Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вӑл хӑрах аллипе Йӑтнӑ сӑра чӗресси: Ай-хай, хӗн пек ҫӗклесси, Ай-хай, ҫӑмӑл ӗҫесси!

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑрах аллинче кукӑр патак, тепӗр аллинче тӗксӗм кӑвак шлепке.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килхуҫи — уйрӑм тенкел ҫинче, сӗтел хӑрах енче.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ тин ҫеҫ касса татнӑ пушӑтран алӑк умӗнче ҫӑпата хуҫса ларам, тем тесен те, хӑрах алӑпа ҫӑпата хуҫма пултаратӑп-ха эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, Анушка, хӑрах алӑллӑ тракторист вӑл тракторист мар.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кунта та хӑрах алӑпах тытма пулать,— ун хӑлхи патне пӗшкӗнчӗ Анушка.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑрах алпа ӑҫтан ӗҫлетӗн?

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анушка вара унӑн хӑрах аллинче пӗр тӗрӗс пӳрне те юлманнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Манӑн ҫавна курмасӑр каяс марччӗ, ҫавӑн ҫине хӑрах куҫпа та пулин пӑхса илесчӗ, — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сая каймасть, вӑрҫӑ пӗтсен ак электростанцине туса ҫитеретпӗр, — хӑрах чӗркуҫҫипе тенкел ҫине чӗркуҫленчӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малти танк кустӑрмисем ҫинчи гусеница, шуса килекен ҫӗлен ҫинчен тирӗ сӗвӗнсе аннӑ евӗр, ҫӗрелле ӳкрӗ, танк, хӑрах гусеница ҫинче ҫеҫ юлнӑ май, хӑяккӑн ҫавӑрӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кӳр, хам хывам, эс хӑрах алпа хываймӑн, — кармашрӗ вӑл ывӑлӗн ҫӳлӗ хулпуҫҫийӗсем патнелле.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрте кӗрсен, вӑл ниҫта пырса тӗкӗнме те пӗлмерӗ, пӳрт ӑшчиккине сӑнанӑ пек, унталла-кунталла ҫеҫ пӑхса тӑчӗ, хӑрах аллине кӗсйинчен те кӑлармарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре, пӗр ҫӗклем курӑкпа ҫӗрулми аври йӑтса пырса, ӑна картана ывӑтать, хӑй хӑрах аллине консервӑран юлнӑ кӗленче банка илет те качакине сума чӗркуҫленсе ларать.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл пуҫне кӑшт чалӑштарса хӑрах пӳрнине хӑлхи патне ҫӗклерӗ, «тутаркассем мӗнле ҫӗмӗрттереҫҫӗ!» тенӗ пек, таврари ҫынсем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сахрун ҫакна кура хӑй тӗллӗн кулса илчӗ: вӑрҫӑ Михала кӑмӑлне те хытарнӑ иккен, кун пек чухне ялан ҫамрӑксемпе пӗрле пулакан старик ташлама та манчӗ темелле, сӑмахпа хӑйне хӑпартлантарса, хӑрах урипе ташлам пекки тукаласа илет те ҫавӑнтах лӑпланать, купӑсҫӑ пӗтӗм ял пӗлсе тӑракан «Михала кӗвви» каланине илтмӗш пулать.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран вӑл чылай пӗтсе кайнӑ, хӑрах ура ҫинче ҫеҫ тӑнӑран пулас, пӗвӗнчен те пӗчӗкленнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унран инҫе мар валашкалла чавса тунӑ кимӗ, пӗтӗмпех шывпа тулса, хӑрах пуҫӗпе юшкӑна тӑрӑнса кӗрсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӑрса ӑна тӗрӗс ӑнланнӑ иккен: хӑйсем патне пырса тӑрсан хан арӑмӗ ӑна икӗ алӑпа ыталаса илсех хисеп турӗ, каярахпа, чи ҫывӑх та шанчӑклӑ ҫыннине тӗл пулнӑ пек, хӑрах алӑпа ун хул айӗнчен ҫакӑнса канса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан юмӑҫ карчӑк чарӑнманнине кура тӳсеймерӗ, лаши ҫинчен тӑрст! сиксе анчӗ те Сахвине инке картине хӑрах урапа пӗрех тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех