Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яка Илле хӑрах куҫне уҫса Ивук ҫине пӑхать те питне пӗркелентерсе катка тӗпнелле тата аяларах шуса анать.

Илле, приоткрыв глаз, взглянул на сына и, съежившись, погрузился еще глубже.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пулма-ас! — тет вӑл хӑй ӑшӗнче хӑрах куҫлӑ Шахруна ятласа.

Молча, про себя, почем зря наругивает Шахруна: «Не-ет, не бывать по-твоему.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑман-мӗн тупса килнӗ те вӑл, чӗпписене шыранӑ чух кушакпа ҫапӑҫса хӑрах куҫне ҫухатнӑскер, йӑвине, пушӑ хӑма хушшине, кӗрсе ларнӑ.

Принесет червяка или еще какую букашку, сядет в гнездо — в щель между досками, потреявшая глаз в битве с котом, когда искала птенцов.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Иллепе хӑрах куҫлӑ Шахрун Чӑлах Эрнюк пӳрчӗ умне пырса тӑнӑ.

Илле Щеголь и одноглазый Шахрун стоят возле дома Эрнюка.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрачан пилӗкӗ ыратать пулас, тырри хӑрах ывӑҫ пулсанах вӑл тӳрленсе тӑрать те ӑна ашшӗн тулман кӗлти ҫине пыра-пыра хурать.

С непривычки у девочки болят руки, шея, спина, как только она наберет горсть стеблей, сразу выпрямляется и несет их к отцовскому снопу.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, хӑрах куҫлӑ Шахрун кӗркунне Паҫана качча…

Поговаривали, что одноглазый Шахрун не прочь осенью жениться на Пазе…

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑвант патенче Яка Иллен ҫӗнӗ тарҫи — хӑрах куҫлӑ Шахрун ларать.

У огня сидит новый работник Илле — одноглазый Шахрун.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑрах куҫлӑ алпастӑна халь никам та ӗлӗкхи хитре Шахрун тесе калас ҫук.

В одноглазом оборванце вряд ли кто, даже из его деревенских, сумел бы признать бывшего красавца Шахруна.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗррехинче Чикме пасарӗнче Яка Илле патне пӗр чалӑш хул пуҫҫиллӗ те хӑрах куҫлӑ тискер этем пырса тӑрать.

Но однажды на базаре в Козьмодемьянске к Илле подошел странного обличья человек — одно плечо у нею было ниже другого, был он одноглаз и темнолиц.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑрах куҫлӑ ҫеҫ пулсан та Яка Илле тарҫи Шахрун аякрине курнӑ.

Шахрун хоть и был одноглаз, видел однако получше иного зрячего.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун хыҫҫӑнах хӑрах куҫлӑ Шахрун та сӗнккерӗ.

За ним последовал и одноглазый Шахрун.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Акӑ ентӗ ҫывӑхрах упа мӑшӑлтатса сывлать, малти хӑрах урине ҫӗклесе, тап чарӑнса тӑрать, пӗчӗк куҫӗсемпе хай умӗнче выртакан ҫын кӗлеткине сӑнаса пӑхать.

Вот уже совсем близко дыханье зверя, вот он остановился, приподнял переднюю лапу, с интересом разглядывая маленькими глазками распростертого перед ним человека.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑхӑр вунналла ҫитнӗ ватӑ Михапар, Ҫӗпӗртен хӑрах куҫпа таврӑннӑскер, халь те-ха пуҫне каҫӑртса утса ҫӳрет, пупа курсан нихҫан та сывлӑх сунмасть, чиркӗве те ура ярса пусмасть.

Вернувшись из Сибири с одним глазом, он и сейчас еше бодро ходит по деревне несмотря на свои девяносто лет, завидев попа, он ни разу не поприветствовал его, а в церковь и ногой не ступает.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тарҫӑсем, хӑрах куҫлӑ Хветлепе курпун Микки, арӑмӗпе упӑшки, ним туса ӗлкӗреймеҫҫӗ.

Батраки, одноглазая Хветли да горбун Микки, за всем не поспевают, хоть и рвутся на части.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑрах куҫ хӳрипе те пӑхмарӗ ун еннелле Ухтиван савса.

И краешком глаза не глянул на нее Ухтиван.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пахчаран ыйхӑллӑ Шахрун, Яка Иллен хӑрах куҫлӑ «хурӑнташӗ», килсе кӗчӗ.

С огорода зашел заспанный, помятый одноглазый «родственник» Илле.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ҫумнех хӑрах кӑҫат вӑркӑнса тухса ӳкрӗ.

Прямо перед носом Ухтивана промелькнул дырявый валенок.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Питне вӑл хӑрах аллипе хупланӑ, ҫавӑнпа сасси кӑшт улшӑнса илтӗнет.

Одной рукой он прикрывает больную щеку, потому голос его звучит глухо.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун ашшӗ ӗлӗкрех ялсем тӑрӑх сутӑ туса ҫӳретчӗ, хӑрах куҫлӑччӗ.

Отец его еще по деревням ездил, торговал, одноглазый такой.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван хӑрах аттине ҫӗклесе уксахласа утса пыракан Ивук ҫине тарӑхса пӑхса илчӗ те нимӗн те шарламарӗ.

Ухтиван только смерил досадливым взглядом хромающего Ивука, ничего не ответил.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех