Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Мӗн пулса иртнине илтсен, чатӑрти ҫынсем пурте хӑраса ӳкнӗ, 2. вӗсен ӗнтӗ сехри хӑпса тухнӑ, пӗри те тӑванӗн куҫӗ умӗнче тытӑнса тӑман, вӗсем пурте тарма пуҫланӑ, айлӑмри тата ту-сӑрт ҫӗршывӗнчи пур ҫул тӑрӑх ҫын чупнӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл шывсӑр аптӑраса ҫитнипе хӑраса ӳкнӗ халӑх пуҫлӑха хирӗҫ ӳпкелешсе калаҫни ҫинчен илтнӗ, Иудифь ӗнтӗ Озия вӗсене мӗнле сӑмахсем калани ҫинчен те, вӑл пилӗк кунран хулана Ассири ҫарне пама тупа туни ҫинчен те илтнӗ, 10. вара вӑл хӑйӗн ҫуртне-туприне пӑхса тӑракан хӗрарӑм тарҫине хула пуҫлӑхӗсене Озияна, Хаврина тата Хармина чӗнме янӑ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑна никам та пӗр сивӗ сӑмахпа та ӳпкелеймен, мӗншӗн тесессӗн вӑл Турӑран хӑраса пурӑннӑ.8. И никто не укорял ее злым словом, потому что она была очень богобоязненна.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсенӗн пысӑк йышне курсан, Израиль ывӑлӗсем хӑраса ӳкнӗ, кашниех хӑйӗн тӑванне каланӑ: халь ӗнтӗ вӗсем пӗтӗм ҫӗре ҫаратса тухӗҫ, вӗсен вӑйне ҫӳллӗ тусем те, айлӑмсем те, сӑртсем те чараймӗҫ, тенӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ахиор сӑмахне итлесе пӗтерсен, чатӑр тавра тӑракан пӗтӗм халӑх шавлама-ӳпкелеме пуҫланӑ, Олофернӑн аслӑ ҫыннисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакансем тата Моав ҫӗрӗнче пурӑнакансем пурте: халех вӗлермелле ӑна, тенӗ; 23. эпир Израиль ывӑлӗсенчен хӑраса тӑмӑпӑр: вӑл халӑхӑн ҫар та ҫук, вирлӗн хирӗҫ тӑма вӑйӗ-хӑвачӗ те ҫук.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсем, Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн ҫарпуҫӗ Олоферн халӑхсене мӗн кӑтартнине, вӑл вӗсен пӗтӗм таса вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе-ҫаратса пӗтернине илтсессӗн, 2. питех те, питех те хӑраса ӳкнӗ, вӗсем Иерусалимшӑн тата хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗшӗн сехӗрленнӗ, 3. мӗншӗн тесессӗн вӗсем нумай пулмасть тыткӑнран таврӑннӑ, нумай пулмасть ҫеҫ пӗтӗм Иудея халӑхӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ мӑшкӑл тунӑ савӑтсене, парне кӳмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатнӑ пулнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл малалла та ырӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫа Турӑран хӑраса, Ӑна хисеплесе, мухтаса пурӑннӑ.И творил милостыни, и продолжал быть благоговейным пред Господом Богом и прославлять Его.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ывӑлӑм, эсӗ эпир ҫука юлтӑмӑр тесе ан хӑра: эсӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса, ҫылӑхран сыхланса Турра юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑнсассӑн, санӑн пурлӑху нумаях-ха, тенӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хама вӗлерме шыранине илтсен, эпӗ хӑраса хуларан тухса тартӑм.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ хамӑн пӗртӑванӑма Ханание тата керем пуҫлӑхне Хананияна, шанчӑклӑ та Турӑран хӑраса пурӑнакан ҫынна, — ун пек ҫын сайра вӑл, — Иерусалим хулине тытса тӑраканӗсем турӑм та 3. вӗсене ҫапла каларӑм: хӗвел хӗртме пуҫламасӑр Иерусалим хапхисене ан уҫӑр.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн чухне вара ман патӑма унччен куҫса килнисем тунӑ усал ӗҫсемшӗн Израиль Турри сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнисем пухӑнчӗҫ, эпӗ ӗнтӗ каҫхи парне вӑхӑчӗ ҫитичченех хуйхӑрса лартӑм.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсем ют халӑхсенчен хӑраса тӑнӑ пулин те, парне вырӑнне ун малтанхи никӗсӗ ҫинех лартнӑ; вара ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана ирсерен те, каҫсерен те парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосафат хӑраса ӳкнӗ те мӗн тумаллине Ҫӳлхуҫаран ыйтма шутланӑ, вара пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнче тип тытмалли ҫинчен пӗлтернӗ.3. И убоялся Иосафат, и обратил лице свое взыскать Господа, и объявил пост по всей Иудее.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тӳресене ҫапла хытарса каланӑ: Ҫӳлхуҫаран хӑраса, таса чунпа, тӳррипе ӗҫлӗр: 10. хӑйсен хулисенче пурӑнакан тӑванӑрсен кирек хӑш тавӑҫне те татса памашкӑн — юн тӑкни пулнӑ-и вӑл е саккунпа, ӳкӗтпе, е Турӑ панӑ йӗркепе, е йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ-и — вӗсене ӑс парса вӗрентӗр: вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа ан кӗччӗр, Унӑн хаяр ҫилли сирӗн ҫине тата сирӗн тӑванӑрсем ҫине ан ӳктӗр; ҫапла ӗҫлӗр, вара ҫылӑха кӗместӗр.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Иудея таврашӗнчи патшалӑхсенче пурӑнакансем пурте Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑнӑ, ҫавӑнпа Иосафатпа ҫапӑҫман.10. И был страх Господень на всех царствах земель, которые вокруг Иудеи, и не воевали с Иосафатом.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин синкер, мӗнле те пулин чир пулать-и, 29. пӗр-пӗр ҫын е Хӑвӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ — хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса — аллисене ҫак Ҫурт енне тӑссассӑн, вӗсен кӗллине, вӗсем тархасланине 30. илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара каҫарсамччӗ, Эсӗ кирек хӑш ҫынна та ун чӗри мӗнлине пӗлсе, унӑн пӗтӗм ӗҫне кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн, — 31. ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр, Санӑн ҫулупа ҫӳреччӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид ячӗ пӗтӗм ҫӗрӗ-шывӗпе саланнӑ, Ҫӳлхуҫа ытти халӑхсене унран хӑраса тӑмалла тунӑ.17. И пронеслось имя Давидово по всем землям, и Господь сделал его страшным для всех народов.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав кун Давид Турӑран хӑраса ӳкнӗ, вӑл: Турӑ арчине хам пата епле илсе кӗрес-ха? тенӗ.12. И устрашился Давид Бога в день тот, и сказал: как я внесу к себе ковчег Божий?
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ ун пек тума хӑяйман, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ хӑраса ӳкнӗ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара пӗтӗм халӑх, ватти-вӗтти таранах, вырӑнтан тапраннӑ та, халдейсенчен хӑраса, Египета куҫса кайнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.