Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтӑлнине (тĕпĕ: хӑтӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вӑхӑтра Зинӑна военкомата та, ытти ҫӗре те час-часах чӗнкеленӗ, тыткӑна мӗнле майпа лекнине, унтан епле хӑтӑлнине тӗпченӗ тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Аслӑ урам урлӑ каҫса тӗттӗм тӑкӑрлӑка кӗрсен тин хӑйсем хӑрушлӑхран хӑтӑлнине туйса чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иливан амӑшӗ Эрнепи тыткӑнран хӑтӑлнине пӗле тӑркачах Тукай тӗкӗрҫе ыттисемпе пӗрле Сӗве хулине кайма ирӗк памарӗ, эс кунта кирлӗ пулатӑн тесе хӑйӗнпе пӗрле хула тулашнех хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй кашкӑрсенчен хӑтӑлнине пӗлсен тин упа урапа ҫинчен эхлеткелесе аннӑ та пахчаналла тухса мӗкӗлтетнӗ.

Медведь, опомнившись, понял, что спасся от волков, охая и кряхтя, вывалился из телеги и поковылял в огород…

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗнле хӑтӑлнине пӗлни мӗн усӑ парать-ха? хӑтӑлнӑ, ҫавӑ лайӑх.

— Что пользы знать тебе, как выбрался? Довольно того, что выбрался.

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Чылайӑшсен ҫийӗнчи кӗпипе шӑл хушшинчи кӗске чӗлӗмӗсӗр пуҫне нимӗн те ҫук, чылайӑшсем ҫӗтӗк ҫурӑк ҫеҫ уртса янӑ, ҫакӑ вара вӗсем е мӗнле те пулин инкекрен аран-аран хӑтӑлнине е хӑйсем ҫинчи мӗнпур япалана сутса ӗҫсе яриччен иртӗхсе ҫӳренине кӑтартса парать.

Беспорядочный наряд — у многих ничего не было, кроме рубашки и коротенькой трубки в зубах, — показывал, что они или только что избегнули какой-нибудь беды, или же до того загулялись, что прогуляли все, что ни было на теле.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Сергей Смирнов хӑй «Герои блока смерти» кӗнекинче тупӑннӑ ҫичӗ ҫын ятне асӑнать: Виктор Украинцевпа (Ростов облаҫӗнчи Новочеркасск хулинчен) Иван Битюков (Луганск облаҫӗнчен) — вӗсем Австри бургомистрӗн хуторӗнче пӗр вӑхӑт пурӑнса кайран малалла тараҫҫӗ, Иван Баклановпа (Курган облаҫӗнчен), Владимир Соседко (Краснодартан) — вӑрманта пытанса пурӑнса ҫӗнтерӗве те унтах кӗтсе илеҫҫӗ, Александр Михеенковпа (Смоленск облаҫӗнчен) Владимир Шепетя (Полтавӑран) — Австрири хресченсен сарайӗнче пӗр вӑхӑт пурӑнса илнӗ хыҫҫӑн кайран малалла каяҫҫӗ, Иван Сердюк (Донбассран) — мӗнле хӑтӑлнине ҫырса кӑтартман.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Хӑҫан тата мӗнле майпа Бланко укҫа тӳлесе тыткӑнран хӑтӑлнине никам та пӗлмест, анчах вӑл, паллах, ирӗкре пуйнӑ, сборщик сумкине ҫакса вӑл Алжирти пӗртен-пӗр кӗлӗ ҫурчӗ — Сан Педро канелли еннелле, — утнӑ.

Неизвестно, когда и как Бланко выкупился, но, очевидно, был свободен и с сумкой сборщика пробирался к капелле Сан-Педро, единственной христианской молельне Алжира.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Казармӑсем тӗлӗнчен иртсе кайса, катастрофа пуласран епле хӑтӑлнине хам та астумастӑп.

Не помню, как мне удалось уйти от казарм и избежать катастрофы.

Бензина тӗрӗслесе пӑхни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Халӗ ӗнтӗ, хӑйсем нимӗҫсен аллинчен хӑтӑлнине курсан, ачасен часрах хулана ҫитес килчӗ.

Теперь, увидев, что они вырвались из рук немцев, ребятам хотелось поскорее добраться до города.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Тренировка хыҫҫӑн ыратни сӗт йӳҫекӗнчен хӑтӑлнине систерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫыннӑн 639 мышца // Сывлӑх. Сывлӑх, 2014.04.17

Ҫӳлӗ чукун ҫул йӗрӗ ҫинчен Птахӑна водокачка патӗнчи хӑй пӗлекен пӳрт курӑнса кайрӗ, ҫакӑнта тин Андрий хӑй чӑнах та хӑтӑлнине ӗненчӗ.

С высокой насыпи Птаха увидал знакомый домик у водокачки и только теперь поверил в свое спасение.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Халь эсӗ манран мӗнле тарса хӑтӑлнине курӑпӑр ӗнтӗ!

Посмотрим теперь, как ты от меня отделаешься!

XXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Иртсе кайнӑ хӑрушлӑхсем ҫинчен Гленарван калаҫса тӑмарӗ, ҫапла вара Элен та, Мэри Грант та, Роберт та хӑйсем мӗнле хӑрушӑ инкекрен хӑтӑлнине кӑшт та пулин сиссе юлмарӗҫ.

Гленарван ни словом не обмолвился о пережитой тревоге, и ни Элен, ни Мэри Грант, ни Роберт даже и не заподозрили, какой страшной опасности они избежали.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Е эпӗ Евгений тытӑмӗнчен хӑтӑлнине асӑрхатӑр-и эсир?

Разве вы замечаете, что я уже освободился из-под его влияния?

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Утрав ҫинчи пурнӑҫӑн юлашки ҫулӗчченех эпӗ ҫав арканнӑ карап ҫыннисенчен кам та пулин хӑтӑлнине пӗлеймерӗм.

До последнего года моего пребывания на острове я так и не узнал, спасся ли кто-нибудь с погибшего корабля.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вилӗмрен хӑтӑлнине ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртнӑ хыҫҫӑн, эпӗ каллех шухӑшлама тытӑнтӑм: ҫӗр те тинӗс пекех хӑрушӑ пулма пултарать, хам мӗнле вырӑна лекнине эпӗ пачах пӗлместӗп, ҫавӑнпа та манӑн халех кунти ҫӗршыва тӗплӗн пӑхса тухмалла.

Выразив такими словами свою горячую радость по случаю избавления от смертельной опасности, я вспомнил, что земля может быть так же страшна, как и море, что я не знаю, куда я попал, и что мне необходимо в самом непродолжительном времени тщательно осмотреть незнакомую местность.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кралич тарса хӑтӑлнине тӗшмӗртсен, Марко, хапха уҫрӗ те хӑй умӗнче онбашипе жандармсем тӑнине курах кайрӗ.

Когда Марко, убедившись, что Кралич исчез, открыл ворота, перед ним предстал онбаши со своими подчиненными.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак инкекрен вӑл мӗнле майпа хӑтӑлнине курас килетчӗ манӑн.

Мне хотелось видеть, как она выпутается из этого затруднительного положения.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӑна разведчиксем вӑрманта мӗнле тупнине те, вӑл Биденкоран епле тарнине те, суккӑр лашана ҫавӑтса разведкӑна епле кайнине те, нимӗҫсем патне епле лекнине те, унтан епле хӑтӑлнине те, пурне те, пӗтӗмпех, компас тата «Чурасем эпир мар, эпир чурасем мар» тесе ҫырнӑ букварь ҫинчен те пӗлнӗ.

Знал, как его нашли разведчики в лесу, как он убежал от Биденко, как ходил со слепой лошадью в разведку, как попался немцам, как был освобождён, и вообще абсолютно всё, вплоть до компаса и букваря с прописью «Рабы не мы. Мы не рабы».

20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех