Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир те вӗренме кӗместӗр пулӗ-ҫке? — тӗлӗнчӗ Эльгеев, ку ҫыннӑн хӑрах куҫне шур илнине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Папкӑн хӑрах кӗтесӗ ҫунса хуралнӑ пулин те, шалти нота хучӗсем чиперех.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ырзем, — те кӗпине варалас мар тесе, те «вилӗм» сӑмаха калама хӑранипе, — хӑрах урипе чӗркуҫленчӗ те, чӗтрекен сасӑпа пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑрах куҫпа та пулин пырса курасчӗ тӑван вырӑнсене!..

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа ыйтатӑп та: хӑрах куҫпа та пулни курса юлма парсамӑр, — ыйтрӗ Алюнов арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темӗнле вӑрттӑн туйӑм сасартӑк шарт сиктерчӗ Эльгеева: хӑрах аллипе револьвер тытса, тепринпе электричество хунарӗпе ҫутатса, сӑнавлӑн пӑхрӗ вӑл пӳрт ӑшчиккине.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫта санӑн хӑрах хӑлха ҫакки? — сасартӑк ыйтрӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗтел умне хӑрах алӑсӑр, чылай якалнӑ симӗс курткӑллӑ студент пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр сӑмахпа каласан — petite dame — кӑмӑллӑн кулкаласа хӑрах аллипе ачашларӗ Соньӑна.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Вунпиллӗке ҫитеймен-ха — каччӑ пулма ир, — шӑллӗне хӑрах аллипе ыталаса каларӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр хӑрах йӑрана яхӑн сухаларӑн та пулӗ эсӗ, Павлуш?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Василий Иванович, аллинчи четвӗрт кӗленчине хӑрах аллипе ыталасах, лапчӑнса сике-сике илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр енче — чухӑн хресченсен «хӑрах йӑранӗсем», тепӗр енче — «улпутсен вӗҫӗ-хӗрри курӑнман ҫеҫенхирӗсем, тырпул уйӗсем, вӑрманӗсем…»

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Айта тарар! — терӗ суккӑр Тимкка (ун хӑрах куҫӗ суккӑр пулнӑ).

— Бежать надо отсюда! — в испуге крикнул одноглазый Тимкка.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Пиншаккин тӳмисем хӑрах енче кӑна, шалтан тӳмелемеллескерсем, ҫухине, пӗчӗк тӑхапа ҫаклатмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тимахви вара, учитель вырӑнӗнче пулнӑ: «Иккӗ икӗ хут — тӑваттӑ, хушас хӑрах тӑххӑр тата пӗр пиллӗк. «Миҫе пулать?» — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Александр Ивановичӑн куҫлӑхӗ хӑрах хӑлхаран аран ҫакланса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тухтӑр яла килни ҫинчен илтсен, килкарти тулли ҫын пуҫтарӑнчӗ: хӑшӗ килне пырса ачисене пӑхма ыйтать, хӑшӗ чаплӑ тухтӑра хӑрах куҫпа та пулсан курса юласшӑн тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ирхи апатчен хӑрах йӑран мар, ҫурпилӗке яхӑн сухаласа пӑрахрӗҫ Хӗветӗрпе Коля, сӑвӑсем каласах.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пуҫтарӑнаҫҫӗ вара, ӗҫрен тухсан, яш каччӑсем, хӗрсем умӗнче вӗҫкӗнленсе пирус туртаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри (чылайрах укҫа ӗҫлесе тупнисем) ҫӗн атӑ тӑхӑннӑ, ҫухине хӑрах енне туса ҫӗленӗ хура е кӑвак сатин кӗпе тӑхӑннӑ, пилӗкне ал лаппи сарлакӑш чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ — епле чипер хӗрсен чӗри сиксе тапмӗ кун пек каччӑсемпе юнашар ларнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех