывӑҫҫи ҫине кӗрсе ларчӗ.

Вдруг пуля, зазвенев, как слабо натянутая струна, окончила свой путь, вонзившись в мякоть сосны.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Вӑл, пӑшалтан пӑрӑнса иртсе, тепӗр енчен пынӑ та, хӑй умӗнче нимӗн те ҫуккине кура, йытӑ вилли патнелле туртӑннӑ, ҫак вӑхӑтра ухӑран кӑкарнӑ хӗлӗх ҫиппе сӗртӗннӗ, ухӑ персе янӑ.

Обойдя ружья, он остановился с лицевой стороны и, не видя преграды, потянулся к своей добыче, задел волосяную нить и спустил курок лучка.

Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.

Хӗлӗх пек ҫинҫе ҫип кирлӗ.

для него нитки-то тонкие нужны, не толще конского волоса.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ука хӗлӗх пек карӑннӑ эрешмен карти кӗр ҫитнине аса илтерет.

Золотая паутина напоминает о приближении осени.

VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Темле ҫыхӑнусӑр кӗвӗсем салхуллӑн нӑйӑлтатрӗҫ, вӗсен вӗҫӗ те, пуҫламӑшӗ те пулмарӗ, йывӑррӑн ахлатнӑ пек илтӗнет хӗлӗх сасси.

Но мелодия получилась такая заунывная, что казалось, гусли не звенят, а стонут, разрывая на куски изболевшуюся душу.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аптранӑ енне Тухтар ӗнер кӑна хӗлӗх карса пӗтернӗ кӗслине тытрӗ.

В отчаяньи Тухтар взял в руки гусли, к которым только вчера приладил последнюю струну.

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӗркӗчпе вӗртермессерен хӗлӗх пек ҫинҫе хӗлхемсем ҫӳлелле пуҫтаххӑн сирпӗнеҫҫӗ.

От раздуваемых мехов в воздух поднимаются тысячи тонких ниточек-искорок.

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклемесӗрех енчен енне пӑхкалать: алӑк патӗнчи кӗтесре пӗр пӗчӗк хура эрешмен, хӗлӗх пек ҫинҫе урисене сывлӑшра вылятса, ҫӳлелле васкавлӑн хӑпарать.

Не отрывая головы от подушки, Шерккей повел глазами по сторонам, точно: в углу соткал свою паутину черный паучок, перебирая тонкими голенастыми ножками, изо всех сил устремился вверх.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫапла кӗслине хӗлӗх карасси ҫеҫ юлни ҫинчен шухӑшласа, Тухтар ир-кӳлӗм пӳрт умне те тухса ларчӗ.

Думая о недоделанных гуслях, парень вышел ко двору, присел на скамейку.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Етиккан вӑйҫӑ ӑна: «Хӗлӗх тупса парӑп», — тесе шантарнӑччӗ.

Струны ему пообещал гусляр Етиккан.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Яланхи пекех, ыйхинчен ир вӑранчӗ, ҫӗрулми пӗҫерсе ҫирӗ, ҫӗнӗ кӗслине хӗлӗх кармалли пӑркӑчсем лартса тухрӗ.

Как обычно, проснувшись, сварил картошки, поел, потом просверлил дырочки для струн к новым гуслям.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Господин пырса кӗрсен, пӗтӗм класс шавлӑн ҫӗкленсе, хӗлӗх пек карӑнса тӑчӗ.

При появлении господина весь класс шумно встал и вытянулся в струнку.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Чи юлашки самантри сасӑ-сӑнсем, хытӑ карӑнтарнӑ хӗлӗх пек чӗтренсе малтанах ҫинҫен те янравлӑн, унтан хуллентерех, аран ҫеҫ илтӗнсе, юлашкинчен вара, пӗр-пӗринпе хутшӑнса-арпашӑнса кайрӗҫ…

В это последнее мгновение образы-звуки сплелись и смешались, звеня и колеблясь, дрожа и смолкая, как дрожит и смолкает упругая струна: сначала выше и громче, потом все тише, чуть слышно…

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ҫамрӑксен ушкӑнӗ шӑпӑртах пулчӗ, ҫакӑ вара пурте темшӗн тӗлӗнсе шикленсе ӳкнине палӑртрӗ; пурте ҫакна тӗтреллӗреххӗн туйса илчӗҫ: калаҫу ытла шала, уйрӑм ҫын ҫине куҫрӗ, темех мар сӑмаха пулах таҫта хытӑ карӑнтарнӑ вичкӗн туйӑмлӑ хӗлӗх янӑраса кайрӗ…

Среди молодой компании водворилась серьезная тишина, под которою чувствуется так ясно недоумелый испуг: все смутно поняли, что разговор перешел на деликатную личную почву, что под простыми словами зазвучала где-то чутко натянутая струна…

IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех