Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑять (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кам илме хӑять шурӑ хӗрарӑма?

— Кто посмеет купить белую женщину?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хӑйне пӑхӑнакансенчен хӑшӗ те пулин ҫакӑн пирки иккӗленме хӑять пулсан, ҫак шухӑша тӗрӗслеме ӑна самантрах леш тӗнчене ӑсатнӑ пулӗччӗ.

Любого из своих подданных, который осмелился бы усомниться в этом, он отправил бы на тот свет удостовериться в справедливости его утверждения.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Апла-тӑк, мӗншӗн-ха Виталий каччӑ пуҫӑнах чип-чипер хӗр кӑмӑлне, Нина кӑмӑлне, хуҫма хӑять?

Как же Виталий мог такое наговорить девушке, с которой гулял не один день.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнтах вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: ку ҫӗршыва вӑл аллине кӗсьене чиксе уҫӑлса ҫӳреме килмен, хӑйне Геркулес малашне те кокуйосене, ытти хуртсене тытнӑ чух чӑрмантарма хӑять пулсан, ку уншӑн ахаль иртмӗ!

Однако он заявил, что «посетил» эту страну отнюдь не для того, чтобы прогуливаться, засунув руки в карманы, и если Геркулес осмелится и впредь мешать ему охотиться на кокуйо и других светляков, Геркулесу это не пройдет даром!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Кимас-кӳлли ялӗнчи Макарьев мала тухса тӑчӗ те, — малалла калать, лахтарьсем ҫара мобилизациленӗ ҫын: — «Аллу хӑять пулсан, пер!

— Макарьев из Кимас-озера вышел вперед и сказал ему, — продолжал мобилизованный: — «Стреляй, коли рука не дрогнет!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ӑна, Понторсона, Вильдене, Понто-Бона ирӗке кӑларакана, Доль патӗнче ҫӗнтерекене, тин ҫеҫ Турга тӑшмантан туртса илнӗ ҫынна, ӑна, пире никам ҫӗнейми тунӑскере, ӑна, Вандейӑра республика хӗҫӗ пулса тӑнӑскере, — темӗнле Симурден текенскер вӗлермелле суд тума хӑять!

Казнить его, освободителя Понторсона, Вильдье, Понт-о-Бо, победителя при Доле и Турге, да ведь с ним мы непобедимы, да ведь он меч республики в Вандее, и Симурдэн еще смеет приговаривать его к смертной казни!

IV. Судья пулнӑ Симурден хыҫҫӑн — Симурден учитель // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Анчах тӑшман Архангельск патне ҫывхарма хӑять пулсан, эпир ӑна хаяр вут-ҫулӑмпа кӗтсе илӗпӗр.

Но если противник рискнет подойти к Архангельску, мы встретим его жестоким огнем.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Халӗ ак унӑн ҫак чӑрсӑра ҫӑвар урлӑ парас килсе кайрӗ, каласан та вӗт, — салтак, — пӗр эрне ҫеҫ маларах кашни офицер умӗнчех чӗтресе тӑнӑ, халӗ ак ҫак идиотла Австро-Венгрире ҫапла пӑтранса кайнӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫакнашкал калаҫма хӑять

Сейчас ему очень хотелось дать по морде этому хаму, который еще неделю назад дрожал перед каждым офицером, а теперь, когда в этой идиотской Австро-Венгрии заварилась каша, имеет наглость разговаривать таким тоном…

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Епле хӑять тата тӗрлӗ салтак таврашӗ кунта хӑйӗн ҫатӑрмисемпе ҫапкаланса ҫӳреме?

И как смеет всякая солдатня шататься здесь со своими трещотками?

Иккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Урӑх ҫынсенчен никам та ҫав паллӑна лартмалла мар, енчен кам та пулин ӑна лартма хӑять пулсан, шайка ӑна суда парать; енчен вӑл, итлемесӗр татах лартать пулсан, ӑна вӗлермелле.

И никто из посторонних не имеет права ставить этот знак, только те, кто принадлежит к шайке; а если кто-нибудь поставит, то шайка подаст на него в суд; если же он опять поставит, то его убьют.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ офицер, вӑл хӑять

Я официр, а он смеет…

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Кам ҫапла шухӑшлама хӑять, ҫав…»

Пусть тот, кто осмелится подумать, пусть тот…»

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

— Кам ҫухӑрашма хӑять?

— Кто смеет орать?

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Курӑр-ха ӑна, ҫапла пулса иртнӗ хыҫҫӑн укҫа ыйтма хӑять тата.

Вишь ты, еще имеет столько дерзости, что после всего трешку просит!

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Юрдан ҫеҫ хӑйӗн кил-йышӗпе ҫакӑнта тухса ҫӳреме хӑять.

На это дерзал только Юрдан со своими домочадцами.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ӗнтӗ тимлӗрех те сисӗмлӗрех, ун умӗнчен нимӗн те курӑнмасӑр иртсе кайма пултараймасть, Вӑл ӗнтӗ ҫивӗччӗн те усаллӑн кулма хӑять, ҫавӑнпа та хайхи питӗ сарлака кӑвак шлепкеллӗ ҫын, хӑйне кулса йӗпленине курса, шавлӑ сӑмахсемпе тиврете-тиврете илнине туйса, утӑмне хӑвӑртлатать.

Она становится теперь чуткой и восприимчивой - ничто новое для нее не проходит мимо не замеченное ею, Она теперь осмеивает резко и зло, и человек в слишком широкой серой шляпе должен ускорить шаги под насмешливыми уколами ее взглядов и бичами ее восклицаний.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ку тӗрӗс мар! — терӗ вӑл хӗрсе, урипе тапса: — Кам ҫапла шухӑшлама хӑять?..

Это неправда! — сказала она, вспыхнув и топнув ногой, — Кто смеет это подумать?..

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗнле хӑять вӑл ман улпут ҫинчен ҫапла калама? — хӗрсе кайсах хирӗҫлерӗ Захар, кучер ҫине кӑтартса.

— Как он смеет так говорить про моего барина? — возразил горячо Захар, указывая на кучера.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мана ҫавӑн пек калама хӑять пулсан ун хутне кӗрекенсем чӑннипех вӑйлӑ ҫынсем.

Если он мне Ивану такое сказал, значит у него крутая крыша.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

3. Ҫак Г. летчиках ҫав майпа доклад тӑвасшӑн хӗрӗнет, хӑйӗн элекне наукӑн пысӑк ҫитӗнӗвӗ темешкӗн те хӑять пулмалла.

3. Что этот летчик Г. собирается даже выступить с соответствующим докладом, считая, очевидно, свою клевету крупным научным достижением.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех